Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тарма (тĕпĕ: тар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ача чухнех амӑшӗпе пӗрле нухайсем вӑрласа кайнӑ ӑна, Хусан тутарӗсене сутнӑ; нумай ҫул тыткӑнра, чуралӑхра пурӑннӑ вӑл, вӑй питти ҫынсемпе пӗрле тамӑкран тухса тарма вӑй ҫитернӗ; ҫул ҫинче те аташса кайман, выҫӑ вилмен, чиперех киле таврӑннӑ, ыттисем пек килте те ашшӗ-амӑшӗ ҫуначӗ айӗнче ачашланса ларман, турхан патӗнче тарҫӑра ӗҫленӗ; ватӑ тӗкӗрҫӗсемпе тан, ашшӗпе тан Хусан патӗнче ҫапӑҫнӑ тата; ак Тукай килӗнче те ытти тарҫӑсенчен нимрен те кая мар йӗкӗт.

Помоги переводом

9. Сарьепе Иливан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Воеводӑн хӑйӗн ҫыннисен сӑмахне итлемеллеччӗ ӗнтӗ, хулана васкамаллаччӗ, анчах вӑл, тем ҫинчен шухӑша кайнӑ ҫын пек, пӗр вырӑнтах тӑчӗ, вунӑ-вун пилӗк юлан утпа хулана тарма ӑна ҫар пуҫӗн мӑн кӑмӑллӑхӗ кансӗрлерӗ пулас.

Помоги переводом

2. Мӑрсан хӑлхи питӗрӗннӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тарма та хӑрамалла: эпир тӑваттӑн ӑҫта кайма пӗлӗпӗр?

Помоги переводом

1. Курманӑн курас килет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ма тухса тармарӑн, Иливан тухса тарма пултарнӑ-ҫке терӗҫ-ши?

Помоги переводом

9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тарма ан парӑр!

Помоги переводом

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Аркат ӑна лайӑхрах, княже, анчах Арск хулине кӗрсе тарма ап пар.

Помоги переводом

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тарма тени — хитре мар сӑмах.

Помоги переводом

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эсӗ мана кунтан хӑвӑртрах тарма хушатӑн, ҫапла-и, Андрей Михайлович?

Помоги переводом

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӑй те ашшӗ патне Нухая тарма шутламасть-ши вӑл?

Помоги переводом

12. Икӗ хула // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сююнбикен чи шанчӑклӑ уланӗ те Крыма тарма шутлани ҫынсене питех те кӑсӑклантарчӗ.

Помоги переводом

12. Икӗ хула // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Новоград Свияжский хулипе Хусантан темиҫе тутар мӑрси килнӗ иккен, вӗсем Шигалее хан утлӑ ҫарӗн пуҫлӑхӗ Кучак улан Кама урлӑ Крыма тарма хатӗрленни ҫинчен систернӗ.

Помоги переводом

12. Икӗ хула // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ман тарма юрамасть ҫав, — лӑпкӑн тавӑрчӗ Ахтупай.

Помоги переводом

9. Ашшӗпе ывӑлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тепре кайсан Ахтупай мӑрса ҫыннисене тупаймарӗ, вӗсем апатран касӑлса ҫитсе тухса тарма та ӗлкӗрнӗ.

Помоги переводом

9. Ашшӗпе ывӑлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тепӗр кунне Ахтупай вӗсенчен ырӑ кӑмӑлпах тарма шутларӗ.

Помоги переводом

9. Ашшӗпе ывӑлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тарма та ҫук-ши вӗсенчен нимпе те?

Помоги переводом

3. Воеводӑсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Нумайӑшӗсем кӗсье тулли ылтӑн тултарса каялла тарма пӑхаҫҫӗ.

Помоги переводом

1. Тыткӑна лекнӗ уйӑх // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тарма тӑрсан сӑнӑпа тӳрех ҫурӑмран лачлаттаратӑп.

Помоги переводом

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Урасмет никам та тарма шутламаннине курса васкамасӑр ушкӑна пырса кӗчӗ те кукӑр патак ҫине тӗрӗнсе тӑракан ват ҫын умӗнче чарӑнчӗ.

Помоги переводом

2. Хура юпа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Лупас айне лартса йӑвин шӑтӑкне уҫсанах Квикка пӗр чӗппине ҫӗклесе вӑрмана тарма хӑтланчӗ; юрать-ха, пирӗнпе пӗрле Палюк мучи пычӗ те, Квиккана хӑй патне астарса илсе тытрӗ, вара уринчен, ыраттармалла мар ҫыхса ҫинҫе кантӑрапа йӑви патне кӑкартӑмӑр.

Помоги переводом

Твиккапа Квикка чапа тухрӗҫ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 67–74 с.

Ҫак вӑхӑтра пӗр йеке хӳри, те тарма тӑрса, те юри, кушак ҫине тӳпӗлт! персе анчӗ.

Помоги переводом

Твикка // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 61–64 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней