Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

сикрӗ (тĕпĕ: сик) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Тӗлӗнтертӗн те сӑмаххупа! — ларнӑ ҫӗртех йӑкӑш сикрӗ Тимуш.

Помоги переводом

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Тимуш йӑкӑлт сикрӗ те, ҫаврӑнса, урам урлӑ пӑхрӗ.

Помоги переводом

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Шофер ун ҫинелле тепӗр хут сикрӗ, ӑна питӗнчен ҫапма тесе чӑмӑрне ҫӗклерӗ, анчах ӗлкӗреймерӗ ҫапма.

Помоги переводом

XX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Сантӑр ҫул хӗрринченех автокран ҫине сикрӗ те, кран кабинине кӗрсе ларса, рычагсене турткаларӗ.

Помоги переводом

VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Унтан хӑй те чупса сикрӗ.

Потом и сама, разогнавшись, прыгнула.

Тутӑр // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/603

Таранов карт сикрӗ, хӑйне асӑрхаттарнине туйса тӳрех урайнелле куҫ ывӑтрӗ.

Помоги переводом

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Чӳречерен пӑхса кӗрхи уяр кун илемӗпе киленсе пыракан Таранов сасартӑк кӑрт сикрӗ, канӑҫсӑррӑн йӑшӑлтатса илчӗ — малта, кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енче, хӑйӗн тӑван ялӗ курӑна пуҫлани чун-чӗрине пӑлхантарса ячӗ.

Помоги переводом

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Шухӑша путнӑ Таранов кӑртах сикрӗ: кам-ха кунта ӑна пӗлекенни?

Помоги переводом

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Анчах сасартӑк вӑл хайӗнчен инҫе те мар Егоров старик тӑнине асӑрхарӗ, асӑрхарӗ те каллех кӑртах сикрӗ.

Помоги переводом

Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.

Таня кайма та тӑнӑччӗ — хӑй сисмесӗрех сасартӑк картах сикрӗ: вӑл Алексей хваттерне уҫма пултарать!

Помоги переводом

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Аня кунта сасартӑк, пачах та кӗтмен ҫӗртен, анчах хӑй тӑршшӗпех кӗтсе тӑнӑ япалана курчӗ, курчӗ те шартах сикрӗ.

Помоги переводом

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Сасартӑк курӑк ӑшӗнчен пӗр кайӑк пӑр-р! туса вӗҫсе тухрӗ, Аня шартах сикрӗ.

Помоги переводом

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Ҫавӑн пиркиех ӗнтӗ куршанак ҫыпҫӑннӑ кӑпӑшка хӳрине пӑлтӑртаттарса вӑрмантан кӗр калчи пуссипе хӗрлӗрех сарӑ тилӗ хӑюллӑн чупса тухрӗ, кайри урисем ҫине ларса шӗвӗр сӑмсипе нӑш-нӑш! шӑршласа пӑхнӑ хыҫҫӑн тин, сывлӑшра этем шӑрши пуррине туйнӑскер, каялла тапса сикрӗ.

Помоги переводом

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ялт! сикрӗ мулкач — самантрах тӗмсем хыҫӗнче ҫухалчӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Учӗ вара такам хӑйне васкатнӑ пек, хӑраса ӳксе, каялла хӑвӑрт ҫаврӑнчӗ те ӑҫтан килнӗ ҫав еннелле сиккипех тапса сикрӗ.

Помоги переводом

Пӑшал сасси // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Алюнов, Сюльдяшова пуҫӗпе хырӑменчен панлаттарас тесе, сылтӑмалла сикрӗ.

Помоги переводом

Сутӑнчӑк шӑпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Офицер, ун сассинчен хӑраса шарт! сикрӗ.

Помоги переводом

Этем ятне илессишӗн // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫара уран ташӑҫ ялт! сикрӗ те… кӑвар варрине, ҫулӑм ҫине, ӳкрӗ.

Помоги переводом

Ҫынна кура — хисепӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӗрлӗ йытӑ ытти салтаксем еннелле сикрӗ.

Помоги переводом

Килтеш ялӗ пӗтни // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Савантер шарт! сикрӗ те хӑранипе сип-симӗс тӗслӗ пулса тӑчӗ.

Помоги переводом

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней