Поиск
Шырав ĕçĕ:
Миллионер кашни кунах, ирхине ултӑ сехетрен тытӑнса каҫхине вуникӗ сехет ҫитиччен, пӗр канмасӑр апат ҫиет пулӗ, тесе шухӑшлаттӑм.
Республика королӗсенчен пӗри // Александр Алга. Горький М. Америкӑра. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 76 с. — 46–61 с.
Вӑл камин ҫинче тӑракан авалхи, бронзӑллӑ сехет ҫинелле пӑхрӗ, унӑн юпписем вунпӗр сехет кӑтартнӑ.Он метнул взгляд на каминные бронзовые старинные часы; вычурные стрелки показывали одиннадцать.
XXX сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Эпир вара ҫавӑраттӑмӑр — ирхине ултӑ сехетрен пуҫласа сакӑр сехет каҫчен пӗр канмасӑр.
XX сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Ҫавӑнпа та Федоров нихҫан та кая юлмасть, сакӑр сехет иртсен закон йӗркипе килне каять; сакӑр сехетре тӗрӗслеҫҫӗ, ун хыҫҫӑн вара тӗрмере ларакансене ҫӑраҫҫисемпе питӗрсе илмелле.
ХL сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
— Ырӑ сехет тӗлне пул, Ленюшка, ырӑ сехет тӗлне пул!..
XVI сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Ҫак вӑхӑтра, вуникӗ сехетпе виҫӗ сехет хушшинче, чи хӗрӳллӗ те хастарлӑ ҫын та сунарта ҫӳреме пултараймасть, чи шанчӑклӑ йытӑ та, куҫне чирлӗ пек хӗссе тата чӗлхине юриех тӑсса кӑларса, сунарҫӑ хыҫҫӑн сӗнкӗлтетсе пыма тытӑнать; хӑйӗн хуҫи ӳкӗтленине хирӗҫ айӑплӑ чухнехи пек хӳрипе суллать, вӑтаннӑ пек пулать, ҫапах та малалла кайма шутламасть вӑл.
Кӗрен шыв // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 29–38 с.
Анчах, малтан ҫакна тӑвас: ман фабрика казармисенчен пӗр сехет хушшинче, сехетрен ытлашши тӑсмасӑр, хӑвӑрӑн мӗнпур ачӑр-пӑчӑрсене пухса тухса кайнӑ пулӑр.
X сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
— Вӑл яланах: «Эсир — кичем ача…» — тесе пуҫлать те, унтан каять вара: пӗр сехет калать, икӗ сехет калать, — тупта-та туршӑн! — пуҫ ҫаврӑнса кайиччен, сулкаланма пуҫличчен.
VII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Аппӑшӗсем кӗвӗҫсех каяҫҫӗ, вӗсем киревсӗр, ырӑ мар ӗҫ туса хума шухӑшлаҫҫӗ: ашшӗ ҫуртӗнчи мӗнпур сехетсен йӗпписене пӗрер сехет каярах туса чакарса лартаҫҫӗ.
Кӗрен чечек // Владимир Ухли. Аксаков С.Т. Кӗрен чечек: юмах. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 34 с. — 5–34 с.
Сехет ҫине пӑхрӑм — вӑхӑт 9 сехет.
3. Ҫӗнӗ туссем // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.
Сехет хыҫҫӑн сехет кӗтетпӗр — халь-халь чӗнсе назначени параҫҫӗ пулӗ, тетпӗр.
2. Майор Солдатенко // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.
Тепӗр виҫ сехет ҫурӑран, кӑнтӑрлаччен икӗ сехет малтан, Красс хӑйӗн кавалери отрячӗпе пӗрле Тит Оссилий тытса тӑракан виллӑна пырса ҫитрӗ.
XXII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Пӗр сехет ҫине кайни вӑтӑр минутра — ӗҫе кӗме, ҫичӗ сехетре ӗҫрен тухма свисток параҫҫӗ.В половине первого отдавали свисток на работу, а в семь вечера — с работы.
III // Мирун Еник. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 3–18 с.
Анне сехет кӑларчӗ те: — Виҫӗ сехет ҫитнӗ те. Епле эпир инҫете кӗнӗ иккен. Ача ывӑнчӗ, — терӗ.Мама достала часы и говорит: — Уже три часа. В какую мы даль зашли! Ребёнок устал.
Шурлӑх // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.
Сехечӗ кантӑк ӑшӗнче, сехет хыҫӗнче ҫутӑ ҫунать.
Вокзал // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.
Сехет йӗппи пӗр сехет те вунпилӗк минут кӑтартать.
Маруся вӗренме тытӑнать // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.
Эпӗ пӗр сехет хушши куҫа уҫмасӑр выртрӑм, анчах сехет йӗппи пилӗк минут кӑна куҫрӗ…Я час лежала, глаза не открывала, а они показывают, что только пять минут прошло…
Маруся кукамӑшне итлемест // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.
Каҫ пулнӑ сехет тахҫанах иртсе кайнӑ ӗнтӗ, ҫӗрлехи лӑпкӑ сехетпе ҫыхӑнтарнӑ, анчах кун пек кавара тытнине пӗлсен, Цезарь кая юлса ҫитнӗшӗн каҫарӗ…
IX сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Сехечӗн маятникӗ ҫил вӗрнипе вӑчӑраран кайса ҫакланнӑ та, сехет ҫӳреме чарӑннӑ, вӑл чарӑннӑранпа мӗн чул вӑхӑт иртни те паллӑ мар.
Ҫирӗп пул, Константин! // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Пирвайхи шуҫӑмӑн пӗр сехечӗ тӗлнелле (ҫурҫӗр иртсе пӗр сехет тӗлнелле) ҫав кун, б75 ҫулти ноябрӗн 10-мӗшӗнче, Венера Любитина тавернинче туллиех ҫын пулнӑ, вӗсем шавлани пӳртре ҫеҫ мар, урамра та илтӗннӗ.
III сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.