Поиск
Шырав ĕçĕ:
Куля, сӗтел умне пырса, амӑшӗн куҫӗнчен савӑнӑҫлӑн пӑхса хулпуҫҫи урлӑ ҫакӑнса тӑракан пушӑ кутамккине сак ҫине хучӗ, ун ӑшӗнчен марльӑпа черкенӗ пысӑках мар ҫыхӑ салтрӗ те амӑшӗ умне хучӗ.
Панулми // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 36–45 с.
Кил, лар ҫак сак ҫине, каласа пар, малай: хӑш ялтан эсӗ?
Панулми // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 36–45 с.
Яш ҫын ҫӑварне шыв сыпнӑн пӗр сӑмах чӗнмесӗр, хӑйма «вӑрланӑшӑн» ятланӑ кушак алӑк уҫсанах сак айӗнчен тулалла вирхӗннӗн хӑвӑрт тухса кайрӗ.
III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.
Хӗрарӑм сак ҫинчи икӗ сумкине йӑтса васкамасӑр ҫула тухма хатӗр автобус патнелле утрӗ.
I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.
Ҫынсем иртсе ҫӳрекен вырӑнтан айӑккинерехри вӑрӑм сак ҫинче хӗрлӗ те кӑвак пысӑк чечеклӗ сатинран ҫӗленӗ кӗпе, хӑмӑртарах тӗслӗ джемпер тӑхӑннӑ хӗрарӑм ларать.
I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.
Сак ҫинчи дипломата, урайӗнчи чӑматана алла илтӗм те перрон ҫине тухма хатӗрлентӗм.
Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.
Пӳртри тӑрӑхла сарлака сак ҫине асатте кӗрӗкне пӑрахрӑм та пуҫелӗк хумасӑрах тӳнсе кайрӑм.
Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.
Вӑл хӑш-пӗр чухне каҫхи апат ҫимесӗрех, фуфайкӑпа пӗркенсе, хыт сак ҫинчех ҫывӑрса каять.
Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.
Эпир сак ҫумне ҫилӗмпе ҫыпӑҫтарнӑн тапранми ларатпӑр, мучи малалла мӗн каласса кӗтетпӗр.
Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.
Эпир пиншаксене йӳле янӑ, ҫӗлӗк-калпаксене сак ҫине купаланӑ.
Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.
— Рабочисен сывлӑхӗшӗн хыпса ҫунаканни эсир-и-ха вӑл? — ыйтрӗ Римма ҫинҫе сак ҫине меллӗрех вырнаҫнӑ май.
Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.
Унтан Архипов килсе ҫитрӗ, алӑк патӗнче кӑштах чарӑнса тӑрса, ытахальтен тенӗ пек, Иринӑна сывлӑх сунчӗ, малти ретри сак ҫине ларчӗ.
Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.
Сак пӳртрен инҫе те мар ҫырма юхса выртать.
Ҫич ураллӑ лаша // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 13–16 с.
Ася чупса пӗр ҫаврӑм тӑвать те кӑрст! кӑрст! сикме тытӑнать сак урлӑ.
55 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Иккӗшӗ турткалашнипе сак урайне тӳнсе каять.
55 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Упӑшки вӑрансан мухмӑр чӗртме Машка-Милашка патне тухса ан кайтӑр тесе, Хӗлимуна сак ҫумне кӗпе ҫакмалли вӑрӑм кантрапа яваласа ҫыхса хӑварнӑ.
55 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
— Хайхи, — тет Сидоров, — пӗррехинче пирӗн Хӗлимун куҫ курми пуличчен ярса лартнӑ, хывӑнман та, арӑмӗ патне те ҫитеймен, алӑк ҫумӗнчи тӑрӑхла сак ҫинчех ҫӗрӗпе хуп турттарнӑ.
55 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Кашкин килӗшнӗн пуҫне сулса илчӗ, пит-куҫне пӗркелентерчӗ, айӗнчи сак хӑмине чӗриклеттерчӗ.
52 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
«Ку сана кӑмакашӑн, вӗри кӑмакашӑн, чаплӑ кӑмакашӑн», — тесе тепре чуптурӗ те лак лартрӗ хӗрарӑм мана сак ҫине.
2 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Тӑм калакне сак ҫине хуратӑп та алла ун еннелле яратӑп — вӑшт ҫеҫ тарать ман ҫумран.
2 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.