Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пулнипе (тĕпĕ: пулни) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Урха ятлӑ ҫын пулнипе пулманнине пӗлместӗп, анчах Сухати чӑн та пулнӑ.

Помоги переводом

«Еркӗн» поэмӑри топонимика // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6294.html

Ҫӗпӗр ҫутҫанталӑкӗ ҫав тери пуян пулнипе тӗлӗнтернӗ Ҫемене.

Семен был потрясен тем, что природа Сибири была такой богатой.

117 ҫулхи старик // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/548

Чӗмсӗр пулнипе арҫын куҫне уҫаймӑн тетчӗ пӗр юлташ.

Помоги переводом

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Укаслун, Алюновпа пӗрле пулнипе пулӗ, хуллен-хуллен кӑмӑлӗ ҫаврӑнма тытӑнчӗ.

Помоги переводом

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Хӗрупраҫ хамран аслӑ пулнипе епле тӳссе тӑрас-ха! — тата та хӗрӳленсе кайрӗ Аҫтӑрхан.

Помоги переводом

Аҫтӑрхан шухӑш шухӑшлать... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӗсем тӗрлӗ пулнипе пуҫа анратсан та ӑнланса ҫитес ҫук.

Помоги переводом

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Савнӑ хӗрӗм вилсе выртрӗ сарӑмсӑр, Эс илӗртсе туй пулнипе вӑхӑтсӑр — Мӑшкӑл турӑн ман юратнӑ кил-йыша, Эс пистертӗн пӗлӗшсемпе хурнташа.

Помоги переводом

XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Кӗркори Орлохӑн роттинче пулнипе Творен ятне илсе хӑй килне таврӑнни…

Помоги переводом

III. Йыхрав // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Техосмотр вӑхӑтӗнче пуҫламӑшӗнчен вӗҫне ҫитичченех вӑл техника юсавлӑхӗ мӗнле пулнипе интересленсех пычӗ.

Помоги переводом

Юсавлӑ техникӑпа хире тухма шанчӑклӑ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/03/31/%d1%8e%d1%8 ... %bb%d3%91/

Пурнӑҫӗ йывӑр пулнипе йӗрет пуль тесе, савӑннипе иккен.

Помоги переводом

Ҫуркунне // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

— Минюк «ҫав тери шурӑ» тесе каласшӑн пулнипе «шурӑ» вырӑнне «шарӑ» тет.

Помоги переводом

Минюк // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Шӑтӑкӗ хӗсӗккипе мар, хӗртме хӗн пулнипе хӗвел пӗлӗт тӑрӑх юн юхтарать.

Помоги переводом

Тепӗр кун // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Кунта та хурлӑхан ӳсет, кунта та ҫырли симӗс пулнипе пире татма хушмаҫҫӗ.

Помоги переводом

Ҫул // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ялӑмӑр пӗчӗк те чухӑн пулнипе пупсене укҫа, тырӑ сахал лекет, ҫавӑнпа вӗсем пирӗн ялта тӑмаҫҫӗ.

Помоги переводом

Ҫу, ҫумӑр! // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Вырсарникун пулнипе аппа сухан кукӑлӗ пӗҫерме ҫыпҫӑннӑ.

Помоги переводом

Вӑрҫӑ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Пӗччен кичем пулнипе алӑка уҫса пӳрте хам йытта кӗртрӗм.

Помоги переводом

Вырӑс учитель // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Е, шыв типмесен те, ял ҫывӑх пулнипе амӑшне тытаҫҫӗ.

Помоги переводом

Кайӑк кӑвакал чӗппи // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ҫавӑнпа эпир, ҫук пулнипе, ҫын патӗнче ӗҫлесе ӳснӗ, — тет аппа.

Помоги переводом

Ҫӑлтӑр чечекпе утмӑлтурат // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Сулхӑн шывра чылай вӑхӑт пулнипе Аркадие сивӗ ҫатӑрах витӗрлерӗ, ҫавна пулах тӑваттӑмӗш ҫынна хӑпартнӑ хыҫҫӑн, лӑм пулса, каччӑ кӗҫ ҫеҫ тӑнне ҫухатмарӗ.

Помоги переводом

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Ку вара, Искра, ытла та тимсӗр, сӳрӗк пулнипе хӑйӗн самоспасательне те ҫухатнӑ пулнӑ.

Помоги переводом

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней