Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

паракан (тĕпĕ: пар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мадхья-Прадеш штатра ӗне вӗлернишӗн ҫичӗ ҫула ҫити тӗрмене хупма май паракан саккун пур.

Мадхья-Прадеш — штат, в котором действует закон, запрещающий убивать коров под страхом тюремного заключения сроком до семи лет.

Мадхья-Прадеш // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9C%D0% ... 0%B5%D1%88

Слаломпа ярӑнмалли роликсен уйрӑмлӑхӗ — пӗчӗк йывӑрӑш, вӑй хунине тӗрӗс кӑтартма май паракан хытӑ хашака тата ҫемҫелӗх тӗлӗшпе вӑтам пушмак, вӑл ирӗклӗ куҫма май парать.

Особенностью роликов для слалома является уменьшенный вес, жесткая рама для точной передачи усилий и средняя мягкость для большей свободы движения.

Роликлӑ тӑркӑч // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A0%D0% ... 3%91%D1%87

Фрискейт роликӗсен уйрӑмлӑхӗ — ҫирӗп тӑма май паракан хытӑ пушмак, тата сикме юрӑхлӑ ҫирӗп хашака.

Особенностью фрискейт роликов является прочный жёсткий ботинок для устойчивости, крепкая рама для прыжков.

Роликлӑ тӑркӑч // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A0%D0% ... 3%91%D1%87

Малалла вӑл самбо ачасене шкул саккинченех характера ҫирӗплетме, вӑй-хал енчен аталантарма май паракан спорт енӗ пулни, вӑл вӑя хӳтӗлев тӗллевӗпе ҫеҫ усӑ курма хистени ҫинчен каланӑ.

Помоги переводом

Проектпа паллаштарнӑ, Паттӑрлӑх урокӗ ирттернӗ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/12/29/%d0%bf%d1%8 ... %be%d0%ba/

Туризма, культурӑна аталантарма та чылай пысӑк витӗм кӳрӗ пысӑк хӑвӑртлӑхпа ҫӳреме май паракан трасса.

Помоги переводом

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ М-12 «Восток» трассӑна уҫнӑ ҫӗре хутшӑннӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/12/21/m-12 ... lahe-hutsh

Чӑваш Республикин бюджет тытӑмне паракан налук тӳлевӗсем 1 млрд тенке яхӑн кӗнӗ, ку 2021 ҫулхинчен икӗ хут нумайрах пулни те сисӗнет.

Помоги переводом

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев «ЭЛАРА» АО Генеральнӑй директорӗпе Андрей Угловпа ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/12/27/chav ... v-elara-ao

Кӑҫал округра пурӑнакансем хушшинче патшалӑхӑн тӗрлӗ программисемпе пулӑшу паракан сертификатсемпе свидетельствӑсем илекенсем татах та пулнӑ.

Помоги переводом

Патшалӑх пулӑшу парать // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/12/22/%d0%bf%d0%b ... %82%d1%8c/

— Кала-ха, пиччӳрен ҫыру паракан ҫын ҫакӑ мар-и?

Помоги переводом

8 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Хӑйӗн вӑйне пӗлес тесе, ытти арҫынсемпе вылякаласа ҫеҫ алхаснӑ пулсан, ҫан-ҫурӑма канӑҫ паракан пӗвене шӑрӑх ҫанталӑкра ҫеҫ чӑмса тухкаланӑ пулсан, халӗ шыва сикрӗ те куҫа курӑнман ҫыран еннелле каялла ҫаврӑнса пӑхмасӑр ишет те ишет…

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кунта вӑл хӑйӗнчен хаклӑрах паракан пуррине курмарӗ.

Помоги переводом

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Ҫакӑн чул укҫа паракан ырӑ ҫын кам вара вӑл?

Помоги переводом

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Патнерех ҫывхарсан, крючниксене апат пӗҫерсе паракан Матӗрне пулса тӑчӗ.

Помоги переводом

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫутӑ паракан ҫӗрте ӗҫлекенсем арена ҫине ҫапӑҫ-ма тухнипе усӑ курса, щит ҫинчи рубильниксене ҫапса ҫӗмӗрчӗ пулсан та, вӗсене часах юсӗҫ.

Помоги переводом

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Паллӑ писателӗн революци умӗнхи чӑваш халӑх пурнӑҫне кӑтартса паракан романӗ.

Помоги переводом

Ӗмӗр сакки сарлака. 2-мӗш кӗнеке // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл — апат пурне те пӗр пек валеҫсе паракан яваплӑ ҫын.

Помоги переводом

Ҫӑкӑр чӗлли // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 122–126 с.

Археологсем тӗпчев ӗҫӗсем ирттернӗ чухне ҫӳп-ҫап шӑтӑкӗсене чи ӑнӑҫлӑ вырӑнсем тесе шутлаҫҫӗ, унта наукӑшӑн чи кӑсӑк япаласене асӑрхаҫҫӗ; саманасен тапхӑрне палӑртакан, ҫынсен кулленхи пурнӑҫ йӑли-йӗркине, пурлӑх шайне ҫирӗплетсе паракан артефактсем тупаҫҫӗ.

Помоги переводом

Вӑрманхӗрри Шӑхаль. Вӑта касӑм, Вӑта кас // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 95–102 с.

Икӗ канал пулнӑ пулсан та, радио паракан пӗтӗм информацие ҫӑтаттӑм.

Помоги переводом

Кӗтӳҫӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 90–95 с.

Тата ыйту паракан хӗрӗ те кӑмӑла кайрӗ.

Помоги переводом

Хаклӑ шӑл // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 62–72 с.

Ҫутӑ костюм тӑхӑннӑ ҫын манӑн экзамена кӗме ирӗк паракан документа малтан чӗнмесӗр пӑхрӗ те унтан тӑруках: «Итле-ха, эсӗ кунта йӑнӑшпа килнӗ. Пӑх-ха документна тимлӗрех. Унта экзамен ӑҫта пулни паллӑ. Адресне те кӑтартнӑ. Ак ҫак вырӑнта ҫырнӑ, куратӑн-и?» — тет тӗллесе кӑтартса.

Помоги переводом

Борсалино тӗрӗслевӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 46–54 с.

Юрий Михайлович предприятисемпе организацисен пулӑшӑвӗ ҫинчен каланипе пӗрлех уйрӑм ҫынсен енчен тимлӗх пысӑккине палӑртрӗ: «Ҫынсем пулӑшасшӑн, анчах вӗсем фонда паракан укҫа хӑйсен муниципалитетне килтӗр теҫҫӗ».

Помоги переводом

Ҫынсем — тӗп спонсорсем // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/cynsem-tep-sponsorsem

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней