Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

памасӑр (тĕпĕ: пар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чӗрӳне туртса кӑлар та пер эс тӗпсӗр тӳпене — самантрах умри тӗнчӳ ав сас памасӑр ӳпӗнет.

Если хочешь сердце бросить в увлекающую высь.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 337–349 с.

Вӗсем ҫил хӑвансем мар, — шухӑшлӑн тӑсрӗ вӑл Элли ӗҫнӗ чашӑка хӑй сисмесӗрех Кишлота памасӑр, лешӗ те ӑна хӑй сисмесӗрех туртса илесшӗн.

Они не ветрогонки, — задумчиво продолжал он, бессознательно удерживая блюдечко Элли, которое Кишлот так же машинально тянул у него из рук.

II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Жип хӑтланса пӑхрӗ те — ҫӗкленчӗ, вӑйӑмпа, ҫапах ура ҫинче тӑма мехел ҫитерчӗ: ҫавра ҫил ӑна чарӑнма памасӑр малаллах хӑвалать.

Жип сделал попытку — встал и, с усилием, но устоял на ногах: вихрь гнал его вперед, не давая остановиться.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 310–317 с.

Памасӑр.

Помоги переводом

Ял кӳлли аслӑ // Василий Алентей, А. Андреев. «Капкӑн», 1962, 1№.

Хальхинче капитан урӑхларах итлерӗ, калава ҫур сӑмахранах татрӗ, — вӗҫлеме памасӑр ал тупанӗпе сӗтел клеенкинчен шаплаттарчӗ:

Теперь капитан слушал иначе, схватывая фразу на полуслове, и, не дав кончить, заявил, с размаху прикладывая ладонь к клеенке стола:

I. Пӗри ҫук // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.

«Вӑрттӑнлӑх» юхан шывпа пынӑ чухне руле матроса шанса памасӑр Грэй штурвал умӗнче тӑчӗ, — ӑшӑха лекесрен шикленет.

Пока «Секрет» шел руслом реки, Грэй стоял у штурвала, не доверяя руля матросу — он боялся мели.

VII. Хӗрлӗ «Вӑрттӑнлӑх» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Пирӗн вӑй хумалли тӗпӗр ҫул-йӗр вӑл — коммуналлӑ хытӑ каяшсене тыткалас ӗҫе кирлӗ пек йӗркелесси, ирӗк памасӑр пулса кайнӑ ҫӳп-ҫап вырӑнӗсене тата сиенлӗ объектсене пӗтересси.

Главное направление наших усилий – это организация должным образом обращения с твердыми коммунальными отходами, ликвидации несанкционированных свалок и объектов накопленного вреда.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://cap.ru/action/activity/sobitiya- ... darstven-1

— Итлӗр-ха, — хӗре малалла калаҫма памасӑр аллинчен ҫирӗп ярса тытрӗ каччӑ.

Помоги переводом

Суд // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

Хӗрлисен майлӑ казаксен отрячӗн, иккӗмӗш уйӑх ӗнтӗ мамонтовецсене (лешсем тем тӗрлӗ чееленсе пӑхнӑ пулин те) хутора памасӑр тӑнӑскерӗн, — штабӗ анкартинче, йӗтем ҫинче пулнӑ.

Штаб красного казачьего отряда, второй месяц отбивавшегося на хуторе от мамонтовцев (несмотря на все их хитрости), помещался прямо на гумне.

4 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Ҫак виҫҫӗшӗ пире, сейфа уҫма памасӑр, револьверсемпе те юнарӗҫ…

Эти трое даже пригрозили нам револьверами, не позволяя открывать сейф…

2 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Анчах Иван, ӑна калаҫма вӑхӑт памасӑр, сассине хӑпартса хытӑрах кӑшкӑрса калама пуҫлать.)

Он, не допуская до разговора, повысил голос.)

6 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Хӑйсене хӗҫпӑшалсӑрлатма памасӑр, Великороссине шӑтарса тухмалла-и е кӑнтӑралла ҫаврӑнас та — Ростов патне ҫапӑҫса тухас, унтан Кавказалла ҫул тытас?

Пробиваться ли, не давая себя разоружить, в Великороссию или вертать на юг — пробиваться с оружием к Ростову, на Кавказ?

3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Халӑха шавласа кайма памасӑр, Иван Гора мӑйне вӗрсе хӑпартса, хулӑм сассипе пуҫлать:

Не давая разгореться шуму, Иван Гора раздул шею — загудел басом:

2 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Васька мана декикинеца пеме винтовка памасӑр тӑма пултараймастех ӗнтӗ.

Не может быть, чтобы Васька не дал мне выстрелить в деникинца.

1 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Кашни хӑй шухӑшне шухӑшларӗ Зиновьев кивӗ Россия халӗ те пурӑнни, вӑл юрлани, кирлӗ-кирлӗ мар сӑмахсемпе хӑлаҫланса ҫухӑрашни, кӑмӑшкапа политура ӗҫни, декадентла курнӑҫланни, сутӑ туни, усал сӑмахсем калани ҫинчен шухӑшларӗ; ирӗксӗр пытанса пурӑнакан, влаҫсем канӑҫ памасӑр хӗсӗрлекен революционерсем вара, ун шучӗпе, ҫав Российӑшӑн сурма та тӑмаҫҫӗ, ӑслӑ-тӑнлӑ пролетарисем сахал, вӗсем те пулин мещенсен чикӗсӗр пысӑк лачакине пута-пута ҫухалаҫҫӗ.

Каждый думал свою думу. Зиновьев думал о том, что старая Россия жива, она поет, разглагольствует, пьет самогон и политуру, декадентствует, торгует, похабничает, ей наплевать на революционеров, преследуемых, вынужденных скрываться; а сознательных пролетариев мало, и они теряются в огромном мещанском болоте.

12 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

2. Эпир ятарласа ирӗк памасӑр вӑл пирӗн тӗп хулана пырса кӗме пултараймасть, ирӗк парсан та хулари ҫынсем хӑйсен килӗсене вӑхӑтра тарса пытанма ӗлкӗрччӗр тесе, икӗ сехет малтан пӗлтерсен тин пырса кӗме пултарать.

2. Он не имеет права входить в столицу без нашего особого распоряжения, причем жители должны быть предупреждены за два часа, чтобы успеть укрыться в своих домах.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

1. Ту-Этем эпир пысӑк пичет пусса ҫирӗплетнӗ ирӗк паракан грамота туса памасӑр пирӗн государствӑна пӑрахса кайма пултараймасть.

1. Человек-Гора не имеет права оставить наше государство без нашей разрешительной грамоты с приложением большой печати.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

— Паллах, — терӗ вӑл, — закон ҫапла хушнине эсир ирӗк памасӑр тата эсир хӑвӑр пулӑшмасӑр тума ҫук, анчах эпӗ эсир пит ырӑ кӑмӑллӑ та тӳрӗ тесе шутлатӑп, ҫавӑнпа ҫав чиновниксене ним шикленмесӗр сирӗн алла паратӑп.

«Разумеется, — сказал он, — я понимаю, что это требование закона не может быть исполнено без вашего согласия и помощи, но я такого высокого мнения о вашем великодушии и справедливости, что спокойно передам этих чиновников в ваши руки.

Иккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Императорӑн ҫывӑх ҫыннисем ирӗк памасӑр вӗсене ман ҫурт патне аллӑ ярдран ҫывӑха пыма хушман.

Им было воспрещено вновь приближаться к моему жилищу на расстояние меньше пятидесяти ярдов без особого разрешения двора.

Иккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Вӑл нимӗн асӑрхамасӑр, хирӗҫ тӗл пулакансене те ҫул памасӑр утрӗ.

Помоги переводом

Тинӗс госпиталӗнче // Валентин Бурнаевский. Чӑваш литературин антологийӗ: пӗрремӗш том. Проза. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2003. — 551 с. — 275–281 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней