Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

мелпе (тĕпĕ: мел) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
12. Ҫӗр ҫинче пурӑнакансем хунама тытӑнсассӑн, ывӑлӗсем, халӑхсем, ӑрусем йышлӑланса ҫитсессӗн, каллех унчченхинчен те ытларах ҫылӑха кӗме тытӑннӑ, 13. вӗсем сан Умӑнта йӗркесӗр ӗҫсем тума тытӑнсассӑн, вӗсен хушшинчен Эсӗ Хӑвна валли Авраам ятлӑ ҫынна суйласа илнӗ, 14. ӑна кӑмӑлланӑ, Эсӗ ӑна тӗнче пӗтессине ҫӗрле тӗлӗнмелле мелпе уҫса панӑ, 15. унпа ӗмӗрлӗхе халал хывнӑ та ӑна: санӑн вӑрлӑхна нихӑҫан та пӑрахмӑп, тенӗ.

12. Когда начали размножаться обитающие на земле, и умножились сыны и народы и поколения многие, и опять начали предаваться нечестию, более нежели прежние, 13. когда начали делать пред Тобою беззаконие: Ты избрал Себе из них мужа, которому имя Авраам, 14. и возлюбил его и открыл ему одному волю Твою, 15. и положил ему завет вечный, и сказал ему, что никогда не оставишь семени его.

3 Езд 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

4. Шӑпах ҫавсем ӗнтӗ иудейсене, чурасене илсе килнӗ пек, тӗрӗсрех каласассӑн, элек сарса айӑпа кӗнӗ ҫынсене илсе килнӗ пек, сӑнчӑрласа, вӑйпах илсе килчӗҫ, вара вӗсене, тӗлли-паллине пӑхса тухмасӑрах, тӗпчесе тӑмасӑрах, скифсен йӑлинче те пулман мелпе хаяррӑн асаплантарса вӗлерсе тӑкасшӑнччӗ.

4. Они-то привели их в оковах, с насилием, как невольников, или лучше, как наветников, и без всякого рассмотрения и исследования покушались погубить их, изобретая жестокости, лютейшие даже Скифских обычаев.

3 Мак 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Апла пулин те планшетпа усӑ курса электрон мелпе хатӗрленӗ документсене шутлама ҫӑмӑлрах та, хӑвӑртрах та.

Помоги переводом

Ҫыравҫӑсене планшетпа тивӗҫтереҫҫӗ // Н.ВОРОНОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

Пӗтӗм Раҫҫейри ял хуҫалӑх ҫыравӗн автоматизациленӗ системи тӗрлӗ мелпе пухнӑ информацие шутласа пӗрлештерет.

Помоги переводом

Ҫыравҫӑсене планшетпа тивӗҫтереҫҫӗ // Н.ВОРОНОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

Ирӗклӗ мелпе кӗрешессипе кунти ҫамрӑксем районта кӑна мар, республика шайӗнче яланах малтисен ретӗнче.

Помоги переводом

Ҫаврӑнса пӑхсан та – ҫитӗнӳсем // ЛЕОНИД ПАВЛОВ. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Уйрӑм шкулсене хупасси пирки калас-тӑк ку - ирӗксӗр йышӑнакан мера, ҫапах эпир ҫак мелпе ачасене шкул автобусӗпе юнашар вырнаҫнӑ пысӑк шкулсене илсе ҫӳреме май пур ҫӗрте ҫеҫ усӑ куратпӑр: вӗсенче классем тулли, профиль вӗренӗвне те суйлама пулать.

Помоги переводом

Ачасем пахалăхлă пĕлÿ илме пултарччăр // И.НИКОЛАЕВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней