Поиск
Шырав ĕçĕ:
Кӗреҫесем, наҫилккасем тытнӑ тӑххӑрмӗш «А» класс ачисем йывӑҫ лартмалли вырӑнтан чул катӑкӗсене тасатнӑ, цемент ҫӑрмалли шӑтӑксене тӑпра тултарса тикӗсленӗ, йывӑҫ лартмалли шӑтӑксем чавнӑ.
«Килет ешӗл ҫуркунне» // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Сӗтел ҫине лартмалли лампӑна ҫутнӑ, хаҫатпа карса хунӑ.
«Овод» // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
— Ав, лере, ана пуҫӗнче, халь кӑна куртӑм, чикке лартмалли юпасем хатӗрленӗ, ҫӗмрӗк сӳре те пур унта, ҫавсене йӑтса килес те вут хурас.
XXX. Ҫураҫу // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Чылай ҫӗрле, батарея лартмалли вырӑна пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн, Доль хулине таврӑннӑ чухне, Лантенак кӗтмен ҫӗртен тупӑ сассине илтнӗ.
II. Доль // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Республика енне куҫнӑ пӗр-пӗр священникӗн причӗҫ чашӑкне лартмалли савӑт (дарохранительница) ӑшне кам та пулин хура кушака вӑрттӑн хупса лартнӑ та, кӗлӗ пынӑ чухне кушак кӗтмен ҫӗртен сиксе тухнӑ.
V. Вӗсен вӑрҫӑри пурнӑҫӗ // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Инженерсене, хуҫалӑх тӗлӗшпе ӗҫлекенсене, Мускавран килнӗ темле ҫынсене ертсе кайрӗ те, чул тусем тӑрӑх тата ҫыран хӗррипе тӑватӑ сехете яхӑн ҫӳрерӗмӗр, ҫурт-йӗр лартмалли вырӑнсене уйӑрма тытӑнсан, чутах тӳпелешсе каймарӗҫ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Вӑл ҫак питӗ ӑслӑ тунӑ пукане госпитальне савӑнса пӑхса тухрӗ, «шӑл ыратнипе аптранӑ» пуканесене лартмалли пӗчӗк креслосем, операци тумалли сӗтелсем, пӗчӗк грелкӑсем пур; вӑл медицина пек хаяр наукӑна та ачасене савӑнтармалла тума пултарнӑ хуҫаран тӗлӗнчӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Ку ял ҫыннисен чиркӳ тӑррине лартмалли сехет илмелӗх укҫа пулнӑ пулсан, ҫак вӑхӑтра вуниккӗ ҫапнӑ пулӗччӗ.Если бы вообще исландские церкви имели достаточно средств для того, чтобы купить башенный часы.
XII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Халь мӗн пулса иртни — кайран пулмалли хӑрушӑ, пурне те сасартӑках сивӗ тискерлӗхпе лапчӑтса лартмалли ӗҫӗн кирлӗ мар, вӑрӑма тӑсӑлакан киревсӗр ӗҫӗн пуҫламӑшӗ пек туйӑнчӗ.
XXIV // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Пӗччен лартмалли камера алӑкӗ уҫӑлсан, Греков сӑмсине пӑчӑхтаракан ҫӗрӗк шӑршӑ пырса ҫапрӗ.Когда дверь одиночки отворилась, в нос ударил удушливый, смрадный запах гниения.
3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
— Пӗччен лартмалли камерӑра.
3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Эсӗ мана, Дуня инке, ҫапла-ҫапла, Танюшка, торфран чӳлмексем туса хатӗрле, лартмалли купӑстана иртерех акса хатӗрле тесе ҫырма пултараймарӑн-и?
1. «Пирӗн колхозшӑн чи кирли» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Мӗншӗн пӑхмарӑмӑр? вӑл ҫурта лартмалли мар вӗт, станок вӑл — ун ҫинче пичетлеме те пулать!Почему не уследили? ведь это же не подсвечник, это станок, — на нем печатать можно!
Вӑтӑр саккӑрмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.
Кивӗ йӗс ҫурта лартмалли тӑрӑх сарӑ та пысӑк тумламсем хуллен-хуллен шуса аннӑ.Большие желтые капли медленно сползали на старый медный подсвечник.
Вӑтӑр пиллӗкмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.
Ун хыҫҫӑн вӑл ҫемьери сӑн ӳкерчӗксене лартмалли рама, шкул валли темиҫе кантӑк хашаки, унтан арӑмӗ валли уйран ҫӳпҫи, пӗчӗк пичке, юлашкинчен Хуркайӑк ыйтнипе авӑнчӑк хыҫлӑ чӑн-чӑн венски тенкел турӗ.
Почтмейстер // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Джим валли перосем тума Том тепӗр куннех тӑхлан кашӑк, ҫурта лартмалли пӑхӑр тыткӑч вӑрларӗ тата ултӑ ҫурта илсе тухрӗ; эпӗ, меллӗ самант кӗтсе, пӗрмаях негрсен пӳрчӗсем тавра ҫӳрерӗм, вара ултӑ шӑвӑҫ тирӗк ҫаклатрӑм.
Вӑтӑр улттӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Тӗрмере ларакансем перосем яланах пӗр-пӗр хытӑ япаларан тӑваҫҫӗ, ҫурта лартмалли пӑхӑр тыткӑч татӑкӗнчен е мӗн те пулин урӑххинчен — ал айӗнче мӗн пур, ҫавӑнтан!
Вӑтӑр пиллӗкмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Пире акӑ мӗн лекрӗ: кивӗ шӑвӑҫ хунар, авӑрсӑр пысӑк ҫӗҫӗ, Барлоу фирми кӑларнӑ кӗсьене чиксе ҫӳремелли ҫӗҫӗ (кун пек селӗм ҫӗҫҫе нихӑш лавккара та ҫур доллартан йӳнӗрех туянас ҫук), шӑн ҫуран тунӑ темӗн чухлӗ ҫурта, ҫурта лартмалли шӑвӑҫ тыткӑч, пӗчӗк фляга, шӑвӑҫ курка, ҫӗтӗк мамӑк ҫивитти, йӗпсемпе булавкӑсем, ҫип, ӑвӑс катӑкӗ, тӳмесем тата ытти ӑпӑр-тапӑр тултарнӑ хӗрарӑм сумки, пӗчӗк пуртӑпа пӑтасем, манӑн кача пӳрнерен хулӑнрах параматпа пысӑк вӑлта йӗпписем, ҫавӑрса чӗркенӗ пӑши тирӗ, йытӑ мӑй ҫыххи, такан, ярлӑксӑр эмел кӗленчисем.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Унта тӗрлӗ ӑпӑр-тапӑрсем хушшинче эпӗ пулӑ ҫутатмалли тимӗр япала — такан тупатӑп та, вӑл мӗн тума кирли ҫинчен каласа кӑтартатӑп: такан ҫине вутӑ хураҫҫӗ те ӑна кимӗ сӑмси ҫине лартаҫҫӗ, вут чӗртсе яраҫҫӗ, ун чухне вара такан — ҫурта лартмалли япала пекех пулса тӑрать.
Пулӑ тытни // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 17–18 с.
Сӗтел ҫинче винтсем, слесарь инструменчӗсем, йӑлтӑркка кофейниксемпе ҫурта лартмалли тимӗрсем выртаҫҫӗ; урайӗнче пӑхӑр тата тимӗр ҫункав нумай.
Невски проспект // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.