Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

кӑткӑс сăмах пирĕн базăра пур.
кӑткӑс (тĕпĕ: кӑткӑс) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Фестивале хутшӑнакансем ҫамрӑк пулин те шыв ҫинче ташламалли кӑткӑс композицисене лайӑх вӗренсе ҫитнӗ.

Помоги переводом

Синхронлӑ ишевре ӑмӑртрӗҫ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60770

Темӗнле кӑткӑс пулсан та вӑл вӑхӑтри ачасем пӗлӳ илме тӑрӑшнӑ.

Помоги переводом

Вӗренӳпе ӗҫ юнашар пулнӑ // Василий Пундяков. http://kasalen.ru/2023/04/21/%d0%b2%d3%9 ... %bd%d3%91/

— Пирӗн несӗлӗмӗрсен тӗрри-эрешӗ тӗлӗнмелле пуян, — хӑйӗн шухӑшне пӗлтерет Римма Витальевна, — кӑткӑс та.

Помоги переводом

Мастер-класа хутшӑннӑ // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/04/28/%d0%bc%d0%b ... bd%d0%bda/

…Ҫур ҫулталӑк хушши — вӗренекен шутӗнче, тата ҫур ҫулталӑк — пиллӗкмӗш разрядлӑ токарь, тепӗр ҫулталӑкран — улттӑмӗш разряд, кӑткӑс детальсем тӑвассипе ӗҫлени, юлашки ҫул — иккӗ, иккӗ ҫурӑ, виҫӗ норма тултарма пуҫлани — акӑ ҫакӑн пек пулчӗ унӑн ҫулӗ.

Помоги переводом

Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.

— Питӗ кӑткӑс япала вӑл, — терӗ Куралев, хӑй йӗри-тавра пӑхса, унтан кулса илчӗ.

Помоги переводом

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

Ҫул-йӗр ытла кӑткӑс та шелсӗр…

Помоги переводом

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Роман сюжечӗ кӑткӑс та интереслӗ, вӑл кашни вулакана тыткӑна илет, унти геройсен сӑнарӗсем асра юлаҫҫӗ.

Помоги переводом

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Урӑхла каласан, ҫак темӑна хускатакан писательсем, ытларах машинӑсен кӑткӑс тытӑмне, приборсене ҫырса кӑтартса, совет рабочийӗн кулленхи пурнӑҫне сӑнламасӑрах иртсе каятчӗҫ.

Помоги переводом

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Вӗсене автор ҫӗнӗ тапхӑрта, кӑткӑс лару-тӑрура кӑтартса парать.

Помоги переводом

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Чӑваш драма театрӗн нумай ҫул хушши ӗҫлесе пухнӑ кӑткӑс историйӗ пур.

Помоги переводом

8. Актерсем // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Ҫакна нихҫан та манма юрамасть: профессилле театра ҫӑмӑлттайланса выляс йӑла пырса ан кӗтӗр, паянхи пурнӑҫ ҫыннин тулли те кӑткӑс сӑнарне кӑтартас ӗҫрен ӑсталӑх ҫитменнипе пӑрӑнса юлма ан лектӗр.

Помоги переводом

4. Профессионалсем тата художествӑлла пултарулӑх ҫыннисем // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Ҫиччӗмӗшне те лартрӗҫ, Шупашкарта искусствӑн тепӗр жанрӗ, чи кӑткӑс жанрӗ, опера, вӑй илсе пыма тивӗҫлипе ҫирӗплетсе пачӗҫ.

Помоги переводом

3. Театр тата куракан // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Пирӗн шутпа ҫакӑ вӑл — творчествӑллӑ позицисем тумалли йывӑр та кӑткӑс ӗҫе ҫӗнӗлле йӗркелесе улӑштармалли тапхӑр, нацилле искусствӑна ӳссе пыма анлӑ ҫул уҫса паракан тапхӑр, творчество опычӗ пухмалли тата профессилле кадрсем хатӗрлемелли тапхӑр пулчӗ.

Помоги переводом

3. Театр тата куракан // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Ҫапла ӗнтӗ, Чӑваш музыка театрӗ хӑйӗн аталанӑвӗнче тӑваттӑмӗш ҫул кӑткӑс та ответлӑ тапхӑра кӗчӗ.

Помоги переводом

3. Театр тата куракан // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Театр нумай ҫулсем хушши ӗҫлесе туянакан «профиль» е «творчествӑллӑ сӑн-сӑпат» — кӑткӑс ӑнлану.

Помоги переводом

2. «Профиль» ҫинчен сӑмах хускатни // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Милици ӗҫӗ — халӑхшӑн кирлӗ, усӑллӑ, ҫав вӑхӑтрах тата кӑткӑс, час-часах хӑрушлӑхпа ҫыхӑнса тӑрать.

Помоги переводом

Кӑвак шинеллӗ ҫынсем // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

— Вӑрӑм ҫӳҫе касса кӗскетесси ҫав териех кӑткӑс ӗҫ мар.

Помоги переводом

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Вӑхӑчӗ ун чух йывӑр та кӑткӑс пулнӑ, ҫапах та Кузьма Петрович ал усса ларман: колхоз валли районта никамран малтан грузовик туянма пултарнӑ.

Помоги переводом

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Юрату ансат мар — кӑткӑс: унта савӑнӑҫ та, тунсӑх та, асаплану та пур.

Помоги переводом

Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.

Ҫавна манӑн тӑруках тӗп тӑвас килмерӗ пулас, анчах кӑткӑс пурнӑҫ ҫулӗ ҫинче кун пек чух васкамалла та иккен.

Помоги переводом

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней