Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

кӑмака сăмах пирĕн базăра пур.
кӑмака (тĕпĕ: кӑмака) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Яланах хӗрсене валли вӗри апат, ӑшӑ кӑмака, ӑшӑ пӳрт, вӗри мунча хатӗрленӗ вӑл.

Помоги переводом

Ҫамрӑк пулнӑ, ывӑннине туйман // Р. МАРТЬЯНОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/01/20/am ... ine-tujman

Ир тӑрса ларать ҫеҫ Тамара — кӑмака ҫинче ҫӗрӗпе тутлӑ тӗлӗк курса выртнӑ ама кушак тӑрс сиксе анать те ун патне йӑпӑлтатса пырать, мӑрӑлтата-мӑрӑлтата: «Тамарр, Тамарр», тесе ун ури тавра сӗртӗнсе ҫаврӑнать.

Помоги переводом

Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Унччен пӳртри урай хӑмисенчен нихӑшӗ те хускалмастчӗ пек, халь кӑмака ҫумӗнчи хӑма пуснӑ-пусман натӑрт-натӑрт тӑвать.

Помоги переводом

Каҫару // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ула кӑмака умӗнчи хутпа ҫӳп-ҫап хушшинчен йӑпӑртатса тухнӑ ватӑ шӑши, чӗрик-чарик туса, хӑйӗн ывӑлӗ-хӗрӗсемпе ҫурӑкран тӗпсакайнелле чӑмать.

Помоги переводом

Асран кайми рифмӑсем // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Сарӑ хӑйӑр, кӑмака анинчи шӗл-кӑварла, тӗл-тӗл ҫунса выртнӑн туйӑнать: пӗшкӗннӗ-пӗшкӗнмен пите хӗрӳлӗх кӳ-ӳн ҫапать.

Помоги переводом

Асран кайми рифмӑсем // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Кунта, картунта, пӳрте ӑшӑтас тесен, пайтах вӑй хумалла: пӗрре вутӑ касса ӑшша пиҫет этем, тепре — татса, ҫурса, унтан тин тапса тухать кӑмака ӑшши.

Помоги переводом

Асран кайми рифмӑсем // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Пӳрте кӗрсен: — Акӑ, — терӗ кӑмака кукринчен тутӑрпа чӗркенӗ тем япали туртса кӑларса, — ку сана валли.

Помоги переводом

10 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Шӑнкӑрч нумай уяса тӑмасть, килне чупса кӗрет те кӑмака ҫине вӑштӑр-ваштӑр хӑпарать, ашшӗ тимлесе те майласа хӑварнӑ патронсемпе пӑшала шӑлт-шалт авӑрласа, тухса вирхӗнет анкартинелле аслашшӗпе амӑшӗ сисиччен.

Помоги переводом

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Ҫапла каларӑм та, кӑмака хыҫӗнчи пӑшала илсе, пӗррех тӗллерӗм.

Помоги переводом

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

— Э-э, тӑванӑм, — мӑнаккӑшӗ унӑн ҫӗлӗкне кӑмака мӑрйи ҫумнех илсе хурать, — ырансӑр ямас.

Помоги переводом

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

— Эпий пӗлместпӗй ҫав, — сас парать Кулинейкка кӑмака ҫинчен.

Помоги переводом

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Шӑнкӑрч, кӑмака ҫине улӑхса, мачча хӑми ҫумӗнчи пӗрене шӑтӑкне аллуна ярса пӑх-ха.

Помоги переводом

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Ме, ытах кашкӑрсем-тӗк, — кӑмака хыҫӗнчен пӑшал илсе тухса, ӑна шӑлт-шалт хуҫса пӑхса, чӑтӑмсӑррӑн кукалесе тӑракан Вихтӗр бригадир енне тӑсать мучи.

Помоги переводом

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Часрах ҫитӗнсе ҫитес те, ашшӗ сунара ҫӳренӗ икӗ кӗпҫеллӗ пӑшала, кӑмака хыҫӗнче ҫакӑнса тӑраканскерне, татӑклӑн йӑтса тухса, тӑшмансене хӳтерме каяс килет.

Помоги переводом

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

«Шӑши капла ирӗккӗн чупса ҫӳренӗшӗн эпӗ айӑплӑ мар. Эпӗ пӳртре пулнӑ ун чух, Кулинейккӑпа юнашар кӑмака ҫинче ҫывӑрнӑ», — тенӗнех туйӑнать ачана.

Помоги переводом

Виҫҫӗмӗш сыпӑн // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Услантӑр мучи чи малтан ӗҫлесе ӗшеннӗ мӑнукне, ҫӗр каҫипе пӗр мӑшӑр ҫӑпата туса пӗтернӗскерне, вырӑн ҫине майласа вырттарать, унтан, кӑмака хыҫнелле кӑштӑртатса кӗрсе, ыттисене сӑхманпа лайӑхрах витет, ассӑн сывласа, Шӑнкӑрчпа юнашар пырса выртать.

Помоги переводом

Иккӗмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Мӑш-мӑш, тума тытӑнать кӑмака ҫийӗ.

Помоги переводом

Иккӗмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Аслашшӗн вӗҫӗ-хӗррисӗр юмахӗ кӑмака ҫинчи шӗвӗрсене, хум ҫинчи турпас пек, ҫитме май ҫук ҫӗрсене ҫитерет.

Помоги переводом

Иккӗмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Пӳртре сивӗнме пуҫланине туйсан: «Ну, ҫырла сапаки, кӑмака ҫине, — тет мучи. — Улӑп пӗррехинче Хур-сухал старике тӗл пулать…»

Помоги переводом

Иккӗмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Кӑмака тӑрринчен Ваҫук кушакла ҫӑмӑллӑн тӑрст сиксе анать те, мал енчи сак ҫинче выртакан чӗлӗме шыраса тупса, ӑна аслашшӗне парать.

Помоги переводом

Иккӗмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней