Поиск
Шырав ĕçĕ:
Шыв курӑкӗ, юшкӑн-туйӑн, шапа хуранӗ талккӑшпех ҫыпӑҫнӑ яккӑра сӗтӗрсе шывран канат тӑсӑлса хӑпарать.Канат полз из воды, таща за собою якорь, сплошь облепленный водорослями, тиной и раковинами.
IV. «Гарнаш, Автан урамӗ» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.
Ача чухнехине аса илтерекен пӗр япала та курмарӗ: пӳрчӗ никӗсӗ ҫӗрнӗрен ишӗлсе аннӑ, кукашшӗ лартнӑ улмуҫҫисене выльӑхсем хуҫса пӗтернӗ, тавралла мӑян, пиҫенпе вӗлтрен курӑкӗ чашкӑрать.
Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.
Эс вара ҫул хӗрринчи пиҫен курӑкӗ пек — тытма ҫук чикетӗн.
Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.
Эрӗм курӑкӗ тӗмийӗ айӗнче пӗр шӑрчӑк, туй вӑйӑҫи пулма кӗрӗшнӗ пекех, хӑй кӗввине вӗҫӗмсӗр кӗвӗленӗ: хӗрӗсем мӗн юрлас тенӗ юррисене пӗтӗмпех юрласа пӗтерсе пурте ҫывӑрма выртнӑ ӗнтӗ, вӑл пур — ҫаплах чӗрӗлтетет… —
1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Сӑмах май, тӗслӗхрен, чӗре курӑкӗ этемшӗн лайӑх курӑк, шӑнӑр куракӗ те лайӑх; вӗсем ҫинчен калаҫма та ҫылӑх мар: таса курӑксем — турӑ курӑкӗсем.
Илемлӗ Хӗҫри Касьян // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 92–112 с.
Пӗр аршӑнран ытла ӳсме ӗлкӗреймен ҫамрӑк хунавсем хӑйсен ҫинҫе те яка тунисемпе хуралса кайнӑ лутра тункатасене хупӑрласа тӑраҫҫӗ; ҫав тункатасем ҫумне ӑвӑ тӑвакан шӑтӑклӑ-шӑтӑклӑ кӑвак хӗрӗллӗ ҫаврака кӑмпасем ҫыпҫӑнса тулнӑ; вӗсем ҫийӗпе хурӑн ҫырли курӑкӗ хӑйӗн кӗрен тӗслӗ уссийӗсене яваласа ҫыпҫӑнтарнӑ; ҫавӑнтах кӑмпасем хӑйсен ҫемьисемпе пӗтӗҫсе ларса тухнӑ.
Илемлӗ Хӗҫри Касьян // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 92–112 с.
— Тухтамӑш курӑкӗ шыратӑп, тесе каларӗ, тет, сасси хӑйӗн пӗртте уҫӑ мар, тет.— Разрыв-травы, говорит, ищу, — Да так глухо говорит, глухо: — Разрыв-травы.
Бежин ҫаранӗ // Ярукка Сантри. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 71–91 с.
Кӑштӑркка хӑмӑшпа витӗннӗ ҫыран хӗрринче ҫӳлӗ мар тӗмескесем лараҫҫӗ, унтан вара тап-таса шыв сарӑлса выртать, сап-сарӑ кӑкшӑм курӑкӗ ӳсет.
III сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Ҫинҫе те ҫӳллӗ курӑк хушшинчен сенкер, кӑвак, симӗс-кӑвак чечек пуҫӗсем тухса тӑраҫҫӗ; cap чечек хӑйӗн кӗтеслӗ тӑррипе ҫӳлелле кармашать; унта та кунта зонт евӗрлӗ шурӑ чавка-пуҫ курӑкӗ курӑнать, ҫак ҫӑра курӑкпа пӗрлех кунта таҫтан килсе лекнӗ тулӑ пучахӗ тӗшӗпе тулса пырать.
II // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Темле техӗмлӗ те тутлӑ шӑршӑ ҫапать: те чӗкеҫ курӑкӗ, те чапӑр.И пахнет чем-то душистым и вкусным: не то тмином, не то мятою.
II сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Ҫӑл хуранӗ патӗнче ҫеҫ мӑк, упа курӑкӗ, тата ҫӑра та ҫӳлӗ вӑрман пуҫланса каять.
XIX сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Ыйткалакан хул урлӑ ҫакса янӑ хутаҫҫине хыврӗ те, эхлеткелесе, ҫул хӗрринчи типсе сарӑхса кайнӑ тусанлӑ ҫул курӑкӗ ҫине ларчӗ.Сняв с плеча суму, кряхтя, нищий опустился на пыльный, побуревший подорожник.
Стёпка // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.
— Курӑкӗ — ытарма ҫук, — ҫирӗплетрӗ унӑн сӑмахӗсене Шпанин.
Мосолик ҫаранӗсем // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.
Нимӗҫ авиацийӗ пирӗн лаптасене улӑхсем ҫинчи ҫерем курӑкӗ ҫине кӑларса кӗтсе ҫӳреме пӗр самантлӑха та май памасть.
Тусем хушшинчен тухни // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Ку вырӑнсенче тем пысӑкӑш упа сарри курӑкӗсем кӑна кашласа лараҫҫӗ, урапа пырса пуссан, урана та туртса кӑларма ҫук, пӗтӗмпех йӗпе мӑкпа ҫӗлен курӑкӗ явӑнса илет, е ура йӗпе чулсем ҫине пырса пусса шӑвӑна-шӑвӑна каять.
Тусем хушшинчен тухни // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Хӗвел сывлӑм шывне типӗтме те ӗлкӗреймен-ха, курӑкӗ вара пилӗкрен те ҫӳллӗрех темелле, ҫавӑнпа пӗрремӗш хутӗнче эпир лачкамах пултӑмӑр.
II // Николай Григорьев. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 36–48 с.
Курӑкӗ ҫӳлӗччӗ.
Эпӗ пуринчен лайӑхрах пытанни // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.
Пурпӗрех мӑян курӑкӗ ҫеҫ ӳссе ларнӑ.
Мучи каласа пани // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.
Ҫӳлӗ ҫаран курӑкӗ симӗсрех, хӑва тӗмӗсемпе йӑмрасем капӑртарах тӳпе тасарах, ҫул евӗрлӗ тӑсӑлса выртакан юханшыв тасарах пек туйӑнать.
Эпир курнӑҫӑпӑр-ха // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Унӑн симӗс пальтовӗнчен ҫавӑнтах пӑс тухма тата шурлӑх курӑкӗ шӑрши кӗме пуҫларӗ.
Пьеро хӑй мулкач ҫине утланса ларса, Ухмахсен Ҫӗршывне мӗнле пырса кӗни ҫинчен каласа кӑтартать // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.