Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӗренме кӗресшӗн ӑмӑртакан ҫак япӑх пӗлекен ҫынран хам маттуртарах пулнине туйса, эпӗ йӑл кулмасӑр чӑтма пултараймарӑм, анализ патне ҫитнӗ хыҫҫӑн Иконин хальчченхи пекех йӑлтах аптраса ӳксе чӗмсӗрленсен, вара ман кулӑ йӗрӗннине те кӑштах палӑртрӗ.
XII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Грузи патшин ывӑлӗ ярӑннӑ чух Мимие курса юратса пӑрахнӑ та арӑмӗнчен уйӑрма ыйтса синода хут ҫырса панӑ пулать, мана Венӑри посланник помощникӗ пулма уйӑрнӑ, имӗш, — ҫакнашкал хыпарсене вӑл пӗр кулмасӑр каласа пӗлтерет; Катьӑна эрешменсемпе хӑратать, лешӗ вӗсенчен питӗ хӑрать; пирӗн ҫывӑх юлташсемпе Дубковпа, Нехлюдовпа питӗ ӑшӑ кӑмӑллӑ, пире те, хӑнасене те вӗҫӗмсӗрех килес ҫула палӑртнӑ планӗсене кала-кала парать.
IV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Атте, етрене аллине илчӗ те йӑл кулмасӑр чӑтаймарӗ.
VII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Сережа ытла та кӑмӑллӑ хӑтланать; вӑл курткине хыврӗ — пичӗпе куҫӗсем ҫунса кӑна тӑраҫҫӗ, — хӑй вӗҫӗмсӗр ахӑлтатать, ашкӑнмалли ҫӗнӗ майсем тупать: пӗр вӗҫӗмрен лартнӑ виҫӗ пукан урлӑ сиксе каҫать, пӳлӗм тӑрӑх кӑлтӑрмачла кусать, пӳлӗм варрине никӗс вырӑнне Татищев лексиконӗсене хурса, пуҫхӗрлӗ тӑрать те урисемпе тӗрлӗрен мыскарасем тӑвать, кулмасӑр чӑтмалла мар.
XIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ку вӑййа Коршунов та питӗ юрататчӗ, вӑл вылянӑ чух ун ҫине кулмасӑр пӑхса тӑма та май ҫукчӗ.Очень увлекался игрой Коршунов, и играл он так, что невозможно было смотреть на него без смеха.
52 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Владимир Михайлович ун ҫине питӗ тимлӗн, ним кулмасӑр пӑхрӗ.Владимир Михайлович посмотрел на него пристально, без улыбки.
50 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
— Есть, фокуссем тумалла мар! — ответлерӗ вӑл мана кӳренмесӗр, кулмасӑр.И он ответил по форме, без обиды и без улыбки: — Есть без фокусов.
39 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
— Аван! — темиҫе уйӑх хушши кулмасӑр пурӑннӑ Гоомо йӑл кулса илчӗ.
Тавӑрас пулать // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Пӗр Володин кӑна ман патӑма нимӗн кулмасӑр пырса тӑчӗ:
28 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
— Веддинг вӑл — Берлин хулинчи рабочисем пурӑнакан район, — какласа пама пуҫларӗ вӑл каллех ҫемҫен, ачасем ҫине ним кулмасӑр, кӑмӑллӑн пӑхса.
23 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Ку енчен вӑл Сергей пек марччӗ — лешӗ хӑйне яланах пӗр пек тикӗс те лӑпкӑ тыткалатчӗ, анчах та ку вӑл тӑваттӑмӗш отрядри пӗчӗк ачасем ҫине епле пӑхнинче питӗ лайӑх палӑратчӗ, кун ҫине кулмасӑр никам та пӑхса тӑма пултараймастчӗ вара.
17 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Вунӑ хут персе, вӑл ҫиччӗшне лектерчӗ те, малтанхи пекех мӑнаҫлӑн, ним кулмасӑр, сӗтел патӗнчен аяккалла кайса тӑчӗ.Он попал семь раз из десяти и солидно, без улыбки отошел от стола.
15 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Анчах та, Окуровра тата Заречьере пурӑнакан ҫичӗ пин ҫын хушшинче ҫак поэт ҫине кулмасӑр пӑхаканни пӗр ҫын тупӑнчех: Сима, Лодкӑран васкавлӑ ӗҫлӗ ачаш йӑпану туянса «ҫӑтмахран» тухсан, кашнинчех, — хапхара ӑна тӑп-тӑваткал Четыхер чарса тӑратать.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Чебанов ҫеҫ ним кулмасӑр тӑрать… аллинче хӑйӗн — сӗтлӗ бидон.Один Чебанов без смеха стоял… держал в руке бидон с молоком.
Сокольникире пулса иртнӗ тамаша // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Эпӗ икӗ-виҫӗ эрне каяллахине — карӑк тытма сунара кайнине — аса илтӗм те кулмасӑр тӳсеймерӗм.Я вспомнил недавнюю — сколько это было: две или три недели назад? — охоту на глухарей и улыбнулся.
16 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Аван кулать, эпӗ те ӑна хирӗҫ кулмасӑр тӳсейместӗп.
14 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Вӑл пӗр сехет хушши, Дуняшӑпа унӑн инкӗшӗ юнарӗҫ пулин те, унӑн кӑкрипе хӗрлӗ питҫӑмартисене темӗскер кӑтӑкланӑ пек, пуҫне кулмасӑр ҫӗклеймерӗ.
ХIII // Михаил Сироткин. Толстой Л.Н. Поликушка: повесть; М. Сироткин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1935. — 98 с.
— Атте ман ҫине кулмасӑр пӑхса илчӗ, ыталаса хӑй патнелле туртса ҫывхарчӗ, таҫтан, хулпуҫҫинчен пулас, чуптурӗ, ман еннелле ҫаврӑнмасӑрах калаҫма тытӑнчӗ: — эсӗ халь Лелюков патне кай.
Улттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Горелкин хӑй те ҫакна каланӑ чухне кулмасӑр чӑтса лараймарӗ.
Пӗр хуларан // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 249–269 с.
Кампа кӑна курнӑҫма тивмерӗ пуль мана ун чухне полкра, ҫавсем пурте ҫак сӑмаха ӑшӑ кӑмӑлпа калаҫҫӗ, ҫитӗнсе ҫитмен ача ҫинчен калаҫнӑ пек мар, пӗр кулмасӑр калаҫҫӗ.
Гварди рядовойӗ // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 14–27 с.