Поиск
Шырав ĕçĕ:
Район ҫыннисене килти хушма хуҫалӑха аталантарма патшалӑхран ҫӑмӑллӑхлӑ кредит илни нумай пулӑшать.
Валерий Фадеев: «Аталанмалли майсем, ӗҫчен ҫынсем пур, тӑрӑшмалла кӑна» // И.САЛАНДАЕВ. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=75&ty ... id=2709271
Пӑрачкав районӗнче пӗр хуҫалӑх ертӳҫи хӑй вӑхӑтӗнче поручитель пулса кредит илнӗ, унпа ӗне вити тунӑ.
Депутат мандатӗнчен пуҫласа Шупашкар шыв управӗ таран // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2015.10.07, 196№
Малтанхи вӑхӑтра патшалӑхран кредит нумай илнӗ-мӗн.
«Техникӑна мӑшӑра юратнӑ пек юратмалла» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№
Пӗрлешӳ пӗр миллион тенкӗлӗх ҫӑмӑллӑхлӑ кредит илме пултарнӑ.
Чӑваш Ен Президенчӗ Н. В. Федоров: «Ҫитӗнӳ пӗр-пӗрне ӑнланса ӗҫленинчен килет» // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.03.30
Тӗлӗнмелле мар-им, йывӑр пулсан та кредит илеҫҫӗ, пӗр-пӗринпе ӑмӑртса ҫӗнӗ ҫурт ҫӗклеҫҫӗ, киввисене ҫӗнетеҫҫӗ, пурӑнмалли условисене лайӑхлатаҫҫӗ.
Халӑх пурӑнсан — эпир те пурӑнӑпӑр // Алина Федорова. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№
Республикӑри аграрисем 26 млрд тенкӗ кредит укҫине явӑҫтарнӑ.
Тумла чула шӑтарать // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 28(2615)№, 2016.07.21
Ҫурта тӗпрен юсама, оборудованисем туянма НПК 500 миллион тенкӗ ытла уйӑрнӑ, кредит илмен.
Ҫӗнӗ корпус уҫӑлчӗ // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№
Тӗслӗхрен, кӑҫал «Экономика», «Менеджмент», «Финанссем тата кредит» вӗренӳ программисем пӗтӗм тӗнче аккредитацийӗ витӗр тухнӑ, ЧПУ — Пӗтӗм Раҫҫейри «Регионсем валли кадрсем» тата «Оборона-промышленноҫ валли ҫӗнӗ кадрсем» конкурссен ҫӗнтерӳҫи т.ыт.те.
Чи лайӑххисем // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№
Пӗтӗм Раҫҫейри ялхуҫалӑх ҫыравӗ апат-ҫимӗҫ рынокне, вырӑнти ресурспа тухӑҫлӑ усӑ курассине, кредит политикине тытса пырассине лайӑхлатма пулӑшӗ.
«Ялта йӗрке - ҫӗршывра ҫителӗклӗ пурнӑҫ» // Н.МИЛЛИН. «Елчӗк Ен», 2016.06.29
Кредит татма кассӑна услам куллен кӗмелле.
Куҫ хӑрать те, алӑ тӑвать // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 21(2608)№, 2016.06.02
- Пурӗ 5 кредит, уйӑхне 170 пин тенкӗ тӳлетпӗр.
Куҫ хӑрать те, алӑ тӑвать // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 21(2608)№, 2016.06.02
2011 ҫулта Раҫҫей ял хуҫалӑх банкӗнчен ҫӑмӑллатнӑ кредит илсе комбайн туяннӑ.2011 году, получив ипотечный кредит от Российского сельскохозяйственного банка, купили комбайн.
Куҫ хӑрать те, алӑ тӑвать // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 21(2608)№, 2016.06.02
«Теприсем общежитири пӳлӗмрен тухса кайса 15 ҫуллӑха кредит илсе 1,2 миллион тенкӗпе хваттер туянма пултарнишӗн те савӑнаҫҫӗ. Кусен ҫурчӗсем миҫе миллиона ларнӑ-ши?» — сӑмахлать тусӑм ман чуна сиснӗнех.
Виҫӗ мӑшӑр нуски укҫи вӑрҫтарать // Таисия Ташней. http://chuvash.org/blogs/comments/2758.html
- Патшалӑх кредит илес текенсемшӗн кашни ҫулах процент ставкине чакарса пырать.
Уйрӑм кил хуҫалӑхӗсене - пулӑшу // Хӗрлӗ ялав. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21
- Кредит илес текенсем валли хальхи вӑхӑтра мӗнлерех ҫӗнӗлӗхсем пур?
Уйрӑм кил хуҫалӑхӗсене - пулӑшу // Хӗрлӗ ялав. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21
- Мӗншӗн тесен «Россельхозбанкӑн» кредит условийӗсем халӑха ытларах килӗшеҫҫӗ.
Уйрӑм кил хуҫалӑхӗсене - пулӑшу // Хӗрлӗ ялав. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21
Кредит илес йӗркепе вулакансене ӑнлантарса пама «Россельхозбанк» акционерсен обществин пирӗн районти хушма офисӗн управляющинчен А.МАКСИМОВАРАН ыйтрӑмӑр.
Уйрӑм кил хуҫалӑхӗсене - пулӑшу // Хӗрлӗ ялав. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21
«АПК аталанӑвӗ» приоритетлӑ наци проектне пурнӑҫлама тытӑннӑранпа пӗчӗк калӑпӑшлӑ хуҫалӑхсем 26 млрд ытла тенкӗлӗх кредит ресурсӗсем явӑҫтарнӑ, вӗсене бюджетран 4 миллиард та 600 миллион тенке яхӑн субсиди уйӑрса панӑ.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792
Ҫав шута вара пулас пенсисем, чирленине пула ӗҫе тухманшӑн тӳлени кӑна мар, ҫавӑн пекех ачана пӑхнӑшӑн паракан тӳлев те, пурӑнмалли ҫурт-йӗр условийӗсене лайӑхлатма ҫӑмӑллӑхлӑ кредит е ҫурт-йӗр туяннӑ чухне налукран тавӑрса паракан укҫа-тенке илесси те кӗреҫҫӗ.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792
Ялхуҫалӑх производство предприятийӗсем, хресчен /фермер/ хуҫалӑхӗсем ҫураки ирттерме «Россельхозбанк» ОООран кредит илеҫҫӗ.
Пӗр пусӑм ҫӗр те акӑнмасӑр ан юлтӑр // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.03.17