Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ӗлӗк мана Элкей Микули тенӗ чух, ӗмӗт-шухӑшсем вӗресе тӑнӑ чух, манран телейли чӑнах та урӑх пулман пулӗ.
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Ҫав тери правур учительница вӗресе ларнӑ сӑмавара часах сӗтел ҫине илсе пырса лартрӗ, халь кӑна кӑмакаран кӑларнӑ панулми куклине те касрӗ.
2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Дэзи — шалти тӗнчипе яланах тулли пуянскер тата пӑхсан хӑюллӑ курӑнсан та ҫав тери именекенскер; ҫынсен хушшинче сехечӗ-сехечӗпе пусӑрӑнса ларасси, ҫынсене йышӑнасси уншӑн — чӗр нуша, ҫавӑнпа та вӑл вӗресе тӑракан обществӑллӑ центрсенчен — Парижран, Лондонран, Миланран, Римран — питӗ хӑвӑрт ывӑнчӗ, хӑй каланӑ тӑрӑх — вӑхӑта ахалех ҫухатать-мӗн.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Сӑн-сӑпачӗ ӑратлӑ та кӗре; пӗркеленчӗксем те, кӑвакарнӑ ҫӳҫ-сухал та сулӑмлӑ-тӗреклӗ, капӑр тумлӑ ҫак кӳлепесенчен вӗресе тӑракан пурнӑҫ вӑйне хавшатаймаҫҫӗ текен кӑмӑл-туйӑм ҫуратаҫҫӗ, пит-куҫӗ, хусканӑвӗсем ҫапла пӗтӗмлетме май параҫҫӗ.
VII. Зимбауэни каварҫисем // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Сӑмавар халех вӗресе тухать… тата пуп арӑмӗ чуста хатӗрленӗ, часах пашалусем пиҫмелле.Самовар сейчас вскипит… да попадья квашню вынула, лепешки скоро будут готовы.
IX сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Акӑ чейник те вӗресе тухрӗ.
VIII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Вӗресе хӑпарнӑ сӗт сасартӑк вут ҫине тӑкӑнса ҫулӑмне сӳнтерсе лартрӗ.
VII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Вӑл хӗрсе, вӗресе кайнӑ, эпир вара халӗ ларнӑ та — ӑна еплерех майпа ҫӑлса кӑларасси пирки пуҫӑмӑрсене вататпӑр.Он вскипел, а мы вот сидим и ломаем головы, как его теперь выручить.
IХ сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Тасалӑхпа та, суту-илӳри йӑрӑлӑхпа та, сив чирле вӗресе пурӑнаслӑхпа та, вӗчӗрхентерекен, кӑнттам йӑлтӑртатупа ҫиҫекен урӑх нимӗнпе те палӑрса тӑмасть Коменвиль; кунта Эгмонд Дрэп ученӑй шӑплӑхпа лӑпкӑлӑхшӑн килсе вырнаҫнӑ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 74–80 с.
Эпӗ кӑнтӑрла тӗлнелле вӑранса каяттӑм, яланах ҫав бухтӑра, эсӗ манпа тӗл пулнӑ ҫӗрте; «Этна» нихӑҫан та унтан тухман пек, манпа пӗрле вара — чӑн-чӑн суккӑрсем, хӑйсемшӗн хӑнӑхман кӑткӑс пӳлӗмсенче хыпашла-хыпашла куҫакансем; вӗсем пурнӑҫӗ тӑруках ҫапла улшӑннӑшшӑн хыттӑн кулянатчӗҫ, ҫывӑратчӗҫ, нумай ҫиетчӗҫ тата вӗҫӗмсӗр харкашатчӗҫ; эпӗ вара — ӑнлантарсам мана ҫакна? — каяймастӑп, кимӗ пин метр ҫӳллӗшӗнче ҫакӑнса тӑрать тейӗн; анчах хӗвел аннӑ-анманах, ыйха путсанах, тӗлӗкре ҫакна кураттӑм: хушусем паратӑп, суккӑрсем вун виҫҫӗшӗ те — чӑн-чӑн морякла ҫаврӑнӑҫуллӑ, опытлӑ, ӗҫре вӗресе тӑраҫҫӗ; тата — паллӑ мар ҫар флочӗ тӑнӑ тӗле чее маневрсемпе пырса кӗретпӗр те карапсене путаратпӑр, кашнинчех каялла тухса шӑвӑнатпӑр, ҫакӑн хыҫҫӑн вара шанӑҫ пуҫӗпех пӗтнӗн макӑратпӑр.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 285–292 с.
Аян сиксе вӗрет; тӳпере хӗвел вӗрет; вӗресе тата саланса шыв шӑмпӑртатать.Аян кипел; солнце кипело в небе; вскипая и расходясь, плескалась вода.
IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Анчах халӑхсен чӗринче пусмӑрҫӑсене хирӗҫле курайманлӑх ҫав тери хӑватлӑн вӗресе тӑрать.Но ненависть против угнетателей в сердце народов кипит с ужасной силой.
Вӑрттӑн кулӑш // Г. Рыклин. Ҫӗлен-калтасем. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви. 1941 — 52 с. — 48–52 c.
Йывӑррӑнтарах уткалать, паллах, пурпӗр вӑр-вар, ӗҫ вӗресе кӑна тӑрать ун аллинче.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Хӑрушлӑхпа теветкеллӗх, ҫут ҫанталӑк вӑйӗ, аякри ҫӗр-шыв ҫути, тӗлӗнмелле паллӑ марлӑх, мӗлтлетсе иртекен юрату — курнӑҫупа тата уйрӑлупа чечекленекенскер; тӗл пулусем, тӗрлӗ сӑн, ӗҫсем илӗртӳллӗн вӗресе тӑни; пурнӑҫӑн виҫесӗр тӗрлӗлӗхӗ, ҫав хушӑрах ҫӳл тӳпере — е Кӑнтӑр Хӗресӗ, е Алтӑр Ҫӑлтӑр, тата материксем пурте — ҫивӗч куҫ умӗнче.
II. Грэй // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Вӗресе кӑна тӑраҫҫӗ вӗт!
2 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Отрядсем, хӑйсем пӗлнӗ пек, пуҫӗпех вӗресе тӑракан ялти революци ҫулӑмӗ ӑшне кӗрсе кайнӑ.Отряды по собственному разумению кидались с головой в закипающую деревенскую революцию.
2 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Манӑн чӗрере никам чӗнмесӗр килсе кӗнӗ тӑшмансене курайманлӑхӑн вӗри хаярлӑхӗ вӗресе хӑпарчӗ.
2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Ҫапла сӑмахлакаласа ларнӑ хушӑра чейник вӗресе тухрӗ.
14 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Манӑн вара, ҫылӑхлӑ чунӑн, Питӗре, событисен авӑрне, массӑсем вӗресе тӑнӑ ҫӗре лекес килет…А мне, грешному, хочется в Питер, в гущу событий, в кипение масс…
12 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Тарӑхнипе унӑн пӗтӗм ӑш-чикӗ вӗресе кайрӗ.
Вырсарникун, ноябрӗн вунтӑваттӑмӗшӗнче, Катхульт хуторӗнче пастор кӗлӗ вулани, Эмиль хӑйӗн ашшӗне хупса хуни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.