Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

вӑхӑтлӑха (тĕпĕ: вӑхӑтлӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӗрлӗ сӑлтавсене пула вӑхӑтлӑха хулана лексен, Илюк дружинниксемпе паллашать, вӗсене обществӑри йӗркелӗхе пӑсакансене хирӗҫ кӗрешме пулӑшать.

Помоги переводом

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Вӗсем, хашкасан та аптраманскерсем, ӗмӗр-ӗмӗр сыв пуласси тата ӗмӗр-ӗмӗр пур пуласси пирки Герасим Федотович пӗрре те иккӗленмерӗ, мӗншӗн тесен халь вӑл вӑхӑтлӑха тӑван ялӗнче пулса курнӑ май, Урпашра та вутчуль пуррине чӗре туллиех, ӗмӗрлӗхех туйса илчӗ.

Помоги переводом

16 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Вӑхӑтлӑха эс ӑна манма пултаран, хӑҫан та пулин ҫав-ҫавах аса илӗн.

Помоги переводом

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Пире вӑхӑтлӑха ӗҫлекен ҫын кирлӗ мар.

Помоги переводом

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Сӑмах май, республикӑра паян асӑннӑ территорисенчен килнисене вӑхӑтлӑха вырнаҫтармалли 10 пункт ӗҫлет.

Помоги переводом

«Ворлдскиллс» лайӑх, «Профессионалсем» те япӑх мар // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/vorldskills-laya ... -yapah-mar

Донецк тата Луганск халӑх республикисенчен кунта килме тивнисене вӑхӑтлӑха вырнаҫтармалли тӑкаксемпе ҫыхӑннӑ йышӑнӑва тӳрлетни те укҫапах ҫыхӑннӑ.

Помоги переводом

«Ворлдскиллс» лайӑх, «Профессионалсем» те япӑх мар // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/vorldskills-laya ... -yapah-mar

Сӗт нумай чухне — ҫуркуннепе ҫуллахи тапхӑрта чӗр тавар хакӗ ытти чухне те вӑхӑтлӑха йӳнелнӗ, анчах лару-тӑрӑва пӑхмасӑр, нумай ял ҫынни халӗ те «ӗне ҫемьене тӑрантарать» текен ӗлӗкрен пыракан шухӑша асра тытать.

Помоги переводом

Калаҫу — сӗт хакӗ тавра // Светлана АРХИПОВА. http://елчекен.рф/2023/04/07/%d0%ba%d0%b ... %80%d0%b0/

Ҫӗнӗ чун киленӗҫӗ кӗске вӑхӑтлӑха кӑна пулӗ.

Новое увлечение окажется кратковременным.

13-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Вӑхӑтлӑха та пулин.

Помоги переводом

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Асмантей вӑхӑтлӑха тӑнне ҫухатрӗ…

Помоги переводом

Этем ятне илессишӗн // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ан тив, вӗсене вӑхӑтлӑха хура пӗлӗтсем хупласа хуччӑр.

Помоги переводом

Ҫынна кура — хисепӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Аптранӑ енне вара вӑл вӑхӑтлӑха та пулин таҫта аякка кайса пурӑнас мар-ши теме те тытӑнчӗ.

Помоги переводом

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Халӗ хӗрне лӑплантар, Вӑхӑтлӑха уйрӑлтӑр.

Помоги переводом

VI. Ик еннелле // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Хӑлхасем вӑхӑтлӑха хупланса ларчӗҫ, куҫ-пуҫ алчӑраса кайрӗ.

Помоги переводом

2 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Ку ялта вӑхӑтлӑха кӑна пурӑнма юранине Кирукпа Федя та, амӑшӗсем те туйсах тӑчӗҫ.

Помоги переводом

Улттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Тен, пире вӑл вӑхӑтлӑха та пулин хӑйӗн патӗнче пурӑнма ирӗк парать.

Помоги переводом

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

«Епле ӑна вӑхӑтлӑха та пулин киле чӗнес?» — ӑшӗ вӑркарӗ ҫамрӑк хӗрарӑмӑн, вара вӑл тунсӑх ҫӑмхине кустарма пуҫларӗ, шухӑш вӗҫне тухсанах ҫунатланса кайрӗ.

Помоги переводом

Сонек С... // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 8–9 с.

Те чӑнах пире ача-пӑча айванлӑхӗпе харсӑрлӑхӗ, шӑм-шакри, ал-урари мускулсене вӑратса, выляттарса ярса, хӑйсен вӗресе-палкаса тӑракан авӑрне ҫавӑрса-пӗтӗрсе кӗртсе янӑ, те кун йышши ӳт-пӳ хусканӑвӗ ыранхи экзамена кирлӗ пуҫри пӗлӳсене, чун-чӗре хумханӑвӗсене-пӑлханӑвӗсене вӑхӑтлӑха катертсе манӑҫа хӑвармалли мел пулнӑ, кам пӗлет.

Помоги переводом

Ҫӑпан (е шок терапийӗ) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 202–207 с.

— Хальлӗхе, тен, вӑхӑтлӑха хуҫи тесен те юрать пулӗ, анчах унӑн малтан чӑн-чӑн хуҫи пулнӑ.

Помоги переводом

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Ман ҫывӑхри шукӑль тумланнӑ, хӗрлӗ-сарӑ ҫӳҫне кӗске кастарнӑ хӗрпе ҫӳҫлемес, хура ҫӗрле ҫуралнӑ каччӑ та, лӳ те тумасӑр евӗклӗн ыталаннӑскерсем, вӑхӑтлӑха хӑйсен ҫамрӑк юратӑвӗн чӗрӗ, пал-пал та йӑлтӑр-йӑлтӑр кӑвайтне пыл-ҫуран та тутлин шерпечӗпе сапса сӳнтернӗ.

Помоги переводом

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней