Поиск
Шырав ĕçĕ:
Сӗтелсем ҫине тирӗксем пырса хучӗҫ: пӗрин ҫинче помидорсем, тепринче — хир панулмисем тата вилнӗ ҫын чунне ҫӗр айӗнчи тӗнчене илсе кайма кирлӗ укҫана улӑштаракан ылттӑн хутсем.
XX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Сирӗнпе Го Цюань-хай пек шӑкӑр-макӑрсене танлаштарсан, ӗненӗр, ку чугуна ылттӑн савӑт-сапапа танлаштарнӑ пекех пулать.
XV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Кӑна хирӗҫ кӗленче шкап ларать, пысӑк тӗкӗр ҫакӑнса тӑрать, хуппи ҫине ылттӑн павлин ӳкернӗ хӗрлӗ арча ларать.
XV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Ҫывӑхран вӗсем ишсе ҫӳрекен ҫӑлтӑрсене аса илтереҫҫӗ, аякран — хӑмӑшӑн ешӗл бархачӗ ҫине сарса хунӑ ылттӑн ковер пек курӑнаҫҫӗ.
XII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Ирхи хӗвел ылттӑн пайӑркисем, пахчана тытнӑ хӑва-ҫатан витӗр кӗрсе, хӗрарӑмӑн ӗнси ҫине тирпейсӗр пухса хунӑ хура ҫӳҫ пайӑркине тыттарнӑ йӗп ҫинче йӑлтӑртатаҫҫӗ.
XI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
— Чӑн сӑмахӑн суйи ҫук — хушса хучӗ Сунь лавҫӑ, — санӑн арӑму ылттӑн вӑл!— Что правда — то правда, — вставил возчик Сунь, — твоя жена прямо золото!
VI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Тин ҫеҫ тухнӑ хӗвел кукурузӑпа гаолян тунисене ылттӑн тӗспе ҫутатать.Солнце только что всходило, окрашивая стебли кукурузы и гаоляна в золотистый цвет.
I // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Сире иккӗмӗш «Ылттӑн Ҫӑлтӑр» панӑ ятпа саламлатӑп! —От души поздравляю с награждением второй «Золотой Звездой»! —
2. Сталинла авиаци кунӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.
Хӑйӗн ӗҫне тӑрӑшса тунипе лашапа йытӑ ҫине те пӑхмасть вӑл, лешсем вара ун ҫине ытла йӗрӗнсе пӑхаҫҫӗ, калӑн ҫав, лаши лорнет-куҫлӑх тӑхӑннӑ тесе, йытти — ылттӑн пенснепе тейӗн.
«Сире мӗнле килӗшет?» // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.
Ҫакӑнтан ылттӑн тӗслӗ хӑйӑрпа витӗннӗ ҫыранлӑ та лӑпкӑ шыв кукринчен тӑван Днепр инҫете-инҫете курӑнса выртать.
Анлӑ ҫул // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
Вӗсен хыҫӗнче ҫӑра вӑрман ҫӗкленсе тӑрать; унта ҫулла кӑмпасемпе ҫырласем туллиех вара, халӗ вӑл та, кӗркунне тӗсне кӗнӗскер, тумтирне тӑхӑннӑ улӑп пек, пӗтӗмпех ылттӑн тӗслӗ ҫулҫӑсемпе капӑрланнӑ.
Днепр // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
Сылтӑм енчи ҫӳлӗ ҫыранӗ, шухӑша кайнӑ пек, ҫӗкленсе тӑрать; вӑл кӗркуннехи хӗрлӗ-сарӑ ылттӑн ҫулҫӑсемпе витӗнет.Правый, высокий берег стоит задумавшись, весь в багряном золоте осенней листвы.
Днепр // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
Ҫакӑн пек предани пур: парфянсен патши Красӑн пуҫне касса татма хушнӑ та ун ҫӑварне шӑратнӑ ылттӑн яма каланӑ: «Тӑран ӗнтӗ, пурӑннӑ чухне эсӗ ҫак металлшӑн пит ҫуннӑ», — тенӗ.
Авалхи Римри тата Авалхи Грецири ятсемпе сӑмахсене ӑнлантарса пани // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 315–330 с.
Валькирисем — авалхи германецсен ӗненӗвӗ тӑрӑх, акӑш ҫунатлӑ хитре хӗрсем, вӗсем сывлӑш тӑрах ылттӑн хӗҫ-пӑшалпа вӗҫсе ҫӳреҫҫӗ; вӗсем ҫапӑҫусене пӑхса тӑраҫҫӗ, Один турӑ хушнӑ тӑрӑх салтаксем ҫине вилӗм яраҫҫӗ.
Авалхи Римри тата Авалхи Грецири ятсемпе сӑмахсене ӑнлантарса пани // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 315–330 с.
Аурея — Римри ылттӑн укҫа, 8,5 тенке яхӑн.
Авалхи Римри тата Авалхи Грецири ятсемпе сӑмахсене ӑнлантарса пани // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 315–330 с.
Асс — Римри вак укҫа, ылттӑн шучӗпе 2,5 пуса яхӑн.
Авалхи Римри тата Авалхи Грецири ятсемпе сӑмахсене ӑнлантарса пани // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 315–330 с.
Вӑл вара хӑй ҫинчи ылттӑн пӑчӑрана, кӗмӗл шлема, хаклӑ йышши чулсемпе илемлетнӗ хӗҫне илнӗ те ҫавсене пурне те жреца панӑ.
XXI сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Эсӗ ухмаха ермен пулсан, эпӗ тӳрех калатӑп: эсӗ сутӑнчӑк, сана римлянсем ылттӑн парса ҫапла тума вӗрентнӗ…
XVIII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
— Апла пулсан, Дианӑн ылттӑн уххисен ячӗпе тупа тӑватӑп, эпӗ сана ырӑ сунмастӑп тетӗн-и?
XVIII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
— Ылттӑн чӗре, калама ҫук ытарайми чун! — терӗ Эвтибида, кӑмӑлне хуҫнӑ пек туса, вара унӑн пӗтӗм пичӗ-куҫӗ йӑл кулнипе ҫуталса кайрӗ.
XVIII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.