Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пӗр ури ҫинчен теприн ҫине юлхавлӑн пуса-пуса, йӗри-тавра тимлӗн пӑхкалать.
I // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.
Ҫӗнӗрен туяннӑ килти кайӑка-кӗшӗке сахалтан та 10 кунран та кая мар уйрӑм тытмалла, ҫак тапхӑрта тимлӗн сӑнаса тӑмалла.
Кайӑк-кӗшӗк туяннӑ чухне асӑрхануллӑ пулӑр // Римма Мавлютова. http://chuprale-online.ru/news/khyparsem ... a-pysakrax
Асра тытӑр, ҫул-йӗр-транспорт инкекӗсене лекес мар тесен, водительсем сире ҫул парсан е ҫуран ҫул урлӑ каҫнӑ чухне, тимлӗн, васкамасӑр, телефонпа калаҫмасӑр, музыка итлемесӗр, юлташсемпе калаҫмасӑр ҫул урлӑ каҫмалла.
Анатолий Михайлов: «Правилӑсене пӑхӑнмалла» // Римма Мавлютова. http://chuprale-online.ru/news/khyparsem ... a-kanas-sn
Ачасем сӗтел хушшине йӑпӑр-япӑр вырнаҫса ларчӗҫ те вырӑнти шахмат клубӗн ертӳҫин сӑмахне тимлӗн итлеме пуҫларӗҫ.
Шахмат тӗнчине ҫул хываҫҫӗ // Юрий КОРНИЛОВ. http://alikovopress.ru/shaxmat-tenchine- ... vacce.html
Эпӗ ҫав йывӑҫа тимлӗн сӑнарӑм.
Кайӑк чӗлхи // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 271–272 с.
Питӗ тимлӗн итлет.
«Анне, ан яр мана хулана…» // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.
Питӗ тимлӗн тасатать лаша алӑ тупанӗ ҫинче мӗн пуррине.
Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Ашшӗ, ывӑлӗ епле ӳснине тимлӗн сӑнаса пурӑннӑскер, пӗринче унпа юнашар ларсах калаҫнӑччӗ.
Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
— Хӑраҫҫӗ, — тет ашшӗ ачи лартнӑ йывӑҫсене тимлӗн сӑнаса.
Тирексем, тирексем… // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
«Муку» сӑмаха илтсен асламӑшӗ чӗтрекен аллипе Вихтӗре хӑй енне туртать те питӗ тимлӗн хыпашлать ун пуҫне, хыпалать ҫеҫ те мар — шӑршласа та пӑхать, сылтӑм алла тӗрӗслет.
Аслӑ амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Вихтӗр, хӑйне сахал мар ҫупӑрланӑ, хӑлхаран та пайтах пӑрнӑ ырӑ этеме ӗмӗрӗнче малтанхи хут курнӑ пек, тимлӗн сӑнать:
Аслӑ амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
— Эс ман хыҫран пыр, эп мӗнле сӳреленине тимлӗн сӑна, — тет вӑл ывӑлне, тилхепене карт туртать.
Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
— Вӑт итле мана тимлӗн, шӑллӑм, мӗншӗн чылай хушӑ кунта киле килменни пирки.
IX // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
— Мӗншӗн тесен йӗркелӗх ҫук темелли ҫеҫ юлать, — Шеремет пурин ҫине те тимлӗн пӑхса илчӗ.
Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.
— Итле, тимлӗн, эпир санӑн аҫупа хӗрӗх пилӗк ҫул пӗрле пурӑнтӑмӑр, урӑх хӗрарӑм пирки нихӑҫан та калаҫу пулман.
Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.
Ҫав вӑхӑтра Элиме пӳрт тавра пӑхса ҫаврӑнчӗ, кашни пайне тенӗ пек тимлӗн сӑнарӗ.
Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.
Тимлӗн пӑхса пычӗ Элиме мӑн аслашшӗсен тӗп хулине.
Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.
— Итле малалла, Кирей, Йӗпреҫ ачисем шашлык хатӗрлетчӗҫ, эрех те пулнӑ, аван апат-ҫимӗҫ те ҫителӗклех пулнӑ, вӑхӑта савӑнӑҫлӑ ирттереттӗмӗр, — Юман умри ҫул ҫине тимлӗн пӑхса пычӗ, хӑй калаҫма чарӑнмарӗ.
Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.
— Итле мана тимлӗн, Кирей, пӗтӗм ӗҫӳсене пӑрах та ман пата васкавлӑн кил.
Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.
Элиме тимлӗн Кирей аллисем ҫине пӑхрӗ, мӗн тумаллине сӑнарӗ, хӑй питӗ кӑмӑллӑ.
Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.