Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Кивӗ сăмах пирĕн базăра пур.
Кивӗ (тĕпĕ: кивӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Эпир кивӗ вӑхӑтра пиҫнӗскерсем, тӳрех улшӑнма пултараймастпӑр.

Помоги переводом

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

— Айта кивӗ Мускав урамӗсемпе, аллейисемпе уҫӑлса ҫӳрер, унта эпӗ пӗртте уҫӑлса ҫӳремен.

Помоги переводом

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Ку эрешлӗ кивӗ ҫурт, ӑна Сталин вӑхӑтӗнче лартнӑ, маччисем хальхи пек мар ҫӳллӗ.

Помоги переводом

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Пур ҫӗрте те ӑста реставрациленӗ кивӗ япаласем.

Помоги переводом

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Ҫакӑн пек хӗрарӑм кӑтартнӑ тӗле ҫитрӗҫ вӗсем, ку Кивӗ квартал пулчӗ.

Помоги переводом

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

— Уйрӑмах хӑвӑн кивӗ кӗнекӳшӗн, мӗн виличченех усрӑп ӑна, никама та памӑп, хам вилес умӗн ывӑлӑма парса хӑварӑп.

Помоги переводом

Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.

Вӑл укҫасене тирпейлӗн тӗркерӗ те кивӗ кӗнекен хуплашкинех чиксе хучӗ, кӗнекине малтанхи пакечӗ ӑшнех чикрӗ, вырӑннех хучӗ.

Помоги переводом

Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.

Киле таврӑнсан Камай каллех кивӗ кӗнекене илчӗ, хыҫалти хуплашкине тӗпчерӗ, унта тем пуррине туйрӗ.

Помоги переводом

Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.

— Ҫак кивӗ кӗнекене паратӑн пулсан, машина санӑн пулать.

Помоги переводом

Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.

— Кӑтарт-ха ӑна леш кивӗ кӗнекене?

Помоги переводом

Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.

Портфельтен вӑл кивӗ кӗнеке кӑларчӗ, ӑна турӑ кӗтессине хурасшӑнччӗ, анчах Веня ӑна аллинчен тытса чарчӗ.

Помоги переводом

Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.

Турӑ сирнӗ ӗнтӗ ҫав сӑхӑсене ку кӗнекерен, унсӑрӑн пӗр шухӑшламасӑр кӑларса пенӗ пулӗччӗҫ ку кивӗ япалана.

Помоги переводом

Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.

Аслӑ уявра Патреккел халӑх хорӗ, Лаш Таяпари «Сударушки», Тӳскелӗнчи «Шуҫӑм», «Тускил», Кивӗ Эйпеҫри «Хӗлхем», Кӗҫӗн Таяпари «Илем», Аслӑ Пӑла Тимешри «Пӑла» ансамбльсем, Максим Изратов (Кавал), Диана Егорова (Тӑрӑм), Светлана Сорокина (Ҫӗнӗ Пӑва), Тамара Смирнова (Курнавӑш), Сергей Барановпа Кирилл Петров (Елчӗк) юрӑ-сӑвӑ ӑстисем сивӗ ҫанталӑкра куракана ӑшӑ кӑмӑл-туйӑм парнелерӗҫ.

Помоги переводом

Аслӑ Ҫӗнтер чапӗ иксӗлмӗ нихӑҫан // Николай ФЕДОРОВ. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/category/ ... %b8%d0%b8/

«Элӗк - Кивӗ Атай - «Сӑр» муниципалитетсем хушшинчи ҫул та шӑтӑк-путӑкланса кайнӑран темиҫе ҫулах ӗнтӗ водительсене те, ҫуран ҫӳрекенсене те канӑҫ паман.

Помоги переводом

Строитель - пурнӑҫ аталанӑвне тӳпе хывать // Эльвира КУЗЬМИНА. https://alikov.cap.ru/news/2021/08/06/st ... tpe-hivatj

Чи малтанах кивӗ аппаратурӑна пуҫтарса тата юсаса вӗсемпе усӑ курма пуҫларӑмӑр.

Помоги переводом

Геннадий Борисова – 75 ҫул // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/04/1 ... %83%d0%bb/

Левен хапха умӗнче, каска ҫинче, тахҫанхи кивӗ хаҫата уҫкаласа ларать.

Помоги переводом

«Ну, робот, тӳс тулӗк!..» // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ӑна, кивӗ фуфайка сарса парса, айккинелле илсе вырттармалли ҫеҫ юлать.

Помоги переводом

Ниме! Асран кайми ниме… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Хӑй, ним тума аптӑранӑран, кивӗ журнал ярса тытать.

Помоги переводом

Ҫӑтмах ҫынни милицие ма васкать? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ӑна уҫӑлтарас та кӑшт ларса канас шутпа, ӗшнери кивӗ утӑ купи патне пырать Левен.

Помоги переводом

Христос ушкӑнӗ ташлать // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Вӑрмар округӗнчи сасӑлава тӑратнӑ объектсем: Ленин урамӗнчи сквер /интернационалист-салтаксене тата Ҫӗнтерӳҫӗ-салтак ячӗпе лартнӑ асӑну палӑкӗсен территорийӗ\, Вӑрмар поселокӗнчи Свердлов урамӗнчи парк, Кивӗ Вӑрмар ялӗнчи Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра пуҫӗсене хунисене асӑнса лартнӑ палӑк умӗнчи лаптӑк, Раҫҫей Хӗҫ-пӑшаллӑ вӑйӗсене асӑнса лартнӑ Мӑнҫырма ялӗнчи аллея.

Помоги переводом

Тӗрлӗ енлӗ ӗҫ пурнӑҫланать // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11927-t-rl-e ... urn-clanat

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней