Поиск
Шырав ĕçĕ:
4. Соломонӑн ватлӑх кунӗсенче арӑмӗсем ун чӗрине урӑх турӑсем еннелле ҫавӑрнӑ; ӗнтӗ унӑн чӗрийӗ хӑй ашшӗн Давидӑн чӗри пек пулман: Ҫӳлхуҫа Турра пӗтӗмпех парӑнса тӑман.
3 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа [Турӑ] Израиль халӑхне пӗтӗм таврари тӑшманӗсенчен хӳтӗлесе тӑнӑҫлӑ пурӑнӑҫ панӑранпа нумай вӑхӑт иртсессӗн, Иисус ӗнтӗ ватӑлса ҫитнӗ, сӗм ватлӑх патне ҫитсе тухнӑ.
Нав 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эпӗ ку таранччен ватлӑх начаррине сисмен-ха.
«Пирӗн вӑхӑтра ферма утар пек тасаччӗ» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№
Ватлӑх ҫулӗ ҫеҫ кун хыҫҫӑн кун хӑвалать.
101 ҫулти кинемей тутлӑ кукӑль пӗҫерет, купӑс калать // Николай ЕРШОВ. http://hypar.ru/ru/node/15772
Тӗп пултӑрччӗ ҫав ватлӑх!
XXV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
— Ватлӑх — инкек мар, пире ӑратлӑха юрать, эрехре шӳтернӗ тулӑпа лайӑх тӑрантарӑпӑр та, чӑхсене вал мӗнле пӑхӗ — тусан вӗҫсе тӑрӗ!
IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
«Ватлӑх» господинӑн приходпа расход кӗнекине тап-таса тӑкнӑ хыҫҫӑн ҫакна та ҫирӗплетсе каламах ҫук улӗ.хотя после того, как я растоптал приходо-расходную книгу Гу Цзю, это, пожалуй, трудно утверждать.
III // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.
Чжао Гуй-вэнь ӑна палламасть пулин те, ун патне ҫав ӗҫ пирки сас-хура ҫитнӗ пулмалла та, вӑл мана «Ватлӑх» господиншӑн тавӑрасшӑн пулӗ.
II // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.
«Ватлӑх» господин ҫавӑншӑн питех те кӑмӑлсӑр пулнӑччӗ.
II // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.
«Мӗн туса кӳрентертӗм пулӗ Чжао Гуй-вэне, мӗн туса кӳрентертӗм пулӗ иртен-ҫӳренсене? — тесе шутлатӑп хам. — Ҫирӗм ҫул каялла «Ватлӑх» господинӑн приходпа расход кӗнекине таптаса тӑкнӑшӑнах ҫапла-ши?»
II // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.