Поиск
Шырав ĕçĕ:
Поездсем пыраҫҫӗ-пыраҫҫӗ те, ахаль сӑлтавпах пек, нумайччен чарӑна-чарӑна тӑраҫҫӗ.Поезда двигались и снова подолгу стояли, казалось, по неизвестной причине.
4 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Унӑн хушка ҫамкаллӑ турӑ лашине паянхи пысӑк праҫник ячӗпе тап-таса хырчӑкласа тасатнӑ, урисене чӗркуҫҫи таран — ахаль йышши пир ҫук пирки — марлӗ бинтӑпа ҫыхса янӑ; хӗвелпе пиҫнӗ, вӑйлӑ, яштака боецсем хӑйсен тарпа тунхӑрланса хытнӑ кӗпи ҫухисене ҫак аслӑ праҫник ячӗпех тирпейлӗн тӳмелесе, пилӗкӗсене пиҫиххи ҫыхса янӑскерсем — командарм тавра таччӑн кӗпӗрленсе тӑраҫҫӗ; унӑн лаши — хӑлхисене вылятса, пуҫне суллакаласа, салтаксем ҫине тутинчи кӑпӑка пӗрӗхтерсе, тапӑртатса тӑрать.
4 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Нимӗн йӗркисӗр пӑшал переҫҫӗ; ӑҫта хулиганла перкелешсе патронсене ахаль пӗтернине, ӑҫта чӑнах та ҫапӑҫу пынине уйӑрса илме те ҫук… — тесе пӗлтерет ку хыпар.
3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Те палларӗ вӑл мана, те ахаль ҫавӑн пек ырӑ кӑмӑллӑскер вӑл, ӑна пӗлместӗп, анчах та каллех кӗсйинчен хуҫлатмалли ҫӗҫӗ кӑларчӗ те мана пачӗ.Узнал ли он меня или просто таким был добрым, но он опять вынул из кармана ножик и дал мне его.
7 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Гайдамаксем ахаль ҫынсем тумтирӗсене тӑхӑнса ялсене тарса саланма пуҫларӗҫ.
7 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
— Эпир ахаль те каях юлмастпӑр-ха, — пуриншӗн те ответ пачӗ Васька.
3 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Ыйтӑва хӑвӑрт татрӑмӑр: хӗрлӗгвардеецсем пулма пурин те ҫырӑнмалла, тата ахаль хӗрлӗгвардеецсем те мар — кавалеристсем пулмалла!
2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
— Эп ахаль каларӑм ӑна, эсӗ мӗн — чӑнласа тетӗн-им?
2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Вӑл Ленин хӑйӗн вӑрттӑн шухӑшне ӳпле пурнӑҫӗнчи ахаль калаҫу ҫине куҫарса ытарлӑн каланине сисмӗш пулчӗ.Притворившись, что не заметил, как Ленин низвел тайную свою мысль к бытовому шалашному разговору.
18 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
«..ҫӑкӑр Гельсингфорс планӗ ҫилӗм: пӗчӗкҫӗ кӗпҫе йӗппе хура ҫип ахаль конвертсем 47 № «С-Дт» хрл. тата кӑв. крнтш пекӗ хим. крнтш ручка полит. л. — т. ҫинчен ман тезиссем (съезд валли) шведла тата нимӗҫле полиглот…»
18 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Ленин мӗншӗн аслатиллӗ ҫумӑр айне тухса тӑнине Коля ӑнланаймарӗ; вӑл революци ҫул-пуҫне ҫиҫӗмсем хушшинче ҫапла пӗр-пӗччен тӑма килӗшни тата вӑл урӑм-сурӑм тулашса ахӑрашакан ҫутҫанталӑкӑн ытамӗнче хӑйне ахаль ҫынсем пек мар канлӗ туйма тивӗҫли ҫинчен тӗтреллӗн шухӑшласа сӗмленчӗ.
17 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Ҫав вӑхӑт кӗҫех ҫитме пултарать, паллах, кӗҫех ҫитет те ак, эпир вара, ҫавӑн чухне те ҫийӗнчех татӑклӑ ӗҫсем тӑвассинчен пӑрӑнатпӑр пулсан, ахаль кӑна вак буржуаллӑ социалистсем, талпассем тата фразерсем пулса юлатпӑр та, рабочи класс пирӗнтен пӑрӑнать.
16 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Сых ячӗшӗн тенӗ пек, Ленин юри кӑна ахаль сӑмахсемпе каласа хучӗ:
15 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Германи ҫарӗн генштабӗнчи офицерсем тин кӑна ӗҫлеме пуҫлакан ахаль агента хӑйсен агентури ҫинчен каласа панине сӳтӗк ӑслӑ ҫынсем кӑна ӗненме пултараҫҫӗ.
5 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Эпир ахаль ҫынсем кӑна, рабочисем.
5 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Ку ак ҫакӑн майлӑрах пулчӗ: калӑпӑр, вӑл темиҫе уйӑх пӗр вӗҫӗмех чупнӑ, хытӑ чупнӑ, е хашка-хашка — тӑвалла, е, хӑвӑрт ывтӑнакан урисене аран чаркаласа, анаталла ыткӑнса пынӑ; ун ҫывӑхӗнчен ҫуртсем, урамсем, хуласем, ҫӗршывсем, халӑх ушкӑнӗсем вӗлтлете-вӗлтлете юлнӑ; хӗрӳллӗн пӑшӑлтатнӑ тата тӗрлӗ сасӑсемпе кӑшкӑрнӑ вӗҫӗ-хӗррисӗр нумай сӑмах, — вырӑсла тата ют чӗлхепе, ӑслӑ тата ахаль, хытӑ тата ҫемҫе, хаклӑ тата тӑшманла сӑмахсем, — чупса пыракан ҫынна ҫил варкӑшӗ ҫапӑннӑ, каялла тӗртнӗ, чӑрмантарнӑ евӗр, татти-сыпписӗр илтӗнсе тӑнӑ.
1 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Ахаль те витререн тӑкнӑ пек ҫӑвакан ҫумӑр унӑн ӗнчи ҫине шапӑртатса тӑкӑнма тытӑнчӗ, кӗҫех хӗве юхса анчӗ.
Вырсарникун, ноябрӗн вунтӑваттӑмӗшӗнче, Катхульт хуторӗнче пастор кӗлӗ вулани, Эмиль хӑйӗн ашшӗне хупса хуни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Эмилӗн ашшӗн кӑмӑлӗ ахаль те пӑсӑлнӑччӗ ӗнтӗ, вӑл хӑй патне карҫынккана туртса илсе хупӑлчине уҫрӗ те…
Ытларикун, августӑн вуннӑмӗшӗнче Эмиль шапана ирхи апат карҫинккине ячӗ, ун хыҫҫӑн ҫав тери лайӑх мар хӑтланчӗ, кун пирки каласа та парас килмест // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Вӑл эпӗ епле майпа хамӑр йӑх ҫитменлӗхӗсем ҫинчен ҫак чӗрчуна каласа пама пултартӑм-ха, мӗншӗн тесен ҫав чӗрчун ахаль те, эпӗ еху евӗрлине кура, этем йӑхӗ пирки килӗшӳллӗ мар шутларӗ, теме пултарать.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Мана сывлӑх суннӑ хыҫҫӑн, хуҫа манран ҫийӗнчех ҫывӑрнӑ чухне эпӗ мӗншӗн ахаль чухнехинчен урӑхла курӑнни ҫинчен, ҫакӑ вара мӗне пӗлтерни ҫинчен ыйтса пӗлчӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.