Поиск
Шырав ĕçĕ:
Тӗпӗр ҫур сехетрен, киле таврӑннӑ чухне, Назиб ҫул ҫинче Маринене хӑваласа ҫитрӗ, лашине чарса, бригадира лартрӗ те ун килне ҫитиччен шӑл йӗрсе пычӗ.
II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ҫак каҫах ун звени пилӗк лавпа Хӑнтӑр кӳллине пырса ҫитрӗ.
I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Кӑна илтсен, Укахви чунӗ тата ытларах тӑвӑлса ҫитрӗ, пырне те ҫӑтса ямалла мар чӑмӑркка япала тулса ларчӗ.
XXX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Тепӗр кунне вӑйлӑ ҫумӑр ҫунине пӑхмасӑр Тутаркаса хӑйӗн пӗчӗк ҫеҫ машинипе райком секретарӗ вӗҫтерсе ҫитрӗ.
XXIX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Килӗрен киле куҫса, Кабир ҫара каять текен хыпар Гариф патне те ҫитрӗ, темиҫе минутран ун вӑрӑм пӳ-сийӗ те кӗҫӗн алӑкран пӗшкӗнсе кӗни курӑнчӗ.
XXVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Правленине Кӑтра Михала тӗттӗм пулас умӗн ҫеҫ ҫаврӑнса ҫитрӗ.
XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
— Шыв ӗҫтерӗр-ха, хӗрсем, ӑш пиҫсе ҫитрӗ, — хыпӑнса каларӗ вӑл.
XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Хыҫалтан вӗсене пахча ҫимӗҫ бригадин бригадирӗ Анна Ивановна Петренко хӑваласа ҫитрӗ.
XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ашшӗ тухса кайсан, Укахви патне Липа пырса ҫитрӗ, вара вӗсем Алексейпе нумайччен калаҫса ларчӗҫ.
ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Киле килме тухас умӗн Куҫма Иванч больницӑна Ятман патне ҫаврӑнса ҫитрӗ.
ХХI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Михала тул ҫутӑлнӑ-ҫутӑлманах Ятман патне кӑштӑртатса ҫитрӗ.
ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Киле каяс тенӗ чухне вӑрмана хыҫлӑ ҫунапа Кӑтра Михала персе ҫитрӗ.
ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Вӑрманпромхоз техникӗ йывӑҫа мӗнле касса йӑвантармалли ҫинчен ӑнлантарнӑ хушӑра тул янках ҫутӑлса ҫитрӗ.
ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Сехре Иванӗ ун пек ҫын мар, вӑл килне васкамасӑр кӑна утса ҫитрӗ те чӗринче нимле ҫилӗ туймасӑр ӑшӑ сӗтпе каҫхи апат турӗ, эрехне вара шкапа хӑйӗн вырӑнне лартса хучӗ.
ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Тӗттӗм урампа такӑнкаласа хӑйсен хапхи умне ҫитрӗ те — унта, кӗрхи сивве пӑхмасӑр, хӗрпе каччӑ тӑраҫҫӗ.
XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Паян конюх хӑйӗн качакине пӑхассипе вӑхӑт ытларах ирттерчӗ пулас, колхоз витине ирхи апат вӑхӑтӗнче ҫеҫ ҫитрӗ, вӑл пынӑ ҫӗре Левентей пур витесене те тӗрӗслесе тухма ӗлкӗрнӗ, халӗ Сехре Иванне конюхсен ҫуртӗнче кӗтсе ларать.
XII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Вӗсем калаҫса тӑнӑ хушӑра сисмен ҫӗртен каҫ та пулса ҫитрӗ, ӑна кура, ҫынсем килелле васкарӗҫ.
XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Тутаркас урамӗпе унӑн пӗччен утмалла пулмарӗ, пӗр-ик кил умӗпе иртсенех ӑна ҫак ял ҫынни, унччен малтан ял Совет председателӗ пулнӑ Гариф хӑваласа ҫитрӗ.
IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Пуху сакӑр сехетре пуҫланать тенӗрен Ятман правлени ҫуртне тӑхӑр сехет тӗлне ҫитрӗ.
IV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Тӗттӗм пулса ҫитрӗ, таврана каҫ сулхӑнӗ ҫапрӗ, ҫынсем хӑшпӗрисем килӗсене кайрӗҫ, Ятманпа Кӑтра Михала тата икӗ ҫын ҫав-ҫавах авӑн ҫапмалли машина патӗнче тӑрмашаҫҫӗ-ха.
III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.