Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

шута (тĕпĕ: шут) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӑна хирӗҫ, аманнисемпе вилнисене тата тарнисене шута илмесен, сахалтан та пилӗк пин ҫын пулать, унӑн вара пин те икҫӗр салтакран та ытла мар.

Против него, за вычетом убитых и бежавших с поля битвы, было не меньше пяти тысяч человек, а в его распоряжении осталось всего тысяча двести солдат.

III. Пӗчӗк ҫарсемпе пысӑк ҫапӑҫусем // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Пӑлханакан Вандейӑра, хӗрарӑмпа ачасене шута илсен, пилӗкҫӗр пин ҫынтан кая мар шутланнӑ.

Число вандейских инсургентов нельзя определить меньше чем в пятьсот тысяч человек, считая здесь, впрочем, женщин и детей.

V. Вӗсен вӑрҫӑри пурнӑҫӗ // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Икӗ пин ҫул хушши ҫынсен кӑмӑлне шута илмесӗр, пурне те хӑратса хӑй ирӗкӗпе пӑхӑнтарнин пур майӗсемпе те — пӗр халӑхӑн ҫӗрне тепри туртса илнипе, феодализмпа, фанатизмпа, патшалӑх хӗснипе — хӑратса пӑрахнӑ Бретане пӗр меслетпе хӗрхенмесӗр асаплантарнине тепӗр майпа асаплантарма тытӑнассишӗн ҫеҫ вӑхӑтлӑха чарӑнса, сунарҫӑ кайӑка йӗрленӗ пекех, йӗрлесе пынӑ.

В течение целых двух тысячелетий деспотизм во всех своих проявлениях — завоевание, фанатизм феодализма, чиновничество — не переставал устраивать облавы на несчастных жителей Бретани, и эти облавы прекращались в одной форме лишь затем, чтобы возобновиться в другой.

II. Ҫынсем // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

2. Сывлӑх сыхлавӗн, муниципалитетсен органӗсен, сиплевпе профилактика организацийӗсен геморраги сивчирӗпе аптранӑ ҫынсене тупса палӑртмалла, тӗрӗс диагноз лартса сиплемелле; чир тӗслӗхӗсене шута илмелле тата статистика сӑнавӗ йӗркелемелле; чир тӗслӗхӗсем ҫинчен патшалӑх санитари-эпидемиологи надзорне палӑртнӑ вӑхӑтра пӗлтермелле; геморраги сивчирӗн эпидемиологи, клиника лаборатори диагностикин, профилактика ыйтӑвӗсемпе медицина ӗҫченӗсене хатӗрлемелле; халӑха массӑллӑ информаци хатӗрӗсем урлӑ ҫак чиртен хӳтӗленмелли мерӑсене вӗрентмелле.

Помоги переводом

Геморраги сивчирӗнчен асӑрханӑр // Алина ЛУКИЯНОВА. Сывлӑх, 2015.06.03

1. Ӗҫ тӑвакан органсен, муниципалитетсен органӗсен ял-хуласен, парксен, скверсен, масарсен, сывлӑх учрежденийӗсен, халӑх массӑллӑ пухӑнакан вырӑнсен территорийӗсене тата вӗсен таврашӗнчи (50 метртан кая мар) территорисене тирпей-илем кӗртмелле; ял-хуласем ҫывӑхӗнчи вӑрмансене йӗркене кӗртмелле; хуласен таврашӗнчи зонӑсенче юрӑхсӑра тухнӑ хуралтӑсене шута илмелле, вӗсене пӑсас ыйтӑва татса памалла; ял-хула, сад-пахча кооперативӗсем, сывлӑх учрежденийӗсем ҫывӑхӗнчи вӑрмансене ҫӳп-ҫап куписенчен, хӑрӑк шанкӑран, вӗтӗ хунавсенчен тасатмалла; ҫӳлерех асӑннӑ мӗнпур вырӑнта шӑши евӗр кӑшлакан чӗрчунсене пӗтермелли мероприятисем ирттерессине йӗркелемелле; унсӑр пуҫне ҫак мероприятисенех профилактика тӗллевӗпе кашни ҫуркунне-кӗркуннех ирттермелле; общество ҫурчӗсемпе пурӑнмалли ҫуртсене кӑшлакан чӗрчунсем лекесрен хӳтӗлемелли тата вӗсене пӗтермелли мероприятисем йӗркелемелле.

Помоги переводом

Геморраги сивчирӗнчен асӑрханӑр // Алина ЛУКИЯНОВА. Сывлӑх, 2015.06.03

Тата ҫакна та шута илӗр: таранӗ тимӗртен, стени йывӑҫран.

Ужаснее всего то, что корпус — деревянный, а таран — чугунный.

IV. Вӑрҫӑ хӑрушлӑхӗсем // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Сайра хутра капитана ҫурма сасӑпа пӗр-ик сӑмах татса каланисене шута илмесен, вӑл урӑх никампа та калаҫмарӗ.

Он ни с кем не вступал в беседу, только изредка бросал вполголоса и отрывисто несколько слов капитану.

II. Ҫӗрлехи тӗттӗмре пыракан караппа пассажир // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Ҫыран хӗррине десант антарма тӗл килсе тухасса шута илсе, карап экипажӗ ҫумне ҫур батальон тинӗс ҫарӗн пехотине хушса панӑ.

На случай высадки экипажу корвета придали полубатальон морской пехоты.

I. Туссемпе тӑшмансем // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Ҫаксене пурне те шута илсе пӑхсан, пирӗн батальон ҫак ачасен ашшӗ пулма кирли курӑнсах тӑрать.

Из всего вышесказанного выходит, что батальону не миновать стать отцом.

Пӗрремӗш кӗнеке // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

«Ыйтӑвӑн пӗр енне кӑна шута илнипе, эпӗ унӑн тепӗр енне асӑрхаман.

«Поглощенный одной стороной вопроса, я просмотрел другую.

V // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с. — 3–19 с.

Ҫапла вара, ҫакнашкал «абстрактлӑ гуманизма» пула, кайран мӗн пулассине шута илмесӗр, ҫынсене юратакан Гюго, ҫак сыпӑкра хӑйӗн ӗлӗкхи гуманизмне тӑрӑ шыв ҫине кӑларса Тельмарш ячӗпе: «Эпӗ ҫакна пӗлнӗ пулсанччӗ!» тесе темиҫе хутчен те калать.

Так Гюго, часто страдавший отвлеченным человеколюбием, не считавшийся с обстановкой, с возможными последствиями такого «абстрактного гуманизма», разоблачает здесь свой былой отвлеченный гуманизм, заставляя потом Тельмарша повторять: «Если бы я знал!»

V // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с. — 3–19 с.

Ҫак ӗҫе малашнехишӗн шута илсе хурӑр!

Учтите это на будущее.

33 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.

Анчах та, Таня сӑмахӗсене шута илсе тата Ваҫҫукӑн тӗксӗмленсе, усӑнса ҫитнӗ сӑн-питне сӑнарах пӑхса, вӑл хӑйӗн тактикине улӑштарма, ним тавлашмасӑрах Ваҫҫукпа килӗшме шут тытрӗ.

Но, учитывая про себя Танины слова и вглядываясь в потемневшее, осунувшееся лицо племянника, она решила изменить свою тактику и пойти на мировую.

30 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.

Ҫак самантсене шута илсе ӗҫлеме сӗннӗ пулӑттӑм.

Помоги переводом

Чӑваш пичечӗн Ренессансӗ таврӑнӗ-и? // Надежда Смирнова. Хыпар. — 2015, 16 январь/кӑрлач (No 4/5). — С.1, 4

Энциклопедин электрон версине тунӑ чухне вӗсене шута илӗҫ-ха.

Помоги переводом

Чӑваш пичечӗн Ренессансӗ таврӑнӗ-и? // Надежда Смирнова. Хыпар. — 2015, 16 январь/кӑрлач (No 4/5). — С.1, 4

Ыттисене вара шута илме ҫук-и-мӗн?

А остальные в счет не идут?

15 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.

— Тӑхта-ха: мӗнле пӑравусне шута илес пулать!

— Подожди… смотря какой паровоз!

4 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.

Кусем вӗсем пӗрлешӳллӗ ял хуҫалӑх предприятине сыхласа хӑварса малалла аталантарасси, шывпа тивӗҫтересси тата тасатмалли сооружени тӑвасси, ӗҫ вырӑнӗсем йӗркелесе ҫынсене ӗҫпе тивӗҫтересси, урамсенчи ҫулсене юсасси, ҫӗр участокӗсене шута илсе харпӑрлӑха ҫирӗплетсе пӗтересси, ялсенче йӑла каяшӗ пухмалли ятарлӑ вырӑнсем йӗркелесси тата ытти те.

Помоги переводом

Ҫынсемшӗн ял шӑпи ют мар // В. ШАПОШНИКОВ. Ҫӗнтерӳ ялавӗ, 2015.01.28

Жюль Вернран каярахри вӑхӑтсенче пысӑк шахтӑсем, тоннелсем, уйрӑмах Альпа тӑвӗсем витӗр чавса кӑларнӑ Симплон, Сен Готтард тоннелӗсене тунӑ чухне акӑ мӗн палӑрнӑ: кунта ҫӗр айӗнчи вӗриллӗхе шута илмесӗр ӗҫленипе хӑш-пӗр чухне ӗҫ катастрофӑпа пӗтсе ларас патнех ҫитнӗ.

За это же говорят и многочисленные со времен Ж. Верна работы по проведению больших шахт, тоннелей, особенно в Альпах (Симплон, С. Готтард), которые иногда чуть не кончались катастрофой именно вследствие недооценки той температуры, которая на деле оказывалась.

Ҫӗрӗн ҫийӗсем мӗнле тытӑнса тӑни тата ҫӗр варрине кайса ҫӳрени ҫинчен // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с. — 211–227 с.

Кунта та, романӑн ытти вырӑнӗсенче те, автор ҫӗр айне аннӑҫемӗн пусӑм вӑйӗпе температура ӳссе пынине шута илсе ҫырмасть.

И в этом, и в ряде других мест романа игнорируется большое давление, так же повышающееся с погружением вглубь Земли, как и температур.

Ҫӗрӗн ҫийӗсем мӗнле тытӑнса тӑни тата ҫӗр варрине кайса ҫӳрени ҫинчен // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с. — 211–227 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней