Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тин сăмах пирĕн базăра пур.
тин (тĕпĕ: тин) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Автомобиль парадне курма килнӗ ҫын пек савӑнса та мӑнкӑмӑлланса пыратӑп эпӗ, тин ҫеҫ троллейбусран тухса, ҫул хӗррипе утма тытӑннӑскер.

Помоги переводом

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Тӗлӗк илеме — пӗлӗтсем витӗр шӑвакан е тӗксӗмрех, е шупкарах, е ҫап-ҫутӑ уйӑх пек сӑн-питлӗ, шухӑшсен пӗлӗтне пула улшӑнакан сӑн-питлӗ, ҫӑп-ҫӑмӑл кӗлеткеллӗ Надя, хӑйӗн тин ҫеҫ пуҫланакан пурнӑҫӗпе, хӑйӗн ӑнланӑвӗпе, ӗмӗт-шухӑшӗпе витӗрех курӑнакан Надя.

Помоги переводом

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Кӑштахран ҫеҫ пирӗн куҫсем тӗлме-тӗл пулчӗҫ те — кӑнн! тинкерчӗ Ҫтаппан мана тин курнӑн, «эс ма килнӗ тата?» — тенӗн.

Помоги переводом

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Прохор Петрович тин ҫеҫ ӳсӗрме чарӑнчӗ те, сывлӑшӗ ҫаврӑнасса кӗтсе, ӑш-чикӗ лӑпланасса кӗтсе, ӳслӗкӗ каллех ан тапрантӑр тесе, хускалмасӑр, хӑвӑрт-хӑвӑрт сывласа ларать.

Помоги переводом

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ҫак кун нумай сыватмӑшран тухакан тин ҫуралнӑ ача ячӗпе саламсем пулчӗҫ.

Помоги переводом

Эпӗ Чӑваш Енре ҫуралнӑ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=UVgrbNjD1cc

Тин ҫеҫ ҫуралнӑ ача нӑйкӑшни, телейлӗ ашшӗн кулли, савӑнӑҫлӑ амӑшӗн калаҫӑвӗ, хавхалануллӑ тӑванӗсен саламӗ – сыватмӑшра темччен илтӗнчӗ.

Помоги переводом

Эпӗ Чӑваш Енре ҫуралнӑ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=UVgrbNjD1cc

Ҫак ятпа хатӗрленӗ парне пуххине малашне тин ҫуралнӑ пур ача та тивӗҫӗ.

Помоги переводом

Эпӗ Чӑваш Енре ҫуралнӑ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=UVgrbNjD1cc

Коммуналӑ хуҫалӑх ӗҫченӗсем шыв пӑрӑхӗсене ҫӗр айӗнче 50 ҫул выртаканнисене чавса кӑларсан тин чӑн сӑлтавне пӗлнӗ.

Помоги переводом

Тӗпрен ҫӗнетеҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=tm6193usoFU

«Тин ҫеҫ Раҫҫейри пысӑк суту-илӳ лавккисен ертӳҫисене хамӑр производствӑпа паллаштартӑмӑр, ҫакӑн пек технопарк туса хурас енӗпе 11 ҫул тӑрӑшса ӗҫлерӗмӗр», – тет Наиль Хайрутдинов.

Помоги переводом

«АБАТ» промышленность технопаркӗ уҫӑлма хатӗрленет // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=iSGglSppTqo

Пӗлтӗрхи пекех ҫулла, анчах халь вӗсен купӑста йӑранӗ тата тин ҫеҫ куҫне уҫнӑ Джек пур.

Лето как и в прошлом году, но теперь у них есть грядка капусты и Джек, только что открывший глаза.

Мул // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/621

Людмила Семенова шӑрантаракан «Ӗ,мӗр сакки сарлака» юрӑри пек, «мӗнле пурӑнмаллине, пурнӑҫ тути-масине хӗрӗх урлӑ каҫсан тин ав пуҫлатпӑр чухлама».

Помоги переводом

Йывӑр лару-тӑрӑва лекнисене пулӑшаҫҫӗ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/05/23/%d0%b9%d1%8 ... %ab%d2%ab/

Вӗсем виҫҫӗмӗш кунне тин курӑнчӗҫ.

Появились они только на третий день.

Ҫӑлтӑрсем // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/599

Ҫак ӗҫсене пурнӑҫласан тин пӗрлехи финанс хатӗрӗсемпе усӑ курса ҫынсене паха, таса шывпа тивӗҫтерме пулать терӗ вӑл.

Помоги переводом

Шыв ыйтӑвне татса парасшӑн // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60450

Иртнӗ ҫураки иртсен тин сӗтрӗнсе ҫитнӗ машинсем.

Помоги переводом

Машинсен выставки // Н. Маяк. «Капкӑн», 1935. — 1№ — 9 с.

Тин кӑна аса илтӗм.

Помоги переводом

Ҫухалнӑ председатель // Ник. Пушкин. «Капкӑн», 1935. — 3№ — 2–3 с.

…Таранов ӑсран тайӑлнипе тайӑлманнине тӗрӗслесе пӑхсан тин пӗлейӗн, анчах акӑ мӗн ахалех паллӑ: вӑл сывӑ юлать-и е леш тӗнчене ӑсанӗ — пурпӗрех ырӑрах, лайӑхрах ҫын пулӗ, мӗншӗн тесен унӑн чунӗ пӗтмен-ха, пур…

Помоги переводом

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Шухӑша путнӑ Таранов, алӑк еннелле ҫурӑмпа выртнӑскер, кравать патне Сулагаев пырса тӑнине те сисмерӗ, лешӗ кӑх-кӑх ӳсӗркелесен тин пуҫне вӑштах ҫӗклерӗ:

Помоги переводом

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

«Мана мӑшкӑл кӳнӗ завод директорӗ ҫинчен ҫыр, колхоз председателӗ Ярабаев ҫинчен ҫыр, Сулагаев кил-йышӗн хӗн-хурӗ ҫинчен ҫыр, вара тин сана чуптӑвӑп».

Помоги переводом

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Чӗри хӗскӗчпе хӗстернӗ пек ырата пуҫласан тин сӗтел хушшинчен тухса эмел ӗҫрӗ, диван ҫине хутланса выртрӗ: «Калавсене тӳрлетсе пӗтерсе машинисткӑна леҫсе парас та ыран больницӑна каяс», — шут тытрӗ вӑл чӗри ҫаплах йӗркесӗртереххӗн тапӑлтатнине туйса.

Помоги переводом

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Вӗсем, тин ҫеҫ вырӑн ҫинчен тӑнӑскерсем, сӗтел хушшинче компот ӗҫсе ларатчӗҫ.

Помоги переводом

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней