Поиск
Шырав ĕçĕ:
Хӗрарӑмсемпе ачасем тата япаласем тиенӗ чӗрчунсем иртсе каймалли хушӑран ҫурҫӗрпе кӑнтӑр енче вырӑн йышӑннӑ.Женщины, дети и вьючные животные заняли места с севера и юга от прохода.
Синопа бизонсенчен хӑтӑлать // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.
Тиртен тунӑ ҫивитти ҫумӑр яман, шал енче ҫивитти ҫил кӗртмен, ҫапла вара сиен хӗлре те вигвамра явӑнса выртакан ҫулӑм патӗнче ҫынсене ӑшӑ пулнӑ.
Ачана ят параҫҫӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.
Ҫулӑн тепӗр енче Атӑл сарӑлса выртать.
Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.
Сылтӑм енче каллех лавкка.
Брусчаткӑласа пӗтернӗ Газиантеп // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/content/5902-%D0%91% ... D0%BF.html
Хули патшалӑхӑн кӑнтӑр енче вырнаҫнӑ.
Брусчаткӑласа пӗтернӗ Газиантеп // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/content/5902-%D0%91% ... D0%BF.html
Чылайччен ҫӳрерӗҫ вӗсем Атӑл леш енче.
Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.
Кӳлепене Пелопоннесӑн ҫурҫӗр-тухӑҫ енче вырнаҫнӑ авалхи Эпидавр хулира асӑрханӑ.Ее нашли в древнем городе Эпидавр, расположенном на северо-востоке Пелопоннеса.
Грецири археологсем авалхи кӳлепе тупнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/30657.html
Сылтӑмра, пӗве тепӗр енче, пӑшал сасси вӑйлӑланса пырать.
7 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Командирӑн хӑрах айӑккинче тӗрлӗрен ут хатӗрӗсем — йӗнер, йӗвен выртаҫҫӗ, тӑркӑч ҫинче — кӗмӗлпе эрешленӗ кукӑр сабля туратран ҫакӑнса тӑрать, унӑн тепӗр енче пӗрене пуҫӗсем ҫине айлӗн-ҫийлӗн хунӑ хӑмасем ҫинче — темиҫе ҫӗр е ытларах та пулӗ, питӗрсе лартнӑ пӗчӗк кӗленчесем, ахӑрнех таҫти аптекӑран илнӗскерсем пулас, лараҫҫӗ.
7 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Тепӗр енче ҫак пӗтӗм ҫеҫен хирӗпе паллӑ утлӑ ҫар отрячӗн палаткисем лараҫҫӗ.На той стороне стояли палатки знаменитого на все эти степи красного конного отряда.
7 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Броневик кайнӑ енче, инҫетре, аслатиллӗ пӗлӗтрен чалӑшлатса ҫӑвакан шалкӑм ҫумӑрӑн кӑвакрах ярапийӗсем кашталанса тӑни курӑнать.В стороне, куда шел броневик, из грозовой тучи свешивались косые сизые полосы ливня.
3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Дон ҫыранӗн сулахай енче ҫӗнӗ фронт уҫмалла пулса тухать.
3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Хӑй патне ҫитсе тӑнӑ Лукаша вӑл: — Тӑшмансем енче пысӑк хускану пулас? — тет.
6 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Сылтӑм енче наступлени тӑвас шухӑша пӑрахма тивет.
6 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Хӗвеланӑҫ енче, Лисински тӑвайкки ҫывӑхӗнчерехре, пӗлӗт пек тусан ҫӗкленни курӑнать.На западе, в стороне Лисинских высот, вставала огромная туча пыли.
6 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Анчах сылтӑмра та, сулахай енче те боецсем ыйхӑласа сӗнксе лараҫҫӗ.
5 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Вагонӑн тепӗр енче пулни-иртнипе хумханса ӳкнӗ анархистсем кӗпӗрленсе тӑраҫҫӗ.В другой стороне вагона сбились взволнованные событиями анархисты.
2 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Тепӗр оратор, ӳсӗрсе илсе, янаххине ҫухави ҫине сӗркелесе сӑмах пуҫланӑччӗ ҫеҫ, — вокзал енче пӑшал пенӗ сасӑсем илтӗнсе кайрӗҫ.
2 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Хӑмӑр тӑвайкки леш енче, улатаккасем пек, чарӑна-чарӑна пулеметсем такӑртатнӑ.За бурой возвышенностью, как дятлы, с передышками — стучали пулеметы.
1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Леш енче — хӑмӑртарах тӗслӗ сӑрт хыҫӗнче — пулемет сассисем илтӗнеҫҫӗ.В тон стороне — за бурой возвышенностью — слышались пулеметы.
1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.