Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Ах! — терӗ Бен, епле те пулсан ҫемҫереххӗн калаҫма тӑрӑшса.— Эх! — сказал Бен, стараясь говорить как можно мягче, хотя это было для него пыткой.
Юлашки дюйм // Тӑван Атӑл. Джеймс Олдридж. Юлашки дюйм. — Тӑван Атӑл, 1961, 6№, 79–89 с.
Тӑрӑшса пӑхӑп.
Юлашки дюйм // Тӑван Атӑл. Джеймс Олдридж. Юлашки дюйм. — Тӑван Атӑл, 1961, 6№, 79–89 с.
Дэви сӑнӗ шурса кайнӑ, куҫӗсем чарӑлнӑ та йӗп-йӗпе, анчах ҫапах та вӑл ҫине тӑрса, мӗн вӑй ҫитнӗ таран тӑрӑшса ӗҫленӗ.
Юлашки дюйм // Тӑван Атӑл. Джеймс Олдридж. Юлашки дюйм. — Тӑван Атӑл, 1961, 6№, 79–89 с.
Икӗ ҫул хушши вут пек вӗри пуш хир ҫийӗн вӗҫсе ҫав тери тӑрӑшса пухса пынӑ укҫа унӑн арӑмне Кембриджра йӗркеллех пурӑнма май панӑ.
Юлашки дюйм // Тӑван Атӑл. Джеймс Олдридж. Юлашки дюйм. — Тӑван Атӑл, 1961, 6№, 79–89 с.
— Дик, тусӑм, — терӗ вӑл, — эпир сана эс ку таранччен тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн тав тӑватпӑр, анчах сана ху ӗҫӳнтен халлӗхе хӑтарма пултараймастпӑр-ха.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Дик Сэнд кӑтартса тӑнипе ҫав тери тӑрӑшса ӗҫлекен негрсем пӗр сехет иртнӗ ҫӗре парӑса вырӑнне ҫыхрӗҫ, рея хӑпартрӗҫ, марселе икӗ риф чухлӗ пушатрӗҫ.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
— Тен, тӑрӑшса пӑхма пулать, — шанчӑклӑнах мар каларӗ Мария Александровна.— Может быть, можно ходатайствовать? — неуверенно сказала Мария Александровна.
Таса Станислав орденӗ // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
Володя йӑмӑкӗ ҫапла чӑтӑмлӑ, нумайччен тӑрӑшса ӗҫлеме пултарнине ырӑ кӑмӑлпа ӑмсанчӗ.Володя по-хорошему завидовал сестре, ее усидчивости и терпению.
Чи лайӑх паллӑ // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
Хут листи ҫине тӑватӑ сӑмаха мӗн тери тӑрӑшса ҫырнӑ: «Хаклӑ аннеҫӗм. Саламлатӑп. Митя!»А как старательно выведены на листке четыре слова: «Дорогая мамочка. Поздравляю. Митя»!
Вӑрттӑнлӑх // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
Пӗрлех вӑл ачасене тӑрӑшса вӗренме, ашшӗ-амӑшне, вӗрентекенсене итлеме, аслисене хисеплеме сӗнчӗ.
Тӗл пулура — РФ Геройӗ Евгений Борисов // А. ИВАНОВА. «Авангард», 2020.12.11
Негрсем вӑл хушнине пурне те тӑрӑшса турӗҫ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Матроссем тӑрӑшса авӑсрӗҫ пулин те, халь вӑр-вар кит темиҫе сиксех шлюпкӑна хуса ҫитме пултарать.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Вилӗмрен ҫӑлнӑ негрсене «Пилигрим» ҫинче ҫав тери тӑрӑшса пӑхрӗҫ.На «Пилигриме» спасенных негров окружили самым заботливым уходом.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
«Нимӗҫ е полицайсем!.. Партизансене йӗрленӗ пулас», — хытӑ пӑшӑрханса ӳкрӗ Саша, ҫакӑнта ҫӗр каҫнӑ ҫынсем хӑш еннелле кайнине пӗлме тӑрӑшса.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
— Пирӗннисем пӗлеҫҫӗ-и сана комендатурӑна чӗнтерни ҫинчен? — ыйтрӗ Саша, ҫак хура та йӑвӑ шӑрт сухаллӑ ҫын мӗн ҫинчен шухӑшланине пӗлме тӑрӑшса, лесник ҫине тинкерсе пӑхрӗ.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
«Ӑна (пулассине) юратӑр, ун патне туртӑнӑр, уншӑн тӑрӑшса ӗҫлӗр, ӑна мӗн вӑй ҫитнӗ таран хальхи патне ҫывхартӑр, хальхи пек тума тӑрӑшӑр…»
Улттӑмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Ачасем паллӑсене нумайччен тӑрӑшса хучӗҫ.
51 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.
Вӑл, хӑйӗншӗн тата юлташӗсемшӗн пӑшӑрханаканскер, ӑшӗ пӑтраннине ҫӗнтерме тӑрӑшса, малалла ҫирӗппӗн утать.
51 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.
«Чараҫҫех, асанне, — ҫирӗппӗн каларӗ Саша, хӑй Тимофеевпа калаҫнине астуса илсе тата ун евӗр калаҫма тӑрӑшса.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Таҫта, инҫетре те мар, улатакка тӑрӑшса ӗҫлет.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.