Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Вырӑнтан (тĕпĕ: вырӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кимме ниепле те вырӑнтан тӗртсе тапратаймастӑп.

Я никак не мог столкнуть с места лодку.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.

Гарикӗн хул мускулӗсем вырӑнтан вырӑна мӑкӑльт-мӑкӑльт куҫаҫҫӗ.

Мышцы на руках Гарика перекатывались.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.

Вӑл, кӗсменсем ҫине выртса, пӗтӗм вӑйӗпе туртрӗ те, кимӗ хӑвӑрт вырӑнтан тапранчӗ.

Он налег на весла, и лодка с шумом заскользила по воде.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.

— Сана хӑш вырӑнтан юхтарса ячӗ ҫыран еннелле? — ыйтрӗ Алёнка.

— С какого места тебя понесло к берегу? — спросила Аленка.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.

Вертолет вырӑнтан тапранса малалла вӗҫсе кайрӗ.

Вертолет вздрогнул и полетел дальше.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.

— Кӑткӑ йӑви патне ҫитер, — терӗ сарӑ ҫӳҫли, вырӑнтан тапранмасӑр.

— До большого муравейника, — сказал вдогонку светловолосый, не двигаясь с места.

Улттӑмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.

Ак ӗнтӗ юлашки хут тунӑ паллӑ та ку вырӑнтан инҫетре.

А последняя отметка была сделана далеко от этого места.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.

Вӑл ҫаплах-ха вырӑнтан хускалмасӑр тӑнӑ.

Он остался на месте.

II // Василий Алагер. Франс, Анатоль. Кренкбиль: повесть; В. О. Алагер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1941. — 57 с.

Умара Магомет ларса пынӑ машина нефть тапса тухнӑ вырӑнтан инҫех марччӗ.

Машина, в которой ехал Умара Магомет, оказалась ближе остальных к месту аварии.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Строительсемпе колхозниксем темиҫе пин ҫын траншейӑна ал вӗҫҫӗн алтаҫҫӗ, пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑна кӗреҫепе илсе ывӑтнӑ ҫӗр ҫӳлтен вӑрӑм кӑвак хӑю пек курӑнать.

Тысячи строителей и колхозников копали траншею вручную, и земля, перемещаемая лопатами, словно висела в воздухе сплошной серой лентой.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

— Эпӗ вырӑнтан та тапранмастӑп, ниҫта та вӗҫсе каймастӑп.

— Никуда я не поеду, никуда не полечу.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Ун шучӗпе, хальхи икӗ участок вырӑнне виҫӗ участок тумалла: утрав, Чонгра ҫинче нефте пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑнне юхтармалли узел тата пролив патӗнчен тытӑнса Адун патне ҫитиччен тӑсӑлакан трасса.

По его мысли, надо было, вместо теперешних двух участков, создать три: остров, нефтеперекачечный узел на Чонгре и участок трассы от пролива в глубь материка до Адуна.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Вырӑнтан тапранман, анчах хавшанӑ пӑр ҫийӗн типҫӗр ҫинчен утрав ҫине чи юлашкинчен каҫма хӑтланса пӑхаканни Кондрин пулнӑ.

…Последним, кто рискнул пройти с материка на остров по еще неподвижному, но ненадежному льду пролива, был Кондрин.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Ҫав тери йывӑр инкек курнӑ хыҫҫӑн, строительсем юлташӗ ӑнсӑртран путса вилнӗ вырӑнтан часах пӑрӑнаймарӗҫ; Силинӑн виллине те пулин шыраса тупма хӑтланни те ахалех пулчӗ.

Потрясенные катастрофой, строители долго не могли уйти от нечаянной могилы товарища; все попытки вытащить Силина хотя бы мертвым ни к чему не привели.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Трасса ҫинче пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑна ҫитсе, вӑл участокри начальниксене кунне икшер хут провод патне чӗнсе хытарсах ҫирӗппӗн калать:

Появляясь то в одном, то в другом месте трассы, он по два раза в день вызывал всех начальников участков к проводу и настойчиво твердил:

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

— Кунтан, Тайсин королӗсем пурӑннӑ вырӑнтан, эпир наступлени тума приказ паратпӑр, — тесе хушса хучӗ вӑл.

— Здесь, в этой резиденции тайсинских королей, мы дадим приказ о наступлении.

Улттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Ыттисем, Роговпа пӗрле, ҫур километр тӑршшӗ тӑсӑлса выртакан сыпӑксене тракторсемпе ҫыран хӗррине туртса тухма тытӑнчӗҫ, анчах вӗсене вырӑнтан та тапратас ҫуккине часах ӑнланса илчӗҫ.

Другие, с Роговым во главе, попытались с помощью тракторов затащить на берег распластанные на льду полукилометровые плети сваренных труб, однако быстро убедились в невозможности сделать это.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Нихҫан ӑшӑнмасӑр шӑнса тӑракан аялти сипе яланах шӑнса пыракан ҫиелти си ҫӗр айӗнчи шыва хӗссе пынӑ, шыв вара, ҫиеле тухмалли ҫул шыраса, шӑпах ҫӗр ӑшӑннӑ вырӑнтан тапса тухнӑ.

Непроницаемая вечная мерзлота внизу и промерзающий все больше верхний слой грунта сдавили подпочвенные воды, они стали искать выход на поверхности и нашли его в этом прогретом месте.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Тракторсем пӗр-пӗрин ҫумне кӑкарнӑ ҫунасене вырӑнтан тапратрӗҫ.

Тракторы, двинувшись по льду, рванули этот прицепленный к ним хвост.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Утмӑл лаша вӑйлӑ икӗ трактор трубопровода вырӑнтан та тапратаймарӗҫ.

Два шестидесятисильных трактора не смогли даже сдвинуть трубопровод с места.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней