Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫак шав-шав ерипен ҫухалса ҫитсен, кашкӑр ами пӑртак лӑпланчӗ; халӗ вӑл ҫӑварӗпе юр тӑрӑх сӗтӗрсе пыракан япали йывӑртарах пек пулнине асӑрхарӗ, ку вӑхӑталла путексем ун пекех пулакан марччӗ: шӑрши те ӑраснарах пек, тата темӗнле сасӑсем илтӗнеҫҫӗ унтан…
Хушка ҫамка // Мирун Еник. Антон Чехов. Хушка ҫамка: калав. — Шупашкар: Чӑвашсен государство издательстви, 1938. — 16 с.
«Илемлӗ урасем», — шухӑшларӗ вӑл хӗвелпе хӗрнӗ террасӑн чул пусмисем тӑрӑх ерипен те ҫӑмӑллӑн хӑпарса: — «илемлӗ урасем, тетӗр эсир… Ну, вӑл унӑн патӗнче пулать те ӗнтӗ».
XXV // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Базаров хуллен малалла утрӗ, Павел Петрович та ун патнелле сулахай аллине кӗсьине чиксе, пистолет кӗпҫине ерипен ҫӗклесе пыра пуҫларӗ…
XXIV // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Унтан вӑл карӑнса илчӗ, ӑшшӑн кулса илчӗ, аллисене пуҫ хыҫнелле тытрӗ, унтан ухмахла ҫырнӑ французла романӑн пӗр-икӗ страници тӑрӑх куҫӗсемпе чупса тухрӗ, кӗнекене аллинчен ӳкерчӗ, вара таса та сивлекскер, шурӑ та тутлӑ шӑршӑллӑ тум тӑхӑннӑскер, ерипен ҫывӑрса кайрӗ.
XVI // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Паян мана килте кӗтеҫҫӗ, — хушса хучӗ вӑл, унтан сассине вӑйсӑрлатса: — Ну, кӗтӗҫин тата, мӗнех вара! — терӗ ерипен.Сегодня меня дома ждут, — прибавил он, понизив голос… — Ну, подождут, что за важность!
XV // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Павел Петрович, ура кӗлисем ҫине тӑрса ерипен ҫаврӑнчӗ те, майӗпен тухса кайрӗ; ун хыҫҫӑн Николай Петрович та тухрӗ.
VI // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
— Сывӑ-ха, — тавӑрчӗ вӑл хуллен те янӑравлӑ сасӑпа, унтан, хӑй ҫине пӑхса, ӑшшӑн кулса ларакан Аркадий ҫине хӑяккӑн пӑхрӗ те ерипен тухса кайрӗ.
V // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Унӑн пиччӗшӗ хӑйӗн кабинетӗнчи гамбсовӑй кресло ҫинче, ерипен ҫӗркӑмрӑкӗ тӗлкӗшсе тӑракан камин умӗнче, ҫурҫӗр иртнӗ хыҫҫӑн та тахҫанчченех ларчӗ.
IV // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Вӑл, икӗ аллипе те ҫӗлӗкне тытса, мана пуҫ тайрӗ те — шурӑ юрпа витӗннӗ, кӑрлач сиввинчи кӑвак тӗтрепе ҫуталнӑ пушӑ урам тӑрӑх лашине ерипен уттарчӗ.
Маша // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 167–168 с.
Вӑрман ӑш-чикӗ майӗпен тӗттӗмленет; каҫхи шуҫӑмӑн йӑмӑх хӗрлӗ ҫути йывӑҫ тымарӗсемпе вуллисем тӑрӑх ҫӳлелле ерипен шӑвать, аялти ҫарарах турачӗсем патӗнчен пуҫласа ыйӑха путма хатӗрленсе хускалмасӑр ларакан тӑррисем патнех ҫитет…
Ермолайпа мелник арӑмӗ // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 132–142 с.
Вӑл кӑшт та тӗк тӑмасть: пӗрре кӗлтунӑ пек пуҫ таять, тепре пӗтӗм пӗвӗпе тӳрленет, чӗрне вӗҫҫӗн те тӑрать; пӗрре аллисене ерипен те сарлакан сарса ярать, тепре вӗсене Муций еннелле тӑсать; такама юнанӑ е тем хушнӑ пек, куҫ харшисене пӗрет, урипе урайне тапать.
XII // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 64–83 с.
Фабий ун патне чупса пырать, анчах лешӗ, ӑна курмасӑр, ерипен утӑмласа пырать — унӑн хускалман пичӗ уйӑх ҫутинче малаецӑнни пекех кулать.
IX // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 64–83 с.
Шал енчен — эпӗ ӑна питӗ, питӗ лайӑх асӑрхарӑм — шурӑ каркӑҫ ерипен чӳрече янаххи таран анчӗ те кантӑка йӑлт карса хучӗ.
XVII // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.
Шӑршласа пӑхрӑм, унран нимле тутлӑ шӑршӑ та кӗмест; юлашкинчен ерипен ҫуласа илтем: пӑртак тӑварлӑрах пек.Я нюхала ее, но решительно не нашла никакого аромата; наконец потихоньку лизнула: соленое немного.
Ухмаха ернӗ ҫын ҫырса пынисем // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 75–95 с.
Вӑл ерипен тӗкӗр патне ҫывхарса сӑмси хӑй вырӑнӗнче курӑнмӗ-ши тесе пӑхрӗ, анчах ҫав минутрах «мӗнле киревсӗр сӑн!» тесе каялла сиксе ӳкрӗ.
II // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 51–74 с.
Нимӗҫ хӗрарӑмӗсем ерипен ташлама пикеннине пӗлсе, Пирогов габот ташлама пуҫларӗ.Он начал какой-то гавот, зная, что немкам нужна постепенность.
Невски проспект // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.
Татӑклӑнах калама пулать: ирхине 12 сехетчен Невски проспекта никам та юри пымасть, вӑл утса ҫӳреме юрӑхлӑ урам ҫеҫ пулса тӑрать: кунта ерипен пуҫтарӑнакан ҫынсен кашниннех хӑйӗн ӗҫӗ, хӑйӗн чӑрмавӗ, хӑйӗн кӳренӗвӗ пур, анчах вӗсем проспект ҫинчен пачах шухӑшламаҫҫӗ.
Невски проспект // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.
Ридлер вара хӗрлӗ пӗлӗт ерипен сирӗле пуҫланӑ тӗле куҫ сиктермесӗр пӑхса пычӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Ҫак ҫӑмламас куҫхаршиллӗ старик, Фрол Кузьмич, чӑмӑртаса тытнӑ тутине ерипен уҫать те: «Эсӗ-и, эсремет, манӑн аннене мӑшкӑллаканни?» тенӗ сӑмахӗсене шӑл витӗр сӑрхӑнтарса калать.
Пӗрремӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Тӳпере те хура пӗлӗтсем ерипен шӑваҫҫӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.