Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

генерал сăмах пирĕн базăра пур.
генерал (тĕпĕ: генерал) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Пирӗн улпут — генерал та, губернатор та, асту, ӑна хирӗҫ ан кала.

— Наш-то барин — генерал и губернатор, ты смотри ему не перечь.

Вавилӑпа ыттисем // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Вӑл Ейӗк ҫырминчен генерал ҫуртне, хуҫалӑхри тӗрлӗ нуша валли, шыв турттарнӑ.

Возил он с реки Яика воду в генеральский дом для всякой хозяйственной надобности.

Вавилӑпа ыттисем // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

— Фи, еплескер, — йӗрӗнчӗклӗн пӗркелентернӗ пит-куҫне генерал.

— Фи, какой, — поморщился генерал.

Малтанхи паллашу // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Кӑвакарнӑ генерал, хисеплӗн йӑл кулса, императорское высочествӑна акӑлчан чӗлхипе темӗн каласа пачӗ.

Седой генерал, почтительно улыбаясь, на английском языке что-то доложил их императорскому высочеству.

23 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӑл усӑк тутине нимӗн ӑнланайман пек усса ячӗ те, хӑйпе пӗрле ҫӳрекен кӑвак ҫӳҫлӗ ватӑ генерал енне ҫаврӑнса, акӑлчан чӗлхипе темӗн каларӗ.

Особа, недоуменно свесив брюзглую губу, повернулась к сопутствовавшему ей седому генералу с фразой на английском языке.

23 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

8-мӗш арми умӗнче Каледин генерал аллинчи 12-мӗш кавалерийски дивизи тӑрать.

Перед фронтом 8-й армии Брусилова шла 12-я кавалерийская дивизия под командой генерала Каледина.

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Генерал фон-Ренненкамф, хӑйпе пӗрле автомобиль ҫине Иванковпа хӑйӗн адъютантне ҫав хӑмана тыттарса лартса, малти позицисене тухса каякан салтаксен стройӗсем умӗнче, амаклантарсах яракан сӑмахсем каласа, пайтах ҫӳрерӗ.

Генерал фон Ренненкампф, посадив в автомобиль Иванкова и адъютанта с этой доской, ездил перед строем уходивших на передовые позиции войск, произносил зажигательно-казенные речи.

9 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ан шарланӑ пултӑр! — тесе кӑшкӑрать генерал, офицер ҫӑварне хупса, тутисене чӗтретсе кӑна тӑрать пулин те.

Молчать! — гремел генерал, несмотря на то что офицер, замкнув рот, только дрожал губами.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Генерал, полевой сумка ҫаккине аллипе силле-силле, сапёрсен офицерӗпе ҫилӗллӗн кӑшкӑрашса ятлаҫать:

Генерал, турсуча рукой ремень полевой сумки, гневно выкрикивал, адресуясь к саперному офицеру:

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Машина ӑшӗнче кӑвак ҫӳҫлӗ самӑр генерал, ларкӑч хыҫне сӗвенсе кайса ӳкнӗ евӗр, йӑваланкаласа ларать.

На сиденье, откинувшись, полулежал толстый седой генерал.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Генерал апла?

— Генерал, видно?

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӗсем ҫывӑхӗнчен шупка-кӑвак шинеллӗ, пуҫне кӗмӗл тӗслӗрех йӑлтӑртатакан каракуль ҫӗлӗкӗ тӑхӑннӑ, кӑвак ҫӳҫлӗ ҫӳллӗ генерал иртсе кайрӗ.

Мимо них в бледно-серой шинели и серебристой каракулевой папахе прошел высокий седой генерал.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Анчах вӗҫсе кайма пултараймасть, — шӑп сыпӑран пӑшалпа персе амантнӑ ҫуначӗ унӑн нимӗн хускалми усӑнса тӑрать, генерал ун пек чухне чӳрече витӗр пӑхса выртать, тӑрна мӑйне авса хурса, ҫӗр ҫумӗнчен ҫӗкленсе каясшӑн сиккелесе тертленнине кура, вӑл савӑнса кулать, кӑвак мӑйӑхӗпе витӗнсе тӑракан сарлака ҫӑварне карса пӑрахса ахӑлтатать; хулӑн сасӑллӑ кулли пушӑ шурӑ пӳлӗмре юхса, хумханса тӑрать.

Но лететь не мог, мертво висело перебитое в сгибе крыло, а генерал, глядя из окошка, как журавль, нагнув голову, подпрыгивает, рвется от земли, — смеялся, разевая длинный, под седым навесом усов, рот, и басовитый смех плавал, колыхался в пустом белом зале.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пур кайӑк-кӗшӗке юратать ватӑ генерал.

Любил старый генерал всяческую птицу.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Ман хыҫран тыт лашуна, — хушрӗ генерал, перчетке тӑхӑннӑ аллипе йӗвен чӗлпӗрне ҫепӗҫҫӗн ярса тытса.

— За мной держи, — коротко приказал генерал, рукой в перчатке ласково разбирая поводья.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Генерал ҫӑм туфлисемпе зал тӑрӑх лаплаттарса утса ҫӳрет.

Генерал шлепал по залу в валяных туфлях.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Ну, сывӑ пул, генерал, — хашлатса илнӗ вӑл, чӳрече умӗнчен пӑрӑнса.

— Ну, прощай, генерал, — вздыхал он, уходя.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Малтанах, генерал ҫумӗнче кӗмӗл турилкке тытса тӑма тивсен, старик шӑлӗсемпе сӳслентернӗ тӗссӗр чӑмлаксене епле сура-сура пӑрахни ҫине йӗкленмесӗр пӑхма та пултарайман, каярахпа хӑнӑхнӑ.

Вначале, когда припало стоять над генералом с серебряной тарелочкой, не мог без тошноты глядеть, как старик выплевывает серые, измочаленные зубами жевки, потом привык.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫакӑн хыҫҫӑн генерал часах отставкӑна тухнӑ та, Ягодное именине таврӑннӑ.

Вскоре после этого генерал подал в отставку, перебрался в Ягодное.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Тахҫанах хусаха тӑрса юлнӑ ватӑ генерал Ягоднӑйра пӗччен пурнӑҫпа пурӑннӑ.

Старый, давно овдовевший генерал жил в Ягодном одиноко.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней