Поиск
Шырав ĕçĕ:
9. Эй тӑвансем, айӑпа юлас мар тесен пӗр-пӗрне ан ӳпкелӗр: акӑ Тӳре алӑк умӗнчех тӑрать.9. Не сетуйте, братия, друг на друга, чтобы не быть осужденными: вот, Судия стоит у дверей.
Иак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Тӑванӑр ҫарамас пулсан, унӑн кун каҫмалӑх ҫими те пулмасан, 16. эсир хӑшӗ те пулин ӑна: «лӑпланса каях, ӑшӑн, апатлан» тесен, анчах ӑна мӗн кирлине памасан, унӑн сӑмахӗнчен мӗн усси?
Иак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Эсир пуҫтарӑннӑ ҫӗре ылтӑн ҫӗрӗллӗ, чаплӑ тумланнӑ ҫын пырса кӗрсен, ҫавӑнтах тата начар тумланнӑ чухӑн пырса кӗрсен, 3. чаплӑ тумланни ҫине пӑхса, эсир ӑна: «кунта лар, кунта лайӑхрах» тесен, чухӑннине вара: «эсӗ лере тӑр» е «ҫакӑнта, ман ура вӗҫне лар» тесен, 4. сирӗн сӑмахӑр ҫынна тиркесе калаҫни пулмасть-и вара? эсир усал кӑмӑллӑ тӳресем пулса тӑмастӑр-и?
Иак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Тӗрме хуралҫи ӗнтӗ ҫутӑ ыйтса илнӗ те тӗрмене чупса кӗнӗ, чӗтрекенскер, Павелпа Сила умне ӳкнӗ; 30. унтан вӗсене ертсе тухса каланӑ: эй аслӑ ҫыннӑмсем! ҫӑлӑнас тесен манӑн мӗн тӑвас? тенӗ.
Ап ӗҫс 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Акӑ пӗр Закхей ятлӑ пуян ҫын, куланай пуҫтаракансен пуҫлӑхӗ, 3. Иисус еплескер-ши Вӑл тесе, ӑна курма тӑрӑшнӑ та, анчах хӑй лутра пулнӑран Ӑна халӑх хушшинчен курма пултарайман; 4. вӑл вара маларах чупса кайнӑ та Ӑна курасшӑн смоква йывӑҫӗ ҫине улӑхса тӑнӑ, мӗншӗн тесен Иисусӑн ҫав йывӑҫ патӗнчен иртсе каймалла пулнӑ.
Лк 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Пӗр пуҫлӑх Иисусран ыйтнӑ: эй ырӑ Вӗрентекен! ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗрес тесен мӗн тумалла манӑн? тенӗ.
Лк 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Вара кил-ҫурт пӑхакан хӑй ӑшӗнче ҫапла шухӑшланӑ: «мӗн тӑвас-ши? хуҫа мана кил-ҫурт пӑхаканран кӑларать; ҫӗр ӗҫлеме пултараймастӑп, ыйткаласа ҫӳреме вӑтанатӑп; 4. кунтан кил-ҫурт пӑхаканран кӑларсан, мана ҫынсем хӑйсем патне илччӗр тесен, мӗн тумаллине пӗлетӗп эпӗ» тенӗ.
Лк 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Эсир кам та пулин пашне лартас тесен, малтан вӑл мӗн хака ӳкессине, ӑна туса пӗтерме хатӗрӗ ҫитесси-ҫитмессине шутласа пӑхмӑр-и?
Лк 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Акӑ пӗр саккунҫӑ тӑнӑ та Иисуса сӑнаса каланӑ: Вӗрентекен! ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗрес тесен мӗн тӑвас манӑн? тенӗ.
Лк 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Эпӗ пӑхӑнса тӑракан ҫын пулин те, хамӑн аллӑмри салтаксене пӗрне: «кай» тесен — каять; тепӗрне: «кил» тесен — килет; чурама та: «ҫавна ту» тесен — тӑвать, тенӗ.
Лк 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Лешӗсем ӗнтӗ пӗр-пӗринпе канашланӑ: «тӳперен» тесен, Вӑл: «апла пулсан эсир ӑна мӗншӗн ӗненмерӗр?» тейӗ, тенӗ.31. Они рассуждали между собою: если скажем: с небес, - то Он скажет: почему же вы не поверили ему?
Мк 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Чӑн калатӑп сире: кам та пулин ҫак тӑва: «ҫӗклен те тинӗсе ӳк» тесен, хӑй ӑшӗнче пӗр иккӗленмесӗр, хӑй каланӑ пек пуласса ӗненсен — вӑл кирек мӗн калани те пурӑнӑҫланать.
Мк 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Вӑл ҫула тухма хатӗрленнӗ чухне пӗр ҫын чупса пынӑ та Ун умне чӗркуҫленсе ларса Унран ҫапла ыйтнӑ: эй ырӑ Вӗрентекен! ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗрес тесен мӗн тумалла манӑн? тенӗ.
Мк 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Эй суккӑр фарисей! чашӑк-тирӗкӗн тулашӗ те таса пултӑр тесен, малтан ӑшне тасат.26. Фарисей слепой! очисти прежде внутренность чаши и блюда, чтобы чиста была и внешность их.
Мф 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Иисус вӗсене хуравласа каланӑ: чӑн калатӑп сире: эсир ӗненсессӗн, иккӗленмесессӗн, смоква йывӑҫӗпе мӗн пулнине ҫеҫ мар тӑватӑр, ҫак тӑва: «ҫӗклен те тинӗсе ӳк» тесен — ҫапла пулӗ те; 22. ӗненсе кӗлтусассӑн эсир кирек мӗн ыйтнине пурне те илетӗр, тенӗ.
Мф 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Акӑ Ун патне пӗр ҫын пынӑ та каланӑ: эй ырӑ Вӗрентекен, ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗрес тесен мӗнле ырӑ ӗҫ тӑвас манӑн? тенӗ.
Мф 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Йывӑҫне аван тесен, унӑн ҫимӗҫне те аван тейӗр; йывӑҫне начар тесен, унӑн ҫимӗҫне те начар тейӗр: йывӑҫа ҫимӗҫӗнчен пӗлеҫҫӗ.
Мф 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Эпӗ хам та пӑхӑнса тӑракан ҫын пулин те, аллӑмри салтаксене пӗрне: «кай!» тесен — каять; тепӗрне: «кил!» тесен — килет; чурама та: «ҫавна ту!» тесен — тӑвать, тенӗ.
Мф 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
59. Ку вӑл — Моисей хӑй пурӑннӑ чухне кӑтартнӑ ҫул-йӗр, вӑл халӑха ҫапла каланӑ: «пурӑнас тесен, хӑвна валли пурӑнӑҫ суйласа ил» тенӗ.
3 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Мана чӗнес пулсассӑн та Эпӗ сире илтмӗп, мӗншӗн тесессӗн эсир аллӑрсене юнпа вараларӑр, тата, ҫын вӗлерес тесен, сирӗн урӑрсем хӑвӑрт утаҫҫӗ.
3 Езд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.