Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Мӗскер эсӗ, Филька, ассӑн сывлатӑн? — ыйтрӗ учительница.
V // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Филька пурте илтмеллех ассӑн сывласа илчӗ.
V // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Вӑл ассӑн ҫеҫ сывласа илчӗ.
I // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Том нимӗн те чӗнмерӗ, ассӑн сывласа илчӗ кӑна, анчах кӗҫех хӑй те чавма пӑрахрӗ.Том ничего не ответил, только вздохнул, а после того скоро бросил копать.
Вӑтӑр улттӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Пӗр авӑк ҫапла ларнӑ хыҫҫӑн вӑл ассӑн сывла-сывла илчӗ те пуҫне суллакаласа: — Ҫук, апла тума юрамасть, пач та кирлӗ мар ун пек туни, — терӗ.
Вӑтӑр пиллӗкмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Ҫапла герцог сулӑ тӑрӑх каллӗ-маллӗ хутлама тытӑнчӗ, сӑнӗ хӑйӗн ҫав тери сивлек, куҫ харшисене пӗрре хӑпартлантарать, тепре антарать, е йынӑшса каялла тайӑлнӑ май аллипе ҫамкине ҫатӑрласа тытать, е куҫҫуль юхтарса ассӑн сывлать.
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Герцог короле кашни пуплевех тепӗр хут калаттарать, аллине чӗри ҫине хуртарса, ассӑн сывлама вӗрентет, юлашкинчен вара ӑна: — Аванах тухать, — тет.
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Иккӗшӗ те пӗр кана шарламасӑр ларчӗҫ, унтан ҫамрӑкки ассӑн сывласа илчӗ те: — Шел! — терӗ.Довольно долго они оба молчали, потом молодой человек вздохнул и сказал: — Увы!
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Мускаври пӗлӗшӗсен сывлӑхӗшӗн ӗҫрӗҫ, апат лайӑх пӗҫерсе панӑшӑн камериера ырласа алӑ ҫупрӗҫ, яланах унран чӗрӗ frutti di mare ыйтрӗҫ; камериер хулпуҫҫине сиктеркелерӗ, урисене шартлаттарчӗ, вӗсен пӳлӗмӗнчен тухсан, пуҫне сулкаларӗ, пӗрре вара, ассӑн сывласа, poverrtti! (мӗскӗнсем!), тесе те каласа хучӗ.
XXXIII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Инсаров уҫӑмсӑррӑн пӑшӑлтатрӗ те ассӑн сывласа ячӗ.
XXV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Хӑма стена витӗр хуҫасем пӑшӑлтатса калаҫни илтӗнет, анаслани, ассӑн сывлани…У хозяев за перегородкой слышался то сдержанный шёпот, то зевок, то вздох…
XXV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Юлашкинчен вӑл тӑчӗ, ҫурта ҫутрӗ, халат тӑхӑнчӗ, ҫӳлӗк ҫинчен Раумерӑн Гогенштауфенсен историйӗ произведенин иккӗмӗш томне илчӗ те, пӗр-икӗ хутчен ассӑн сывласа янӑ хыҫҫӑн, тимлӗн вулама пуҫларӗ.
V // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
— Да, — ассӑн сывларӗ вӑл.
1946-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Нимӗҫ «мессерӗсем» хушӑран-хушӑ пирӗн колоннӑсем ҫинчен аялтанах пулеметсемпе шатӑртаттарса иртеҫҫӗ пулсан та, нимӗҫ артиллерийӗ ҫине-ҫинех перет пулсан та, пирӗн салтаксем хушшине урӑх тум тӑхӑннӑ власовецсемпе бандеровецсем ытларах та ытларах килсе ере пуҫларӗҫ пулсан та, пынӑ ҫӗртех-и унта е самантлӑха котелоксем умне апата ларнӑ вӑхӑтсенче-и — салтаксем тем те пакӑлтатаҫҫӗ, шӳтлеҫҫӗ, ассӑн та сывлакалаҫҫӗ, сӑмах май тенӗ пек, нимӗҫсен пулас хӑрушӑ хӗҫпӑшалӗ ҫинчен калаҫкалаҫҫӗ.
1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
— Халь вӑрҫӑ ҫав, — терӗ вӑл, ассӑн сывласа.
1944-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Вӗсем те ахлатма, ассӑн сывлама тытӑнчӗҫ: «Чуп хӑвӑртрах, апӑрша!.. Киле кӗр, киле! Пӳрте!.. Шӑнса пӑсӑлан»!Тоже охали и вздыхали: «Беги ты, чудачок! Обратно давай, обратно! В избу! Простынешь!»
1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Уншӑн хӗрачасем яланах ассӑн сывлаҫҫӗ.
1940-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Маунганаму сӑрчӗ айӗнче мӗн чухлӗ вӑй пӗтет-ха! — тесе ассӑн сывларӗ Джон.Что в недрах Маунганаму напрасно погибает такая огромная сила! — вздохнул Джон Мангльс.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Вилнӗ ҫыннӑн чаплӑ ӗҫӗсем ҫинчен каланӑ хушӑра ҫынсем ассӑн сывласа ӗсӗклесе илеҫҫӗ.Жалобы, сетования, перечисления заслуг покойника прерывались рыданиями.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
— Ах, Тогонга тыткӑнра пулман пулсан! — тесе ассӑн сывларӗ Каи-Куму, европеецсем ҫине хаяррӑн пӑхса.— Ах, если бы Тогонга не был в плену! — вздохнул Каи-Куму, свирепо глядя на европейцев.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.