Поиск
Шырав ĕçĕ:
Кирек ӑҫта кайсассӑн та Давида пур ҫӗрте те Турӑ упранӑ.
2 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Халӗ Манӑн Давид чурама ҫапла кала: Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла калать, те: Эпӗ сана Хамӑн Израиль халӑхӗн ҫулпуҫӗ пулма сурӑх кӗтӗвӗ кӗтнӗ ҫӗртен илтӗм; 9. вара, эсӗ ӑҫта ҫӳресессӗн те, пур ҫӗрте те Эпӗ санпа пӗрле пултӑм, хӑвӑн умӑнтах мӗнпур тӑшманна тӗп турӑм, санӑн ятна, ҫӗр ҫинчи аслӑ ҫынсен ячӗ пек, асла кӑлартӑм.
2 Пат 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Пӗтӗм Израиль ывӑлӗпе пӗрле Эпӗ ӑҫта кӑна ҫӳремерӗм, анчах Хамӑн Израиль халӑхне кӗтсе ҫӳреме лартнӑ хӑш йӑха та пулин Эпӗ: «мӗншӗн Ман валли кедр Ҫурт лартмастӑр?» тесе пӗр сӑмах та пулин каланӑ-и?
2 Пат 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Авенир Асаила тепӗр хут та каланӑ: хӑп манран — асту, чиксе пӑрахатӑп; вара Иоав пиччӳне мӗнле сӑн-питпе курӑнас-ха манӑн? 23. [ӑҫта пур ун пекки? таврӑн Иоав пиччӳ патне], тенӗ.
2 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Давид вара: ӑҫта каяс? тенӗ.
2 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Пӑхса ил-ха, патшан хӑйӗн пуҫелӗкӗ патӗнче пулнӑ сӑнни тата шыв савӑчӗ ӑҫта? тенӗ.Посмотри, где копье царя и сосуд с водою, что были у изголовья его?
1 Пат 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Вара Давидпа унӑн ҫыннисем, ултҫӗр ҫынна яхӑн, хускалнӑ та Кеильрен тухса кайнӑ, ӑҫта май килнӗ, ҫавӑнта ҫӳренӗ.13. Тогда поднялся Давид и люди его, около шестисот человек, и вышли из Кеиля и ходили, где могли.
1 Пат 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Саул ӑна кирек ӑҫта ярсассӑн та, Давид пур ҫӗрте те ӗҫе ӑслӑ-тӑнлӑ тунӑ, Саул вара ӑна ҫар ҫыннисен пуҫлӑхӗ туса хунӑ; ҫакна пӗтӗм халӑх та, Саул тарҫисем те ырланӑ.
1 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Кӑрал йӑтса ҫӳрекенӗ хуравланӑ: чӗрӳ мӗн хушать, ҫавна ту; ӑҫта каяс килет, ҫавӑнта кай, акӑ эпӗ санпа пӗрлех, тенӗ.7. И отвечал оруженосец: делай все, что на сердце у тебя; иди, вот я с тобою, куда тебе угодно.
1 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Пиччӗшӗ Саула тата унӑн тарҫине каланӑ: эсир ӑҫта кайса ҫӳрерӗр? тенӗ.
1 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Акӑ Вооз пирӗн хурӑнташ пулать, эсӗ шӑпах унӑн хӗрарӑм тарҫисемпе пӗрле ҫӳрерӗн; кӗҫӗр вӑл анкартинче урпа сӑвӑрать; 3. ҫӑвӑнса тасал, сӗрӗшпе сӗрӗн, [капӑр] тумтирне тӑхӑн, вара анкартине кай, анчах вӑл ӗҫсе-ҫисе тӑраниччен унӑн куҫӗ умне ан курӑн; 4. вӑл ҫывӑрма выртсассӑн, ӑҫта выртнӑ вырӑнне пӗл; вара ҫавӑнта пыр та ури вителӗкне сирсе ури вӗҫне вырт; мӗн тӑвассине вӑл сана хӑех калӗ, тенӗ.
Руфь 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вара ыйтнӑ вӑл: ӑҫта каятӑн? ӑҫтан килнӗ эсӗ? тенӗ.
Тӳре 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Яш ача каланӑ: эпӗ — левит, Иудея ҫӗрӗнчи Вифлеем хулинчен килетӗп, ӑҫта куҫ курать, ҫавӑнта пурӑнма шутлатӑп, тенӗ.Он сказал ему: я левит из Вифлеема Иудейского и иду пожить, где случится.
Тӳре 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Пӗр яш ача, Иуда йӑхӗнчен тухнӑскер, левит, Иудея ҫӗрӗнчи Вифлеем хулинче пурӑннӑ; 8. ӑҫта куҫ курать, ҫавӑнта пурӑнӑп тесе, ҫав ача Иудея ҫӗрӗнчи Вифлеем хулинчен тухса кайнӑ та ҫулпа пыруҫӑн Ефрем тӑвӗ ҫинче ларакан Миха ҫурчӗ патне ҫитсе тухнӑ.
Тӳре 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Гедеон ӑна каланӑ: хуҫамӑм! Ҫӳлхуҫа пирӗнпе пӗрле пулсан, мӗншӗн-ха пире ҫак хӗн-асап килсе ҫитрӗ, аттемӗрсем пире: «Египетран пире Ҫӳлхуҫа илсе тухрӗ» тесе каласа паратчӗҫ, Унӑн ҫав тӗлӗнмелле хӑвачӗсем ӑҫта вара?
Тӳре 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Лешӗ ун ури умне тайӑлнӑ, ҫӗре кайса ӳкнӗ, выртнӑ ҫапла, ун ури умне тайӑлнӑ, ӳкнӗ, ӑҫта тайӑлнӑ — ҫавӑнта вилсе выртнӑ.
Тӳре 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ҫӳлхуҫа хӑйсене каланӑ пек, Ҫӳлхуҫа хӑйсене тупа тунӑ пек, кирек ӑҫта кайсассӑн та Ҫӳлхуҫа алли вӗсене усала пулнӑ.
Тӳре 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Пӗтӗм халӑх Иордан урлӑ каҫса кайсассӑн, Ҫӳлхуҫа Иисуса каланӑ: 2. халӑх хушшинчен вуникӗ ҫын — кашни йӑхран пӗрер ҫын — суйласа илӗр те 3. вӗсене ҫапла тума хушӑр: ҫакӑнтан, Иордан варринчен, священниксем хускалмасӑр тӑнӑ вырӑнтан, вуникӗ чул илӗр те вӗсене хӑвӑрпа пӗрле йӑтса кайса кӗҫӗр ӑҫта ҫӗр выртма чарӑнӑр, ҫав тӗле купаласа хурӑр, тейӗр, тенӗ.
Нав 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Хӗрарӑмӗ вара ҫав икӗ ҫынна тӗплӗ пытарнӑ та каланӑ: ман патӑма чӑнах та ҫынсем килнӗччӗ, анчах эпӗ вӗсем ӑҫтан иккенне пӗлмерӗм; 5. вӗсем тӗттӗмленеспе, хапха хупас умӗн, тухса кайрӗҫ; ӑҫта кайнине пӗлместӗп; хӑвӑртрах хӑвалӑр хыҫӗнчен — хуса ҫитетӗр, тенӗ.
Нав 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Лешӗсем Иисуса хуравласа каланӑ: пире мӗн хушатӑн, ҫавна пӗтӗмпех тӑвӑпӑр, пире ӑҫта яратӑн — кайӑпӑр; 17. эпир Моисее епле итлесе пурӑннӑ, сана та ҫавӑн пекех итлесе пурӑнӑпӑр: ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа Турру, Моисейпе пӗрле пулнӑ пек, санпа пӗрле пултӑрччӗ; 18. эсӗ хушнине хирӗҫ тӑракан, эсӗ мӗн каланине, мӗн хушнине итлемен кирек кам та вилӗме тивӗҫлӗ пулӗ.
Нав 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.