Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, Никита Ҫемен Германинче тата ытти темле государствӑсенче пулнине пӗлнӗ, ҫапла таҫта та пулса курнӑ салтак пур ыйтӑва та пӗлме пултарнӑн туйӑннӑ ӑна.
XXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Чернил пек хура юхӑм кӗҫ-вӗҫ путарса лартассӑн е чула вырӑнтан сиктерсе, сулӑ пек илсе каяссӑн туйӑннӑ ӑна.Семену невольно думалось, что этот черный ревущий поток вот-вот захлестнет их.
XXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Хӑйӗн вӑйлӑ аллисемпе хӗре ҫирӗп хулпуҫҫийӗсенчен ыталанӑ чух ҫак тӗксӗм сӑртсем хушшинче Анфиса пӗчӗк те мӗскӗн пек туйӑннӑ ӑна…
XXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Шыв ҫӗрле вӑйлӑ шавласа юхнине итлеме, сӑрт сӑмсалӑхӗ хура мӗлке ӳкернине пӑхма вӗсене, халиччен курманскерсене, тӗлӗнмелле пек туйӑннӑ.
XXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Ку сӑмаха вӑл нихҫан та илтмен, хыттӑн калас терӗ ку сӑмаха — калаймарӗ, ҫавӑнпа темле намӑс та кичем пек туйӑннӑ ӑна: вӑл, авланнӑ ҫын ҫав сӑмаха та чухлаймасть, Ҫеменпе Ахваниҫ ӑҫта кайнине те пӗлмест…
XXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Тин ҫулнӑ типӗ утӑ ӑшшӑн туйӑннӑ, улӑх чечекӗсен шӑрши кӗнӗ.Сено было свежее и сухое, от него веяло теплом и запахом полевых цветов.
XXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Вӑрҫӑра курнине каласа кӑтартма май та ҫук пек туйӑннӑ ӑна, мӗншӗн «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» пани ҫинчен ыйтсан, ялан ун куҫӗ умне Дон шывӗ хӗрринчи Кантемировка ятлӑ пысӑк ял патне ҫывхарнӑ чухнехи танксен атаки сиксе тухнӑ — вӑл ӑна аса илме хавас пулнӑ, вара каласа памасӑр чунӗ чӑтайман: вӑл ыттисенчен малтан тӑшман хушшине ҫӗмӗрсе кӗрсе кайнӑ та чи малтан самоходкӑна, хӑй хыҫӗнчен темиҫе бронетранспортер ертсе пыраканскерне, персе амантнӑ, нимӗҫ танкӗсене хирӗҫ ҫапӑҫу пуҫласа янӑ, хурҫа ҫунтаракан снарядсемпе персе, тӑшманӑн пилӗк танкне вут хыптарнӑ, тӑшман сехрине хӑпартса арпаштарса янӑ.
XVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Кондратьев ҫинчен Сергей нумай илтнӗ, вӑл ҫар тумӗ тӑхӑннӑ, чӑннипех те яштака, Кантемировски танк дивизийӗн командирӗ пек, хӑйсен генералӗ пек туйӑннӑ ӑна…
XII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Унӑн арӑмӗ, Олимпиада Фирсовна, питӗ нӳчкескер, ҫилленсе кайнӑ тӑмана манерлӗскер, ҫунат евӗрлӗ шалпар ҫанӑллӑ халат тӑхӑннӑ, халачӗ темӗн тӗрлӗ чечеклӗ, малтан пӑхма ун ҫинче чечексем ӳснӗ пек туйӑннӑ.
XII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Линейка ҫине халӑх туллиех купаланнӑ — правлени членӗсем, Никишин бухгалтер, правлени секретарӗ Якубовский, Нечипуренко завхоз — кун чухлӗ халӑха чи ҫирӗп рессорӑсем те чӑтас ҫук пек туйӑннӑ.
XI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
(Тимофей Ильич Кубань хӗрринче ҫуралса ӳснӗ, ҫавӑнпа та ӑна кунти вырӑнсенчен илемли тӗнчипе те ҫук пек туйӑннӑ.)
VII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Анфиса ӑна хваттере кӗнӗ ҫын пек ҫеҫ туйӑннӑ: пурӑнать, пурӑнать те каять.
III сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Халӗ кулӑшла, вырӑнсӑр, айван туйӑннӑ Сергее ун чухнехи юрату…
III сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Вӑл ывӑлӗ хӑй патне пырса тӑрасса кӗтнӗ, ҫавӑнпа карчӑкне ҫилленнӗ: карчӑкӗ ывӑлне хӑй ҫумӗнче ытла та вӑрах тытса тӑнӑн туйӑннӑ ӑна.
II сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Сергей урапапа юнашар утса, ҫӗр ҫине йӑмӑх хӗрлӗ мӑкӑнь ҫеҫкисем ӳкнине курса пычӗ, темшӗн ӑна ҫак хура куҫлӑ хӗр ӑнсӑртран, ахаль тӗл пулнӑ хӗр пек туйӑнмарӗ, фронтра чухнех, тӑван тавралӑх, тӑван станица ҫинчен шухӑша каймассерен, ун умне хӗвелпе пиҫнӗ ҫакӑн пек ятсӑр хӗр тухса тӑнӑ, ӑна кӗтнӗ пек, ӑна юратнӑ пек туйӑннӑ, халӗ ӗнтӗ пулас арӑмӗ пек туйӑнчӗ…
I сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Сергей сивӗрех сӑнлӑ пулнӑ, пӑч-пач ҫутӑ пӑнчӑллӑ хӑмӑр куҫӗсем кӑна ун пӗрмай ӑшшӑн та кӑмӑллӑ пӑхнӑ; Ҫеменӗн сӑн-пичӗ пачах урӑхла, кӑмӑллӑ пулнӑ, ырӑ кулли ҫывӑрнӑ чухне те пичӗ ҫинчен кайман пек туйӑннӑ.
I сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Е Гришаткӑна вӗлернӗ пек, е вӑл вӑрмана кайнӑ та, унта ачана, упасем е кашкӑрсем кӑшласа янӑ пек туйӑннӑ, е Хлопушӑна Гришатка сасси сасартӑк илтӗне-илтӗне кайнӑ.
Тӑнне ҫухатнӑ // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.
Аслашшӗн аллисем тӑрӑх хаваслӑ хӗрлӗ юн мар, хӑмӑр-кӑвак тӑмлӑрах тӑпра юхнӑн туйӑннӑ ӑна.Казалось ей, что по дедовым рукам течет не веселая алая кровь, а буро-синяя суглинистая земля.
19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Скачкӑра юланутпа маттур чупнишӗн пӗрремӗш приз илнӗ чухнех уйӑрса илчӗ ӑна старик станицӑри йӗкӗтсен ушкӑнӗнчен; анчах та ырӑ мар сӑмахпа вараланнӑ тата пуян мар качча хӗр памашкӑн питех кӳренчӗклӗ пек туйӑннӑ ӑна.
18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Вӑл шуралма пуҫланӑ тата касса кӗскетнӗ хӗрлӗ сухаллӑ пулнӑ, вырӑс тумтирӗпе ҫӳренӗ, казак евӗрлӗ мар темле ют ҫын сӑнарлӑ туйӑннӑ.
1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.