Поиск
Шырав ĕçĕ:
Шӑппӑр та пӗр шӑппӑр ҫумӑр ҫӑвать, Карӑнтӑк та витӗр курӑнать.
10. Чӗре суранӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
— Ҫумӑр ҫӑвасса кӗтсех ку тарана ҫитертӗмӗр ака сухине, — терӗ татах старик, суха калакне йытпыршинчен тасатнӑ хушӑра.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Иртнӗ ҫулсенче Атӑл пӑрӗ тапраннӑ вӑхӑтра ҫил-тӑвӑллӑ сивӗ ҫумӑр ҫӑраканччӗ, ҫуртсен ҫивиттийӗсенчен тӗрлеттерсе шыв юхаканччӗ.
1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Вӗтӗ ҫумӑр пӗрӗхместчӗ Тӗтре витӗр кӗркунне…
3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Вӑйлӑ ҫумӑр часах иртсе кайрӗ.
5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Ҫил арманӗ патне ҫитнӗ ҫӗре ҫумӑр пуҫланчӗ, ҫул чылаях пылчӑкланчӗ.
5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Шалкӑм ҫумӑр витер ҫырансем курӑнмаҫҫӗ.
3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Ҫуркуннеренпе ҫумӑр пулмарӗ пирӗн енче.
8 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Ун хыҫҫӑн, пӗт ҫумӑр чӳречене ҫапӑннӑ пек, ҫинҫе хӗлӗхсем чӗтренсе илчӗҫ.
4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Кармал сӑрчӗ патне ҫитнӗ ҫӗре нӳрлӗ юр вырӑнне ҫумӑр ҫӑва пуҫларӗ.
1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Ҫанталӑк пӗлӗтлӗ пулсан та, ҫумӑр ҫуман, ҫил те кӑшт кӑна вӗрнӗ.
3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Ҫурхи ҫумӑр — пулас ҫӑкӑр!
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Ҫу уйӑхӗн пӗрремӗшӗ ытти ҫулсенчи пек пуҫланмарӗ кӑҫал: ҫӗрӗпе аслатиллӗ ҫумӑр кӗмсӗртетрӗ, ҫумӑр ҫурӗ, урамсене ҫӳп-ҫапран тасатрӗ, тусанланнӑ кил-ҫуртсене ҫуса тасатрӗ, ӳсентӑрансене витӗр шӑварчӗ.
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Аслатиллӗ ҫумӑр умӗн тӳлек ҫанталӑк тӑрать, ҫавӑн пек пулмӗ-и?
9 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Ҫумӑр пулӗ-ши е юр ҫӑвӗ ыран? — кула-кула Чернов гитара тытрӗ, вара хыттӑн юрласа ячӗ:
3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Ҫитменнине тата, пахчари пахча-ҫимӗҫе ҫумӑр хыҫҫӑн ҫумкурӑкӗ хупланӑ пулнӑ, вӗсене ҫумлама асламӑшӗн алли ҫитеймен.
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Ҫумӑр ан виттӗр тесе, ҫапла тӑхӑнаҫҫӗ пулӗ тенӗ вара вӑл хӑйӗн ача ӑсӗпе.
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
— Асамат кӗперӗ умри ҫумӑр тумламӗсене хӗвел пайӑркисем витӗр ҫутатнӑ чух пулать.
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Вӗсем больницӑра пулнӑ вӑхӑтра кӑшт ҫумӑр пӗрӗхсе иртсе кайнӑ.
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
— Ыран ҫумӑр пулать пулӗ, Микула: тӗтӗм шӑрши туйӑнать, ҫурӑм шӑмми те паян иртенпех сӑрлатать.