Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ывӑлӗ (тĕпĕ: ывӑл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чун ҫӗкленчӗ Эльгеевӑн: ывӑлӗ Кутемере килет, ик-виҫ ҫултан шкул ҫуртне те пураса лартӗҫ, ҫӑмарта ӗҫӗ те тепӗр хут тапранса кайӗ.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ку сӑмахсем хыҫҫӑн ашшӗпе ывӑлӗ уйрӑлчӗҫ.

Помоги переводом

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ӗҫӗ майлашрӗ, ывӑлӗ чиперех вӗренсе тухрӗ семинаринчӗ, учитель пулать — ма хӗпӗртес мар.

Помоги переводом

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Юлашки сӑмахсене Эльгеев куҫҫулӗ витӗр каларӗ те ывӑлӗ ҫине пит хурлӑхлӑн тилмӗрсе пӑхса илчӗ.

Помоги переводом

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫав ӗҫпех вӑл халӗ те Хусана ывӑлӗ патне килнӗ.

Помоги переводом

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Эльгеев ывӑлӗ раштав иртсен тин таврӑннӑ.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Унӑн аслӑ ывӑлӗ валли учитель вырӑнӗ те пулнӑ, анчах тин уҫнӑ Кутемер шкулне Михала вырӑнне кай енчи чӑваш хӗрне вӑхӑтлӑха янӑ.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Виҫ ят ҫӗрпе пиллӗкӗн пурӑннӑ, тара тытса ӗҫлеттермен, пурте ӗҫчен пулнӑ, кӗҫӗн ывӑлӗ кӑна урам тӑрӑх чупса ҫӳренӗ.

Помоги переводом

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Акӑ халь Эльгеевӑн аслӑ ывӑлӗ те вӑл пулӑшнипе ӑста учитель пулса тухрӗ.

Помоги переводом

8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Эльгеев, ку хыпара илтсен, хытӑ куляннӑ, анчах ывӑлӗ патне сивӗ сӑмах ҫырман, амӑшне те пӗлтерме хушман: хӗрарӑмӑн чӗри ҫемҫе — чӗлхи хавшак.

Помоги переводом

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Аслӑ ывӑлӗ тарса пурӑнать, ашшӗ тӗрмере.

Помоги переводом

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

«Унӑн ывӑлӗ, Михаил Эльгеев, учитель, Хусанти вӑрттӑн пухусене ҫӳрени ҫинчен хыпар пур пирӗн. Сӑнас пулать, яла килсе тухман-ши вӑл ҫав пӑлхав вӑхӑтӗнче», — тенӗ.

Помоги переводом

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Анне, эп Раман Раманча кайса леҫетӗп те ҫула майлӑн Александр Павлович патне кӗрсе тухатӑп, унӑн хреснай ывӑлӗ чирлесе ӳкни ҫинчен каласа пӗлтеретӗп.

Помоги переводом

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Аслӑ ывӑлӗ, Михала, таҫтан тупса килнӗ те ҫавна — сехре хӑпартса усрас пулать.

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Амӑшӗ, ватӑ Марине, Павлуш ҫинчен пӗлтерес тесе, ятарласа ывӑлӗ патне пынӑччӗ, анчах темӗскерле юланутсем ял тӑрӑх сиккипе чуптарса аннине курчӗ те мӗн каламаллине мансах кайрӗ.

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫул ҫинчен килсен ун ывӑлӗ сив квас е сӑра ӗҫме юратнӑ.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫавӑнпа аслӑ ывӑлӗ Хусантан илсе килнӗ ҫӗнӗ хыпарсене тимлесех итленӗ, Тимофей Николаевич ҫинчен илтнине хӑй те халӑх хушшинче сарма юратнӑ.

Помоги переводом

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ывӑлӗ урлӑ темиҫе хутчен Хусантан вӑл вӑрттӑн хутсем учительсем патне янине те пӗлнӗ.

Помоги переводом

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ывӑлӗ тата, Михали, виҫҫӗмӗш хут Питӗре кайнӑскер, пӗр хыпар та пӗлтермест.

Помоги переводом

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Пӗртен-пӗр ывӑлӗ Микула итлемерӗ ашшӗне: ҫӑмарта хуҫи шутне кӗрсен, кив пӳрте каялла сиктерсе лартрӗ (ӑна вара кайри пӳрт тенӗ), малти пӳрчӗ валли ятарласа ҫармӑс енчен шултра хыр пӗренесем турттарса килчӗ, кайри пӳртпе малти пӳрт хушшине ҫичӗ картлашкаллӑ ҫенӗк умӗ тутарчӗ, икӗ пӳрчӗн никӗсне те кирпӗчпе ҫирӗплетрӗ, тӗренче вырӑнне хӑмапа виттерсе пӳрчӗсен ҫивиттисене ҫиелтен сӑмалапа сӑрлаттарчӗ.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней