Поиск
Шырав ĕçĕ:
Капитоновна ҫавӑн чухнех, кӑнтӑрларан пырсанах, мана майлаштарчӗ…Капитоновна мне давно это сделала, с обеда, как только пришла…
XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ҫавӑн хыҫҫӑн вӑл чылайччен шӑпӑрт выртрӗ, тикӗсрех сывлама пуҫларӗ.
XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ҫавӑн чух тин Ильинична унӑн юнланса пӗтнӗ юбки, йывӑррӑн усӑнса, урисем ҫумне ҫыпҫӑннине асӑрхарӗ.Тут только Ильинична заметила, что юбка Натальи, напитанная кровью, тяжело обвисает, липнет к ногам.
XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Сана та, ачасене те ав мӗнле юратать пулать те, ҫавӑн пек шухӑш тыттӑр-и вӑл?
XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ҫавӑн пек шухӑшласа, вӑл йӑнӑшмарӗ.
XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Иксӗмӗр ҫавӑн пек инкеке ҫакланас пулсан, ун чухне вара мӗнле?
XV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
— Каларӑм-ҫке сире — ҫавӑн пекех.
XV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Мӗнле намӑс мар-ха сире ҫавӑн пек ҫынна вӗлерес шухӑш тытма?
XV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ҫавӑн пек чакӑлти чакак йышши ҫынсемпе Григорий хӑй ӗмӗрӗнче пӗрре мар курнӑҫнӑ, вӗсенчен яланах ӑш лӗкленесле йӗрӗннӗ.
XV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Кунсӑр пуҫне полковник Григорие ҫӗре кӗнӗ ашшӗ тем пысӑкӑш имени тытни, вӑл, Андреянов, мӗнле майпа полковник чинне ҫити ӳсни, 1916 ҫулта пысӑк вырӑнта ларакан чаплӑ ҫынсемпе сунарта ҫӳреме тӳрӗ килни ҫинчен ал-хапӑл та тӗплӗн кала-кала пачӗ; ҫавӑн пекех вӑл карт вӑййисенчен чи лайӑххи — вист, эрех таврашӗнчен чи усӑлли — калемпӗр ҫулҫи ярса тутлантарнӑ коньяк, пуринчен те тупӑшли — ҫар интендантствинчи служба пулни ҫинчен пӗлтерчӗ.
XV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
— Пулнӑ ҫавӑн пек ҫылӑх…
XIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ҫавӑн пиркиех аттене укҫа памарӑм, хвершӑла тӳлеме кирлӗ пулӗ, терӗм…Через это и деньги отцу не отдала, думала — они мне пригодятся фершалам платить…
XIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ҫавӑн хыҫҫӑн Григорие Астаховсен картишӗ еннелле куҫ хӳрипе те пӑхса илмелле мар тӑн памаллаччӗ.Так управился бы, что Григорий после этого на астаховский баз и глазом бы не косил.
XIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ах, эсрел пуҫӗ, — ҫакнашкал лӑпӑр-лапӑр генералсем килессе пӗлнӗ пулсан-и, — тем тесен те кун пекех тӑпӑл-тӑпӑл тирпейлӗ тумланса аппаланас ҫукчӗ вӑл, ҫавӑн пек чӗтрене ерсе те кӗтместчӗ вӗсене.
XII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Калать те-ҫке ҫын ҫавӑн пек тӑрлавсӑр сӑмаха!
XII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Вӑл ҫавӑн пек пысӑк пуҫлӑхсене пуҫласа курать-ха.
XII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ирхи апат хыҫҫӑн Пантелей Прокофьевич ҫеҫенхире кайма пуҫтарӑннӑччӗ, анчах шӑп ҫавӑн чухне вӗсем патне хутор атаманӗ пырса кӗчӗ.После завтрака Пантелей Прокофьевич собрался ехать, но тут пришел хуторской атаман.
XII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Шӑп ҫавӑн чухне Мӗтрипе тепӗр икӗ служивӑй вӗсен умне юланутсемпе ҫитсе чарӑнчӗҫ, килне кӗрсе кайрӗҫ.А Митрий и с ним ишо двое служивых подъехали к базу и пошли в дома.
XII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
— Вӗсем, атьсемӗр, ним шарламасӑр пыраҫҫӗ, ҫут тӗнчере ҫавӑн йышши йӑх-ях ӑҫтан тупӑннинчен хӑйсем те тӗлӗнеҫҫӗ пулас…
X // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Вӑл пирӗнпе ҫавӑн пек хӑр-хар калаҫни, тем каласан та, киревсӗрле хӑтланни!