Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

урайне (тĕпĕ: урай) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Инсаров ларчӗ, анчах диван ҫине мар, урайне, ун урисем патне вырнаҫрӗ.

Инсаров сел, но не на диван, а на пол, у ее ног.

XXIII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Анчах пурте ун аллинчен шӑва-шӑва тухрӗҫ, урайне ӳкрӗҫ, вӑл хӑйне чей ӗҫме чӗничченех туалет тумалли тӗкӗр умӗнче ҫаппа-ҫарамас пекех ларчӗ.

Но всё у ней падало и скользило из рук, и она еще сидела полураздетая перед своим туалетным зеркальцем, когда ее позвали чай пить.

XVII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Унӑн тарҫи пулман, анчах та вӑл никам пулӑшмасӑрах хӑйӗн пӳлӗмне тирпейлерӗ, сӗтел-пукансене вырнаҫтарса лартрӗ, тусанне сӑтӑрса тухрӗ, урайне шӑлса кайрӗ.

Слуги у него не было, но он без всякой помощи привел свою комнату в порядок, уставил мебель, подтер пыль и вымел пол.

XI // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Анчах казачок паҫӑрах ӗнтӗ подноспа графина илсе кайса вырӑнне лартрӗ, юлнӑ селедкӑна ҫисе ячӗ, хӑй вара улпучӗн пальтовӗ ҫине хутланса выртса, ҫывӑрса кайма та ӗлкӗрчӗ ӗнтӗ, Увар Иванович вара, ҫаплах чармакланӑ пӳрнисемпе сӑмса тутрине хӑй умӗнче тытса, унчченхи пекех е чӳречерен, е урайне, е стенасем ҫине тинкерсе ларчӗ.

Но казачок уже давно отнес поднос и графин на место, и остаток селедки съел, и уже успел соснуть, прикорнув к барскому пальто, а Увар Иванович всё еще держал платок перед собой на растопыренных пальцах и с тем же усиленным вниманием посматривал то в окно, то на пол и стены.

VIII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Иккӗмӗшӗ пирӗн ҫинелле автоматран пӗр черет кӑларса ячӗ те, хӑй, картлашкаран такӑнса, урайне ҫити кӗпсӗртетсе аннӑ май автоматне ҫӗре ӳкерчӗ, халь акӑ, аллисене хӑравҫӑллӑн ҫӳлелле ҫӗклесе, ман ура патӗнче выртать.

Второй дал по нас очередь, свалился с лестницы чердака, уронил автомат и теперь лежал у меня в ногах, испуганно подняв руки.

1944-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Ӑна урайне сармаллипе карнӑ.

Он был завешен циновкой.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Джон Мангльс храмран чи кайран тухса, хӑйсем ӑҫтан тарнине ҫавӑнтах ан сисейччӗр тесе, шӑтӑка урайне сармаллисемпе лайӑх витсе хӑварчӗ.

Джон Мангльс, последним покинувший храм, тщательно прикрыл отверстие циновками, чтобы оно не выдало сразу преследователям путь беглецов.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Каҫхи апат хыҫҫӑн Эленпа Мэри хӑйсене уйӑрса панӑ пӗр кӗтесе кайса урайне сармаллисем ҫине выртрӗҫ.

После ужина Мэри и Элен удалились в отведённый им угол храма и там улеглись на циновки.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Урнӑ туземецсенчен вӑхӑтлӑха хӑтӑлнӑ европеецсем храм урайне сарнӑ пирсем ҫине тӑсӑлса выртрӗҫ.

Пленники, на время избавленные от ярости туземцев, растянулись на циновках, устилающих пол храма.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Унӑн ҫӗр урайне те ҫакнашкал пирсемех сарнӑ.

Такими же циновками был устлан земляной пол.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Пӳлӗмре Корчагин, чемоданне урайне лартрӗ те, кровать ҫинче выртакан ҫутӑ ҫӳҫлӗ, илемле, чӗрӗ кӑвак куҫлӑ ҫын енне ҫаврӑнса тӑчӗ.

В комнате Корчагин поставил свой чемодан и обернулся к лежащему на кровати светловолосому мужчине с красивыми живыми голубыми глазами.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Павел тӗлӗнсе пӑхнипе куҫхаршисене йӗрӗнчӗклӗн хускатса илсе, вӑл купе алӑкӗ патне кайса тӑчӗ те лакпа витнӗ пӗчӗк туфлин вӗҫӗпе урайне тӳсӗмсӗр шӑкӑлтаттарма пуҫларӗ.

Пренебрежительно сдвинув брови в ответ на удивление Павла, она прошла к двери купе и остановилась там, нетерпеливо постукивая носком лакированной туфельки.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Павел швабра тытнӑ та унпала мазутла тата ҫупа вараланса пӗтнӗ урайне мӗнпур вӑйӗпе пусса ҫӑвать.

Павел ожесточенно тер огромной шваброй залитый мазутом и жиром цементный пол.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Вӑл ӑна урайне вӑркӑнтарчӗ, анчах ҫиленнӗ ҫынна ответ парса ӗлкереймерӗ.

Он швырнул его на пол, но не успел ответить своему противнику.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Павел унпа пӗрлех пӳрте кӗрсе, хутаҫҫине урайне хучӗ.

Павел вошел с ней в комнату, положил на пол мешок.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Пӑшал сасси ҫынсене бетон урайӗнчен ура ҫине тӑратрӗ, анчах пӳлӗмсенче шӑхӑракан шӑрчӑксем хӑраса ӳкнӗ ҫынсене каллех урайне лапчӑнтарчӗҫ.

Залп сорвал людей с бетонного пола, поставил их на ноги, но, когда залетали по комнатам жуткие сверчки, страх повалил людей обратно на пол.

Иккӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Ҫав вӑхӑтрах чӳречене карнӑ михӗсем ҫинчен урайне шыв сӑрхӑнать.

А сквозь мешки на оконных рамах сочилась на пол вода.

Иккӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Кӑшт улӑм сарнӑ бетон урайне ӗретӗн-ӗретӗн таччӑн выртса тухаҫҫӗ.

Тесными рядами ложились на бетонный, слегка запорошенный соломой пол.

Иккӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Карап ҫинчи платникӗн ӑста алли унта часах чаплӑ та уҫӑ пӳлӗм туса хучӗ: унӑн урайне хулӑм кавир сарчӗҫ, туалет сӗтелӗ тата Гленарванпа Мэри Грант валли икӗ кровать лартрӗҫ.

Искусная рука корабельного плотника быстро превратила это отделение в уютную комнатку с полом, покрытым толстым ковром, с туалетным столиком и двумя койками для Элен Гленарван и для Мэри Грант.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Эпӗ ыттисенчен сахалтарах асаплантӑм: ҫапа пуҫласанах урайне виле пек кайса ӳкрӗм.

Я мучился меньше других: после первых же ударов свалился замертво на пол.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней