Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

карта сăмах пирĕн базăра пур.
карта (тĕпĕ: карта) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл начарланмаллипех начарланса кайрӗ, ҫӳхелсе ҫитрӗ; походсенче те, каннӑ вӑхӑтра та, ыйхӑра та, ахаль кӑна тӗлӗрнӗ чух та унӑн куҫӗ умӗнче карта ҫумӗнчи хӑй касса пӑрахнӑ австриец сӗмленет.

Он заметно исхудал, сдал в весе, часто в походах и на отдыхе, во сне и в дреме чудился ему австриец, тот, которого срубил у решетки.

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Ку казаксен посчӗ, ваше благородие, — ответлерӗ ҫатан карта ҫумне пырса тӑни.

Подъехавший отозвался: — Это казачий пост, ваше благородие.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫатан карта ҫумне лӑпчӑнса выртрӗҫ.

Залегли под плетнем.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Сарай хыҫӗнче, сайра шалча карта леш еннипе, клевер ани ешерсе выртать.

За стодолом, за реденьким пряслом зеленела деляна клевера.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ачасем ракатка карта тӑрӑх патакпа ҫатӑртаттарнӑ пекех.

Похоже, как ребята палкой по частоколу.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Карта ҫумӗнче тӗреклӗ хура атаманец, калама ҫук шалпар шӑлаварлӑскер, шурӑ шӑллӑ ҫӑварне йӗрсе пӑрахса, кулса тӑрать, ун умӗнче пӗр лутака кӗлеткеллӗ казачка тӗссӗр путене пек чӗвӗлтетсе тӑрать — те арӑмӗ, те савнийӗ.

Около ограды здоровенный черный атаманец, застегивая необъятные синие шаровары, щерит рот в белозубой улыбке, возле него серенькой перепелкой чечекает низкорослая казачка — жена ли, любушка ли.

4 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫӑл патӗнче казаксем пулнӑ пулсан, — ӗҫ урӑхла май ҫаврӑннӑ пулӗччӗ: вахмистр пӗр сӑмахсӑрах хӗнесе тӑкнӑ пулӗччӗ Григорие, анчах та утсене шӑварма ҫавӑтса тухнисем, карта хӗрринче пулнӑ пирки, калаҫнине илтеймерӗҫ.

Если б у колодца были казаки — по-иному обошлось бы дело: вахмистр, несомненно, избил бы Григория, но коноводы были у ограды и не могли слышать разговора.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий, тунсӑхласа, лашин мӑйне шӑлкаласа якатрӗ, урисемпе йӗнер йӑрани ҫине уртӑнчӗ, тӑпӑл-тӑпӑл кӑна икӗ хутлӑ ҫурт ҫине, ун тавра хӳмеленӗ йывӑҫ карта ҫине, картиш варринчи ҫав тери илемлӗ ҫурт-йӗрсем ҫине пӑхрӗ.

Тоскуя и выглаживая конскую шею, Григорий давил ногами стремена, глядел на аккуратный двухэтажный дом, на деревянный забор, на чудно́го вида дворовые постройки.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Мелехов Пантелей килӗ хыҫӗнче вӗсене тутӑрпа кӗптеннӗ пӗр пӗчӗк хӗрарӑм ҫатан карта ҫумне сӗвенсе кӗтсе тӑнӑ.

За двором Мелехова Пантелея, прислонясь к гуменному плетню, ждала их укутанная в платок маленькая женщина.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӑл, хӑрах аллине кивӗ пиншак ӑшне чиксе, теприне — пӳрни ҫине ҫыпӑҫнӑ пылчӑка уйӑрса пӑрахас тенӗ пек сулкаласа, урам варрипе сиделец умӗнчен утса пычӗ; ыттисем ҫатан карта ҫумӗнчи, хӗвел ҫутипе пӑч-пӑч тӗрленсе выртакан сукмакпа кайрӗҫ.

Шел он впереди сидельца, посредине улицы, заложив руку за борт старенького пиджака; другой помахивал, словно отряхивая прилипшую к пальцам грязь; остальные шли вдоль плетней по стежке, испещренной солнечными крапинами.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Карта хӗррипе тӗрлӗрен тӗслӗ лашасем тем тӑршшӗ рете йӗркеленсе тӑнӑ.

Вдоль ограды длинно выстроились разномастные лошади.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Юр ӑшне касса кӗртсе лартнӑ пек, шӑллӑн-шӑллӑн ҫатан карта яр-уҫҫӑн курӑнса выртать, тата витен тӗксӗм тӑрри пӗлӗтӗн сирень тӗслӗ ачаш тӗтрине хупласа тӑрать.

Четко, как врезанный в снег, зубчатился плетень, и, прикрывая нежную сиреневую дымку неба, темнела крыша конюшни.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӑл пӗчӗк ҫунана кӳлнӗ кӗсрине картишне кӗртмесӗрех ҫатан карта ҫумне кӑкарса хучӗ, хӑй, тӑлӑп ҫухавийӗ ҫинче лапатка пек сухалӗ ҫумне шӑнса ларнӑ пӑр шакӑрчакӗсене турта-турта уйӑркаласа, тарҫӑсем пурӑнакан ҫурта лӑкӑштатса кӗрсе кайрӗ.

Кобылу, запряженную в кошевки, не въезжая во двор, привязал к плетню, захромал к людской, обдирая сосульки с бороды, лежавшей на воротнике тулупа черным бруском.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хыткан та шултра куктӗрриллӗ питкуҫлӑскер, ҫӳҫне-пуҫне тирпейлемесӗрех вӑл ҫатан карта умне тухса тӑрать те, куҫӗсене аллаппипе хӳтӗлесе, нумайччен аяккалла тинкерсе пӑхать, — килни курӑнмасть-и ӑнсӑртран?

Подолгу стояла у плетня, простоволосая и худая, с лицом, покрытым плитами матежин; прикрыв глаза ладонью, всматривалась — не едет ли, случаем?

18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Лашисене хӑй пӗр талӑк каярах каҫса килнӗ вырӑна илсе пычӗ: ҫыран хӗррисенчен тухса кайнӑ юханшыв пӑтранчӑк шывсене хӑвалать, вӑта варринче ҫатан карта татӑкӗпе урапа кустӑрмин ҫур тукунне ҫавӑрттарса тӑрать.

Подъехал к тому месту, где сутки назад переезжал по льду; вышедшая из берегов речка гнала по раздвинувшемуся руслу грязные воды, легко крушила на середине отрезок плетня и половинку колесного обода.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫатан карта ҫумӗнче, пуҫне салхуллӑн усса, кӗсре сӗнксе тӑрать.

У плетня, понуро свесив голову, стояла кобылица.

13 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Степан ҫатан карта умне Мелеховсен пахчи еннелле купаласа тултарнӑ сыпӑламан вутӑ купи патне пынӑ.

Степан стоял возле слег, сложенных костром у плетня к мелеховскому базу.

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Такам ҫӑлӗ тӗлӗнче, выльӑхсен урисемпе ҫӑрӑлса шӑнса ларнӑ кӗрхи пылчӑк выртнӑ вырӑнта, Аксинья пӑрланса ларнӑ тумхахран такӑнса шуса кайрӗ те, кансӗррӗн чакса тӑчӗ, унтан, хырӑмне тӗмен чиксе ыраттарнине туйса илсе, ҫатан карта шалчинчен ярса тытрӗ.

Против чьего-то колодца, там, где скотина взмесила осеннюю грязь, неловко оступилась, скользнув ногой по обмерзшей кочке, и, почувствовав резнувшую боль в животе, схватилась за колья плетня.

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Атя, Гриша, ҫатан карта патне пӑрӑнар.

— Давай, Гриша, к плетню отойдем.

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Лавсем тӑратса тултарнӑ карта варрине арман алӑкӗсенчен, умлӑн-хыҫлӑн, участкипех килсе тулнӑ казаксемпе Таврида ҫыннисем вӑркӑнса тухрӗҫ.

Из дверей мельницы на двор, заставленный возами, как из рукава, вперемежку посыпались казаки и тавричане, приехавшие целым участком.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней