Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

йӗркеленӗ (тĕпĕ: йӗркелен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Капӑр тумлӑ артистсен юрри-ташши килен-каяна хӑйсем патне кӑчӑк туртсах тӑчӗ – ватти-вӗтти сцена йӗркеленӗ вырӑнта кӗпӗрленчӗ.

Помоги переводом

Эх, ҫӑварни, ҫӑварни, ҫӑвар тулли икерчи! // АНТОНИНА ЕФИМОВА,ВЕРА ШУМИЛОВА,НИКОЛАЙ СМИРНОВ,Таисия Кротова. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Маттур та пултаруллӑ Шураҫсем «Уяв» ушкӑн йӗркеленӗ.

Помоги переводом

Аттепе анне пулсассӑн??? // Ольга ФЕДОРОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Форум вӑхӑтӗнче Чӗмпӗр хулинче тӗрлӗ ҫӗрте муниципалитетсен хушшинчи конференци йӗркеленӗ.

Помоги переводом

Чӗмпӗрте — тӑван чӗлхе вӗрентекенсен форумӗ // Таисия Ташней. http://chuvash.org/news/11869.html

Мероприятине Перекет банкӗн вӗренӳпе методика комплексӗнче йӗркеленӗ.

Мероприятие прошло в учебно-методическом комплексе банка в Чебоксарах.

Чӑваш Ен Министрсен Кабинечӗн ушкӑнӗ «Раҫҫей Перекет банкӗ» организацин командипе волейбол выляссипе юлташла ӑмӑртусем ирттернӗ // Официаллӑ пресс-служба. http://gov.cap.ru/chuv/news.aspx?guid=2b ... aabcb6d837

Асӑннӑ комиссие вырӑнти органсем те йӗркеленӗ.

Помоги переводом

Аван хаклав туртӑнма хистет // Ҫӗнтурӳ ҫулӗ. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

«Дорожное радио» йӗркеленӗ конкурссем те халӑха савӑк кӑмӑл кӳчӗҫ.

Помоги переводом

Ҫӑварни хӗрӗ — картинка, картинкки катаччи чупма… // Н. МАЗЯКОВА. «Авангард», 2016, пуш, 11

Иртнӗ ҫул ачасен ячӗпе йӗркеленӗ марафона хутшӑнса 345 пин тенкӗ укҫа пуҫтарӑннӑ.

Помоги переводом

Чи ҫивӗч ыйтусене сӳтсе яврӗҫ // Н. МАЗЯКОВА. «Авангард», 2016, пуш, 11

Республикӑри мӗнпур юсану учрежденийӗнчех ӗҫе вырнаҫас ыйтусемпе справкӑпа-консультаци пункчӗсем йӗркеленӗ.

Во всех исправительных учреждениях республики организованы справочно-консультационные пункты по вопросам трудоустройства.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев уголовлӑ айӑплава пурнӑҫлакан тытӑмӑн ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани // Михаил Игнатьев. http://www.cap.ru/news/2016/03/12/Pozdra ... jeva_s_Dn/

Чӑваш наци тата культурин ырӑ йӑла-йӗрки амӑшӗнчен хӗрӗ патне куҫтӑр тесе кӑҫал алӗҫ ӑстисен конкурсне йӗркеленӗ.

Помоги переводом

Кубок - Елчӗк ял тӑрӑхӗнче // В.КИРИЛЛОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Ытла та аван йӗркеленӗ вӗсем театрализациленӗ представление.

Уж слишком удачно они организовали театрализованное представление.

Кубок - Елчӗк ял тӑрӑхӗнче // В.КИРИЛЛОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Аслӑ Таяпари культура ҫуртӗнче ӗҫ хӗрарӑмне чысласа конкурс йӗркеленӗ.

Помоги переводом

Уяв хаваслӑ иртнӗ // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Конкурса чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен В.Воронова йӗркеленӗ, вӑлах ертсе пынӑ.

Помоги переводом

Уяв хаваслӑ иртнӗ // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунне халалласа районта тӗрлӗ мероприяти йӗркеленӗ.

Помоги переводом

Уяв хаваслӑ иртнӗ // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

1935 ҫулта районти ӗҫ тӑвакан комитетӑн (райисполком) тата ун пайӗсен, ял совечӗсен, хуҫалӑхсен материалӗсемпе усӑ курас тата упраса хӑварас тӗллевпе пирӗн районта архив йӗркеленӗ.

Помоги переводом

Район кун-ҫулӗ - архиври документсенче // Вера МОРОЗОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.11

Мартӑн 7-мӗшӗнче йӗркеленӗ уява ватти те, вӗтти те йышлӑн пухӑнчӗ.

Помоги переводом

Ална пар, хаваслӑ Ҫуркунне! // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Наркотиксен ҫаврӑнӑшне тӗрӗслесе тӑракан федераци службин Чӑваш Республикинчи управленине йӗркеленӗ вӑхӑтранпа эсир наркопреступноҫпа кӗрешес ӗҫре лайӑх кӑтартусемпе палӑрма пултартӑр.

С момента образования Управления Федеральной службы по контролю за оборотом наркотиков по Чувашской Республике вам удалось добиться значительных результатов в борьбе с наркопреступностью.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Наркотӗрӗслев органӗсен ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/news.aspx?guid=61 ... 826d95cace

Пӗрлехи юмах службине хула администрацийӗ карас ҫыхӑнӑвӗпе тивӗҫтерекен операторсенчен пӗринпе йӗркеленӗ.

Единую сказочную службу городская администрация организована с помощью одного из операторов сотовой связи.

Пӗрлехи юмах служби ӗҫлет // Таисия Ташней. http://chuvash.org/news/10855.html

«Ӗҫ ҫынни - кинора» проектпа килӗшӳллӗн йӗркеленӗ «Чӑваш киноискусстви. Хӗрарӑм куҫӗпе» кану каҫне музей директорӗ Ирина Меньшикова уҫрӗ, асӑннӑ проектпа килӗшӳллӗн йӗркелекен мероприятисем кино ӗҫӗнче пысӑк ҫитӗнӳ тунӑ ҫынсемпе паллаштарни, хальхи уяв каҫне киноискусствӑра палӑрнӑ хӗрарӑмсене халаллани ҫинчен пӗлтерчӗ.

Помоги переводом

Киноискусствăри чиперккесене саламларӗç // Хыпар. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Пуш уйӑхӗн 7-мӗшӗнче «Шупашкар-Арена» пӑр керменте йӗркеленӗ концерта чӑваш эстрада юрӑҫисем Александр Васильев, Алина Михайлова, Андрей Кузнецов, Валентина Кузнецова, Константин Рязанов, Алексей Шадриков, Алина Варна, Андрей Думилин, ҫавӑн пекех «Асанне-elektrik show», «Дуняша style», «Ҫиларман» ушкӑнсем хутшӑнчӗҫ.

Помоги переводом

Пăр çинче – юрăçсем // Хыпар. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Социологи ыйтӑмне Чӑваш патшалӑх университечӗ йӗркеленӗ.

Социологический опрос организовал Чувашский государственный университет.

Бизнес-пĕрлĕх: «Тупăшу шайĕ пысăк!» // С.СЕРЕГИН. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней