Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

кашни сăмах пирĕн базăра пур.
кашни (тĕпĕ: кашни) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кашни командӑна 7-шер минут панӑ, ҫак вӑхӑтра вӗсен хамӑр ҫӗршывра туса кӑларнӑ кинофильмри юрӑсене шӑрантармалла.

Каждой команде дано 7 минут, за это время им нужно исполнить песни из фильмов, выпущенных в нашей стране.

Кубок - Елчӗк ял тӑрӑхӗнче // В.КИРИЛЛОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Кашни ҫулах тупӑшаҫҫӗ унпа.

Каждый ход соревнуются с ним.

Кубок - Елчӗк ял тӑрӑхӗнче // В.КИРИЛЛОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

«Улӑп» физкультурӑпа сывлӑха ҫирӗплетекен комплексӑн кашни залӗ кӗрлесе кӑна тӑчӗ.

Помоги переводом

Кубок - Елчӗк ял тӑрӑхӗнче // В.КИРИЛЛОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Хӑйсен спортри ӑсталӑхне, юрӑ-ташӑ пултарулӑхне кӑтартма кашни ял тӑрӑхӗнче, райадминистрацинче, районти тӗп больницӑра, тӗп библиотекӑпа НФЦра ӗҫлекенсем йышлӑн килнӗ.

Помоги переводом

Кубок - Елчӗк ял тӑрӑхӗнче // В.КИРИЛЛОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Кашни ял тӑрӑхӗнчен килнӗ фольклор ушкӑнӗсен, Елчӗкри искусство шкулӗн преподавателӗсен юрри-ташши инҫете саланчӗ...

Помоги переводом

Килчӗ ырӑ ҫуркунне… // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Хӑй тӑвакан ӗҫӗсемпе, пурнӑҫӑн кашни саманчӗпе савӑнма пӗлет вӑл...

Помоги переводом

Вӗренмелли унран нумай // З.ПОРТНОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Ҫакӑнпа тата ачасене воспитани парассипе тӳрремӗн ҫыхӑннӑ ыйтусем ҫинчен калаҫу пуҫарас тӗллевпе йӗрке хуралӗн ӗҫченӗсем «Полици тата ачасем» операцие кашни ҫулах хастар хутшӑнаҫҫӗ.

Помоги переводом

Инкексенчен хӑтӑласчӗ // Л.ЕГОРОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Ҫавӑнпа кашни документ типтерлӗ упранать.

Поэтому хранится аккуратно каждый документ.

Документсенче - халӑх кун-ҫулӗ // Т.ПУПИНА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Кашни ҫулах ӗҫ укҫи, стаж ҫирӗплетме ыйтса ҫыракан заявленисем нумай.

В каждый год многочисленны заявления по заработной палате и по уточнению стажа работы.

Документсенче - халӑх кун-ҫулӗ // Т.ПУПИНА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Кашни ҫулах вӗсемпе декабрӗн 1-мӗшӗччен паспортизаци ирттеретпӗр.

Ежегодно до 1 декабря проводим с ними паспортизацию.

Документсенче - халӑх кун-ҫулӗ // Т.ПУПИНА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Ҫуралсанах кашни ҫыннӑн харпӑрлӑх архивӗ пухӑнма пуҫлать: ҫурални ҫинчен ӗнентерекен хут, Хисеп хучӗсем, сӑн ӳкерчӗксем, ӗҫ хучӗсем.

Помоги переводом

Район кун-ҫулӗ - архиври документсенче // Вера МОРОЗОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.11

1938 ҫулхи февралӗн 21-мӗшӗнче Президиум ларӑвӗнче районти кашни клубра, хуҫалӑхра, учрежденисемпе предприятисенче, организацисенче архив ӗҫне пуҫарса яма йышӑннӑ.

Помоги переводом

Район кун-ҫулӗ - архиври документсенче // Вера МОРОЗОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.11

«Сире ырӑ кӑмӑлӑршӑн, юратӑвӑршӑн тата хӑвӑр ертсе пыракан коллектива ырӑ ӗҫсем тума хавхалантарнӑшӑн тав, - палӑртса каланӑ Чӑваш Ен Правительствин вице-премьерӗ Алла Салаева хӑйӗн салам сӑмахӗнче. - Паян кунта пухӑннӑ кашни хӗрарӑмра мӗн те пулсан пӗр-пӗринчен уйӑрса тӑраканни пур. Эсир пирӗн республикӑри социаллӑ пӗлтерӗшлӗ проектсене пурнӑҫа кӗртме пулӑшатӑр, ҫавна кура ачасен, республикӑра пурӑнакансен пурнӑҫне интереслӗрех те лайӑхрах тӑватӑр».

Помоги переводом

Хӗрарӑм ертӳҫӗсене чысланӑ // Эльвира КУЗЬМИНА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.11

Ялти арҫынсенчен 52,1 проценчӗ ҫеҫ кашни кунах тирӗк ҫине пахча-ҫимӗҫ хурать, хуларисенчен - 72,1 проценчӗ.

Из 52,1 процентов мужчин деревенских жителей, каждый день на тарелку кладут овощи, из городских - 72,1 процента.

Мӗнлерех вӑл ялта пурӑнакан арҫын? // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Ялтисен 35,6 проценчӗ пулӑран апат хатӗрлет, хуларисенчен 35,8 проценчӗ тата ялтисен 76,7 проценчӗ кашни кун е эрнере темиҫе хутчен сӗт-ҫупа апатланать.

Из деревенских 35,6 процента готовят еду из рыбы, из городских 35,8 процента и деревенских 76,7 процента жителей каждый день или в неделю несколько раз питаются молочными продуктами.

Мӗнлерех вӑл ялта пурӑнакан арҫын? // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Ӑна кашни ҫулах март уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче район центрӗнче йышлӑн пухӑнса уявлатпӑр: юрлатпӑр, ташлатпӑр, спорт ӑмӑртӑвӗсенче вӑй виҫетпӗр.

Помоги переводом

Ална пар, хаваслӑ Ҫуркунне! // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Чӑвашлӑхшӑн ҫунакан кашни йӑхташ яваплӑха туйса ҫак ӗҫе хутшӑнма пултарать.

Помоги переводом

Кӑҫал та диктант ҫырӑпӑр // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Чӑвашла пӗлекен кашни ҫынна хӑй тӑван чӗлхене пӗлнине кӑтартма май паракан акци 2013 ҫулта йӗркеленчӗ.

Помоги переводом

Кӑҫал та диктант ҫырӑпӑр // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Ҫак кӑтарту - механизмсем ӗҫленӗ кашни гектар лаптӑк пуҫне.

Помоги переводом

Пулӑ мӗншӗн сахалланать? // Анатолий МАКСИМОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Патшалӑхӑн кӳлӗ тата пулӑ хуҫалӑхӗн наука-тӗпчев институчӗн Чулхулари лабораторийӗ юханшыв тӗпӗнчен хӑйӑр кӑларнӑ тата ӑна тарӑнлатнӑ чухне пулӑ саппасне кӳрекен сиен кашни 1000 кубла метр хӑйӑр пуҫне вӑтамран - 5,6, кӗпер тунӑ е ӑна тӗпрен юсанӑ, шыв айӗпе пӑрӑх хывнӑ е ӑна улӑштарнӑ чухне 198 килогрампа танлашнине палӑртнӑ.

Помоги переводом

Пулӑ мӗншӗн сахалланать? // Анатолий МАКСИМОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней