Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫапнӑ (тĕпĕ: ҫап) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Атакӑра ӑна Венгри гусарӗ палашпа туртса ҫапнӑ, вара Григорий ҫӗре ӳкнӗ, ҫакна унӑн взводӗнчи казаксем курнӑ, анчах урӑх вӗсем ним те пӗлмеҫҫӗ, тем чул тӗпчесен те, ним те каласа пама пултараймарӗҫ.

И в атаке видали казаки из его взвода, что срубил его палашом венгерский гусар и Григорий упал с коня, а дальше ничего не было нам известно, и, как я ни пытал у них, ничего не могли они рассказать.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пантелеймон Прокофьевич йывӑррӑн ҫӗкленсе, пуҫне тытамак ҫапнӑ пек чӗтретсе, Дуняшка ҫине ним тӗлне пӗлми пулса кайса пӑхать.

Поднимаясь, паралично дергая головой, с исступленным недоумением смотрел Пантелей Прокофьевич на ползавшую в корчах Дуняшку.

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Петро, ҫитсе ҫапнӑ инкеке татӑклӑн тавҫӑрса илмесӗрех, тусан ӑшӗнче чӗтренсе выртакан тар кӑпӑкӗ ҫине тата хутор патнелле хумлӑн-хумлӑн шӑвӑнса анакан ҫеҫенхир ҫине сӗмленсе пӑхрӗ.

Не осознав еще окончательно подступившего несчастья, Петро тупо оглядел трепещущую в пыли пену, степь, сползающую к хутору волнистым скатом.

3 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Эхер те пӗрре аяккунтан туртса ҫапнӑ пулсан, — пурӑнас ҫукчӗ эсӗ тӗнчере!

Ежели б вдарить с потягом по боку, — не жил бы ты на свете!

19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хӗрхентӗм эпӗ сана, эхер те чупса пынӑ чух ҫапнӑ пулсан — ик ҫӗрелле татса ывӑтса янӑ пулӑттӑм!

Я пожалел тебя, а ежели б вдарил на бегу — надвое пересек бы!

19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Чиркӳ енчен пӗр виҫеллӗ ҫапнӑ чан сасси илтӗнет.

С колокольни размеренные сыпались удары.

18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пырӗ тискеррӗн те вӗрин ыратса кайнипеле вӑл такам кӳсекпе пырса ҫапнӑ пек кайса ӳкрӗ, анчах та, тытӑннӑ ӗҫе туса пӗтерейменнине туйса, тӗтреллӗн ӑнланса илсе, тӑват ура ҫине, унтан чӗркуҫҫи ҫине тӑчӗ; хыпаланса (ӑна кӑкрине кӳлленекен юн хӑратать), чӗтрекен пӳрнисемпе тӳмесене туртса татса, темӗн шутпа кофтине вӗҫерчӗ.

От дикой горячей боли упала, как от удара, и, чувствуя, смутно понимая, что не доделала начатого, — встала на четвереньки, потом на колени; торопясь (ее пугала заливавшая грудь кровь), обрывая дрожащими пальцами кнопки, зачем-то расстегнула кофточку.

18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Наталья хӑйӗн горницине тумланма кӗчӗ, часах тумланса кухньӑна тухрӗ, хӑй хӗр пек ҫинҫе пилӗклӗ, кӑвакрах-шурӑ сӑнлӑ, пичӗ ҫине витӗр курӑнакан салхуллӑ сенкер-хӗрлӗ тӗс ҫапнӑ.

Наталья пошла в свою горницу одеваться, вскоре снова пришла на кухню уже одетая, тонкая по-девичьи, иссиня-бледная, в прозрачной синеве невеселого румянца.

18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Гришака асатте псалтырь листисем хушшинче шыракаларӗ те ҫӗнӗ пылпа ладӑн шӑрши ҫапнӑ хут листи кӑларса пачӗ.

Дед Гришака порылся в псалтыре и вынул смятый, провонявший затхлым канунным медом и ладаном лист.

18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хӑвала!.. — амак ҫапнӑ пек хӑйӑлтатса кӑшкӑрса ячӗ пӗтӗмпе кӑвакарса кайнӑ пан, йӗнерӗ ҫинчен ҫемҫе суха касси ҫине персе анса.

Гони!.. — паралично хрипел посиневший пан, падая с седла на мякоть пахоты.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хӑмаран тунӑ кровать ҫинче ут ҫийӗпе витсе хунӑ, чул пек пирченсе кайнӑ утӑ, тата Сашкӑн витӗрех лаша тарӗ шӑрши ҫапнӑ аҫамӗ выртнӑ.

На дощатой кровати лежало прикрытое попоной, сбитое камнем сено и весь провонявший конским потом Сашкин зипун.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Савӑл ҫапнӑ пекех, халӑх лӑк тулли.

Давка, звучные хлопки сморканий.

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Такан Яккӑвӗ хыҫалтан пырса ҫапнӑ ҫын вӗҫерӗнсе тухрӗ, хӑйӗн ҫурӑмӗ хыҫӗнче, ҫапса хуҫнӑ кайӑк ҫунатти майлӑн, туртса ҫурса антарнӑ шупка кӗрен кӗпе ҫанни ҫапкаланать.

Тот самый тавричанин, который сзади ударил Подкову, вырвался из кучи, за спиной его подбитым птичьим крылом трепыхался разорванный розовый рукав.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Анкартисенче авӑн ҫапнӑ сасӑсем, ут хӑвалакансем кӑшкӑрашнисем, чӑпӑркка чӑвӑшлатнисем, веялка шалтлатнисем таҫта ҫитех илтӗнеҫҫӗ.

С ближних и дальних гумен ползли и таяли в займище звуки молотьбы, крики погонычей, высвист кнутов, татаканье веялочных барабанов.

3 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Авӑн ҫапнӑ чух (вӗсен йӗтемӗ Степансен йӗтемӗпе кӳршӗллех) Аксинья ӗлӗкхи пекех хӑйне хӑй шаннӑн, телейлӗ пек курӑнать ӑна.

На молотьбе (ток их соседил со Степановым током) видел Аксинью, по-прежнему уверенную, будто счастливую.

3 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Авланас умӗнех пӗрре, авӑн ҫапнӑ чух, йӗтем ҫинче, Петро унтан: — Гришка, Аксинйӑна ӑҫта чикетӗн ӗнтӗ? — тесе ыйтнӑччӗ.

Еще перед женитьбой, как-то на току во время молотьбы, спросил Петро: — Гришка, а как же с Аксюткой?

3 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Кӗлетре халӗ кӑна ҫапнӑ ҫӗнӗ тырӑ шӑрши, шӑши тирӗс шӑрши тата пурӑнман эрешмен картиллӗ пӳлӗмри пек йывӑр шӑршӑ тӑрать.

В амбаре пахло свежеобмолоченным хлебом, мышиным пометом и кислым, застоявшимся, паутинным запахом нежилого помещения.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Площадьре Моховӑн ерешлесе чус ҫапнӑ, кӑвак сӑрпа сӑрланӑ капӑр ҫурчӗ ларнӑ.

На площади красовался ошелеванный пластинами, крашенный в синее домище Мохова.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӑл шалкӑм (паралич) ҫапнӑ ашшӗне масар ҫине пытарса таврӑннӑ та хӗррине картлашкалантарнӑ пӗр тенкӗ укҫапа ӗҫ пуҫласа янӑ.

Похоронив параличного отца, он со щербатого рубля повел дело.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Сарай сарлӑкӗ айӗнче Григорин ҫӗнӗ те шукӑль йӗнерпе йӗнерленӗ лаши куритерен апат ҫисе тӑнӑ ҫӗрте, Наталья аллине вӑшт кӑна хӗвне чиксе ячӗ те, юратнӑ куҫӗсемпе Григорий ҫине хӗрелсе кайса пӑхса, ун аллине хӑй кӑкрийӗсен ӑшши ҫапнӑ ҫемҫе пир япала тыттарчӗ.

Под навесом сарая, где кормился у яслей Гришкин конь, подседланный новехоньким нарядным седлом, шмыгнула рукой за пазуху и, краснея, глядя на Григория влюбленными глазами, сунула ему в руку мягкий, таящий тепло девичьих ее грудей матерчатый комочек.

19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней