Поиск
Шырав ĕçĕ:
Аниҫҫе сасартӑк тӳрленсе тӑчӗ те, лӑпкӑн йӑл кулса, кӑшт кулӑшларах пӑхса илчӗ, — Корнее ку тӗлӗнтерчӗ, — Аниҫҫе ҫапла туни вӑл тин ҫеҫ мӗн калаҫнипе те, унӑн яланхи чӗмсӗрлӗхӗпе те (вӑл пурнӑҫри йывӑрлӑхсемпе те, упӑшкин кӑмӑлӗ йывӑр пулнипе те килӗшнӗн туйӑннӑ ӗнтӗ) пачах ҫыхӑнмарӗ.
3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Чирлӗ хӗрӗн ашшӗ шӑлӗсене ҫыртса, аллине чӑмӑртаса тӑнӑ, хӑй хӗрне, чун тӑвӑнса ҫитнӗ йенне ҫапса вӗлерессӗнех туйӑннӑ, анчах вӑл ҫапла тӑнӑ ҫӗртех хӑйне сӳҫӗнчен ярса илнӗ те ҫинҫе, хӗрарӑм сасси пек сасӑпа уласа йӗрсе янӑ.
II // Михаил Акимов. Николай Телешов. Нуша. Михаил Акимов куҫарнӑ. Хусан, 1906. — 19 с.
Хӗвел пит хӗртнӗ; ҫынсенчен, пит пӗҫернипе сӗрӗм тухас пек туйӑннӑ; чиновник час-часах картусне пӑрахса сулласа хӑйне пӑртак сивӗтме тӑрӑшнӑ, студент тумтир тӳмисене салтса янӑ, пӗр аллипе тарне шӑлнӑ, тепӗринпе ӗҫленӗ.
II // Михаил Акимов. Николай Телешов. Нуша. Михаил Акимов куҫарнӑ. Хусан, 1906. — 19 с.
Ҫаксем ҫине пахма пӑртак темӗскерлерех пек туйӑннӑ.
II // Михаил Акимов. Николай Телешов. Нуша. Михаил Акимов куҫарнӑ. Хусан, 1906. — 19 с.
Ҫапла Аринӑн пурӑнӑҫӗ пӗрехмай йывӑр ӗҫлесех, выҫлӑ-тутлӑ пурӑнсах, ялан ыранхи куна епле ирттересси ҫинчен шухӑшланипех иртсе пынӑ, Аринӑшӑн ҫапах хӑй пурӑнӑҫӗ аван, телейлӗ пск туйӑннӑ, анчах пурӑнма пит йывӑр, асаплӑ пулнӑ.
I // Михаил Акимов. Николай Телешов. Нуша. Михаил Акимов куҫарнӑ. Хусан, 1906. — 19 с.
Йывӑр, ялан асап курса чӑтса пурӑнмалла пурӑнӑҫ Аринӑшӑн ҫакӑн пек хуйхӑллӑ вӑхӑтра анчах йывӑррӑн туйӑннӑ; йӑвӑр инкек куҫ умнех пырса тӑрсан тин вӑл хайне йывӑррине туйнӑ, ахаль чухне нимӗн асапне те туйман.
I // Михаил Акимов. Николай Телешов. Нуша. Михаил Акимов куҫарнӑ. Хусан, 1906. — 19 с.
Матвей хӑй ачине питех хӗрхеннӗ, хӑй ачинех вилес умӗн пӑрахса хӑварни уншӑн пит аван мар пек туйӑннӑ, анчах урӑхла мӗн тӑвас тетӗн?
I // Михаил Акимов. Николай Телешов. Нуша. Михаил Акимов куҫарнӑ. Хусан, 1906. — 19 с.
Тӗрӗслемелле персе янӑ снаряд чуна ҫӳҫентермелле ҫивӗччӗн сӳлетсе ҫывхарчӗ, ҫак вичкӗн сасӑ вӑйланса-вӑйланса пырса, хӑйӗн юлашки чиккине ҫитнӗ пек туйӑннӑ тӗле вара пӗр ҫӑханӗ, кӑшт ҫӳлтентерех вӗҫекенни, сасартӑк ҫавраҫил ярса илнӗ турпас пек хӑвӑрт-хӑвӑрт пӗтӗрӗнме пуҫларӗ те, ҫунаттисене чалӑшшӑн сарса пӑрахса, сывлӑшра ҫаплах тытӑнса тӑрасшӑн майӗпен ҫавӑрӑнкаласа, тӗм-хура пысӑк ҫулҫӑ ӳкнӗ пек, ҫӗрелле вӗлтӗртетсе ӳкме тытӑнчӗ.
XL // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Грушӑна вара салтаксем хӑйӗнчен пӑрӑннӑ пек, ҫак пушмаксемпе мундире пула (ҫӗр ҫӑттӑрах вӗсене), шанчӑклӑ тусӗсемпе юлташӗсене ҫухатнӑ пек туйӑннӑ.
Ҫӗнӗ пушмаксем // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.
Уншӑн французсен кашни япали лайӑхрах пек туйӑннӑ.
«Сирӗн Парижра ӗҫсем мӗнле?» // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.
Каҫ пуласса пурте хытӑ кӗтнӗрен пулас, кунӗ ытла вӑрӑма кайрӗ, каҫала енне сулӑннӑ хӗвел чарӑннӑ та, каялла та, малалла та сикесшӗн пулман пек туйӑннӑ.
XXXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Халӗ вӑл ҫул урлӑ электричество пралукӗсем каҫса кайнӑ: икӗ енче те темӗн ҫӳллӗш «П» саспалли пек юпасем ларнӑ, — ҫеҫенхирӗ те, ҫулӗ те пачах ҫӗнӗ пек туйӑннӑ, кашни ҫынах «Епле хитре!» — темесӗр иртес ҫук.
XXXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Ҫак пысӑк кайӑк пӗчӗк вӑрман ҫумӗнчи сулахай ҫунатне юпасем лартса, ҫӗр ҫумне пӑталаса хунӑран ҫеҫ вӗҫсе хӑпарайман пек туйӑннӑ.
XXXIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Уй-хирте пралук карса тухман-ха, анчах пулас электричество ҫулӗ вуншар ҫухрӑма палӑрчӗ: ун тӑрӑх пӗчченшер те, ушкӑнпа та ҫынсем сапаланнӑ — вӗсем шӑтӑксем чавнӑ, юпасем лартнӑ, пралук карса пынӑ; вӑкӑр е лаша кӳлнӗ лавсем юпа салатса, унталла та кунталла пӗр йӗрпе кумса ҫӳренӗ, тиенӗ пушӑ лавсене туртса пыракан тракторсем хире-хирӗҫ пулса пӗр-пӗрне ҫул панӑ; унта та кунта вӑхӑтлӑх хӳшӗ е палатка курӑннӑ, вучахран тӗтӗм йӑсӑрланса хӑпарнӑ, апат пӗҫерекен хӗрарӑмсен шурӑ тутӑрӗсем вӗлтлетнӗ; чавнӑ шӑтӑксенчен кӑларнӑ тӑпра тӗмескисем тӗлӗнмелле тӳрӗ выртнӑ, каюра чавса кӑларнӑ тӑпра пекех туйӑннӑ вӗсем, кашни тӗмеске тӗлӗнчех юпа выртнӑ…
XXXIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Сергей йӑл кулса тӑнипе унӑн сарлака куҫхаршийӗсем ҫамки ҫине хӑпарнӑ пек туйӑннӑ ӑна: «Санран Рагулин иртсе кайман, санран пурнӑҫ хӑй иртсе кайрӗ…»
XXXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Исполком ларӑвӗ хыҫҫӑн ӑна йывӑр тунсӑх пусни, чӗринче ҫав тери йывӑр та шиклӗ пулни уншӑн ытла та яланхи пек мар та ӑнланмалла мар туйӑннӑ.
XXXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Ҫак кунсенче вӑл киле таврӑнсан ларма-тӑма вырӑн тупайман, текех Сергее кӗтнӗ е юрланӑ, Марфа Игнатьевнӑна туйӑннӑ пек, пӗр сӑлтавсӑр кулнӑ е тӑвайккине чупса хӑпарса, ҫул ҫинелле пӑхнӑ.
XXXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Сергей электростанци ҫинчен каланӑ пулсан, — Иринӑна кунтан пысӑк та, кунтан кирлӗ ыйту пулма та пултараймасть пек туйӑннӑ, Сергей ӑна Артамашов звеньевой пулса ӗҫлени ҫинчен каласа кӑтартнӑччӗ, — Ирина ырласа пуҫне сулчӗ.
XXXI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Халӗ ун ҫине колхозниксем ӗлӗкхи пек мар, урӑхла пӑхнӑ пек туйӑннӑ ӑна, вӑл тӑватӑ кун ӗнтӗ ахаль Стефан Петрович Рагулин кӑна мар, ӗҫ Геройӗ, ҫӗршывра паллӑ та хисеплӗ ҫын пулни ҫинчен каҫхине те, кӑнтӑрла та шухӑшламасӑр ҫӳреме пултарайман.
XXX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
«Сирӗн чи малта пыракан председатель икҫӗр хӗрӗх пӑт илме сӑмах панӑ, эпӗ гектартан икҫӗр аллӑ пӑт илетӗп», — тесе калассӑнах туйӑннӑ.
XXIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.