Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӑл нимӗн те курман, ылттӑн хӗвел мӗнле хӑпарнине те, вӑл хӑй ӑшшипе пӗтӗм тӗнчене епле ӑшӑтнине те, унтан вара майӗпен аялалла анса ҫуртсем хыҫне пытаннине те курмасӑрах юлнӑ.
Джонни хирӗҫни // М. Волков. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 48–72 с.
Вӗсем тӗттӗм ҫӗрте пусма тӑрӑх анса кайрӗҫ.
Джонни хирӗҫни // М. Волков. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 48–72 с.
Тӗксӗм хӗвел чӑмӑрӗ ерипен ҫӗр ҫумнелле анса пынӑ вӑхӑтра, вӑл, хӑй шухӑшӗн вӑйӗпе, вӗсем Билпе иккӗшӗ ҫывхарсах килекен хӗлтен епле тарнине, тарнӑ май кашни вершук малалла кайнине сӑнласа ӳкерчӗк евӗрех курса пычӗ.
Пурнӑҫа юратни // Николай Степанов. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 5–34 с.
Тавракурӑм хӗрринче анса ларма пуҫланӑ хӗвел чӑмӑрӗ тӗксӗмӗн ҫутатать, ӑна темӗнле йывӑр, кӳлепесӗр тӗтре хупласа илнӗ.
Пурнӑҫа юратни // Николай Степанов. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 5–34 с.
Лось ҫӗр ҫине анса ларнӑранпа ҫур ҫул иртрӗ.
Юрату сасси // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Анчах сирӗн аппарата лайӑхлатмалла, — эсир шутсӑр япӑх анса лартӑр.Но вам придётся усовершенствовать аппарат, — вы плохо опустились.
Ҫӗр // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Ӑшӑ шарик майӗпен-майӗпен анса пырать.
Ҫӗр // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Гусев хӑйӑрлӑ тӳремлӗхе анса ларчӗ.
Тарни // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
— Тускуб, правительство, ҫар юлашкисем тата халӑхӑн пӗр пайӗ хула айне, Магр майра патша Лабиринтне анса пытаннӑ, — терӗ Гор.
Лару-тӑру улшӑнать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Аран-аран вуласа ӑнланчӗ: «Сирӗн пата ҫар карапӗ — ҫичӗ ӗҫлевҫӗпе — яратӑп, ачасем шанчӑклӑ. Эпӗ Канаш Ҫуртне хупӑрласа илнӗ. Тӳреме башня тӗлне анса ларӑр. Гусев».
Лось Гусева пулӑшма васкать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Кимӗ аялалла чӑмрӗ, Соам кӳлли ҫийӗн вӗҫсе иртрӗ те — тӗпсӗр ҫыр ҫийӗн ҫакӑнса тӑракан анлӑ тӳреме анса ларчӗ.
Авалхи юрӑ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Кимме ҫуначӗ еннелле ҫавӑрчӗ те — сывлӑша чӑнкӑ ӳкӗмпе ҫурса ҫурт крыльци ҫине анса ларчӗ.Положил лодку на крыло и, разрезая воздух крутым падением, спустился у крыльца дома.
Ӑрӑм-сурӑм (тухату) // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Акӑ — ҫунаттисене кӑтартса ҫиҫрӗ те вӗҫсе ҫавра турӗ, — аяларах та аяларах, Лось пуҫӗ ҫийӗн шуҫса иртрӗ, анса ларчӗ.Вот — сверкнула, показав крылья, описала круг, — всё ниже, ниже, скользнула над головой и села.
Лось пӗччен юлать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Тӗнче Ӑслӑх-тӑнлӑхӗн куҫӑмӗ те ҫавнашкалах: анса пайӑрланни, чӳкле пӗтмӗш тата ӳтленсе чӗрӗлни.Таково же движение мирового Разума: — нисхождение, жертвенная гибель и воскресение в плоть.
Аэлитӑн иккӗмӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Атлантика материкӗн кӑнтӑр енче анлӑ лаптӑксем океан тӗпне анса лараҫҫӗ.Большие пространства на юге атлантического материка опустились в океан.
Аэлитӑн иккӗмӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Акӑ вӑхӑт ҫитнӗ те — ҫамрӑк халӑх хуҫаланакансем ҫине йӑтӑнса анса хулана ярса илнӗ.Наступал срок и молодой народ обрушивался на властителей и овладевал городом.
Аэлитӑн иккӗмӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Ҫӗр ҫинче, океан тӗпне анса ларнӑ материкра вӗсен Ылтӑн Ҫӗр Хапха ятлӑ хула пулнӑ.На земле, на материке, опустившемся на дно океана, они владели городом Ста Золотых Ворот.
Аэлитӑн пӗрремӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Вӗсен пысӑках мар йышӗ экваторти материк ҫине сиенленмесӗр анса ларнӑ».Небольшое число без вреда опустилось на равнины экваториального материка.
Аэлитӑн пӗрремӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Тӳпе ывӑлӗсенчен нумайӑшӗ вилнӗ хальлӗнех ӳкет, нумайӑшӗ чул хысаксенчен ҫапӑнса, Кӑнтӑр океанра путса вилет, анчах ытларахӑшӗ Тума ҫине тӗрӗс-тӗкел анса ларать».
Аэлитӑн пӗрремӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Пусма варрине анса тӑрсан туйинчен тӗревленчӗ те — Ҫӗр ҫинчен килнӗ чӗрӗ чунсене путса кӗнӗ тӗксӗм куҫӗсемпе чылайччен тӗпчерӗ.
Соацера // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.