Поиск
Шырав ĕçĕ:
Сӑвӑ ҫырмалли «саккуна» пӗлместӗп пулин те чунра йӗркесем ҫуралчӗҫ: «Ҫуралнӑ кун, анчах эс ҫук, ытла ир кайрӑн уйрӑлса. Килте текех кил ӑшши ҫук, ати ларать куҫне шӑлса... Улт ачу та кинӳсем сана саваҫ сума суса, ӳсеҫҫӗ пӗчӗк мӑнуксем, ати ларать куҫне шӑлса...»
«Иринӑна хисеплесе сӑнарсем калӑплатӑп» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №
«Эпир сирӗнпе пӗр кунра ҫуралнӑ. Уяв ячӗпе парне тӑвас терӗмӗр. Дашӑна илсе кайма пултаратӑр», — ҫак сӑмахсене илтсен Зиле нихӑҫанхинчен ытла савӑннӑ, Резидапа иккӗшӗ тепӗр кунхинех Улатӑра вӗҫтернӗ.
«Анне, пире кунтан часрах илсе кай…» // Ирина АЛЕКСЕЕВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №
Апла пулин те пуринчен ытла вӑл ют чӗлхе урокне кӑмӑллать.
Олимпиада призерӗ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18
Урмаел ял тӑрӑхӗнче 5000 ытла ҫын пурӑнать.
Ыйтусене ял ҫыннисемпе сӳтсе явнӑ // А.ЕФРЕМОВА,Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18
Хӑярта кали 40 процент ытла.
Атеросклероза парӑнтарасчӗ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.03.16. 10№
Курс — 10-15 маска, эрнере икӗ хутран ытла мар.
Хӗрен косметики // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.03.16. 10№
— Чӑвашсен тӗп хаҫатӗнчен кайнӑранпа та вӑхӑт чылай иртнӗ ӗнтӗ — 20 ҫул ытла.
Валерий КОМИССАРОВ: «Пичетленме черет кӗтекен статьясене тӗлӗкре те кураттӑм» // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№
Паянхи кун тӗлне Кӳкеҫри лицее – 120, пӗрремӗш шкула 70 ытла ачана йышӑнма ыйтса заявлени ҫырнӑ.
Кӳкеҫсен ыйту нумай // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24
Пуринчен ытла вӑл ача кӗписем ҫыхма кӑмӑллать.
«Мӗншӗн маларах вӑхӑт тупайман-ши?» // ЛЮБОВЬ СЕМЕНОВА. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24
200 ытла спортсмен хутшӑнчӗ унта.
Медальсен пухмачӗ тулсах пырать // ЕКАТЕРИНА ГРИГОРЬЕВА. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24
Салара пурӑнакан В. «Космическая» урамри пӗр ҫурт подъездӗнче хӑйне ытла та ирӗклӗ тытнӑ: словарьте ҫук сӑмахсемпе кӑшкӑрашнӑ.
Сӑмах ҫерҫи мар, уншӑн – 5 пин тенкӗ // Хаҫат редакцийӗ. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24
Анчах Николайпа Марина часах тӗл пулайман, мӗншӗн тесен Муркаш районӗпе Челябинск хушши - пин ҫухрӑм ытла.
Ку ҫуртра ӗмӗт пурнӑҫланать // Марина ТУМАЛАНОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№
5 пин ытла ҫын тӑрать вӑл ушкӑнра.
Тӗлӗнтереҫҫӗ тӗлӗнтермӗш пуҫлӑхсем // Таисия Ташней. http://chuvash.org/blogs/comments/2693.html
Сӗт уйрӑмах нумай паракан ӗнесене кӗтӗве яраймастӑмӑр, вӗсем 30 ытла литр таран антаратчӗҫ.
«Пирӗн вӑхӑтра ферма утар пек тасаччӗ» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№
300 ытла ӗнеччӗ, дояркӑсем те йышлӑнччӗ.
«Пирӗн вӑхӑтра ферма утар пек тасаччӗ» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№
Паллах, ҫулсем ҫапла хӑвӑрт арканни ҫанталӑк ытла та улшӑнчӑк пулнипе сӑлтавланнине никам та хирӗҫлемӗ.
Юр каять. Пӗрле асфальт та // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№
Район- та ҫурхи ейӳ сарӑлнӑ вӑхӑтра Пӑла юхан шывӗ ҫумӗпе вырнаҫнӑ Патӑрь-ел, Кӗҫӗн Арапуҫ, Тутар Тимеш, Тӑрӑн, Анат Туҫа, Вӑтаел ялӗсенчи хӑш-пӗр урамсене шыв илме пултарать (пурӗ 65 хуҫалӑх, 200 ытла пурӑнакан).
Чи ҫивӗч ыйтусене сӳтсе яврӗҫ // Н. МАЗЯКОВА. «Авангард», 2016, пуш, 11
Ытла та аван йӗркеленӗ вӗсем театрализациленӗ представление.Уж слишком удачно они организовали театрализованное представление.
Кубок - Елчӗк ял тӑрӑхӗнче // В.КИРИЛЛОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10
Вӗсен шучӗ пӗчӗк мар - 300 ытла кӗнеке.
«Вула, Элӗк Ен!» фестивале йыхравлатпӑр // Зоя УДЯКОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.11
Кунта 20 ытла ачана выҫӑ вилесрен пӑхса тӑнӑ кӑна мар, вулама-ҫырма вӗрентнӗ, ӗҫе хӑнӑхтарнӑ.
Мухтав сире, Таланцевсем! // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№