Поиск
Шырав ĕçĕ:
23. Гирсон ӑрӑвӗсен хӑйсен тапӑрне кӗлӗ чатӑрӗ хыҫне, анӑҫ енне, лартмалла; 24. Гирсон ывӑлӗсен ӑрӑвӗсен пуҫлӑхӗ Елиасаф, Лаел ывӑлӗ; 25. Гирсон ывӑлӗсене пуху чатӑрӗнче кӗлӗ чатӑрӗпе унӑн ҫивиттине, пуху чатӑрне кӗмелли вырӑнта ҫакӑнса тӑракан чаршава, 26. картиш каррисене, кӗлӗ чатӑрӗпе парне вырӑнӗ йӗри-тавра ҫавӑрнӑ картишне кӗмелли вырӑнти чаршава, кӗлӗ чатӑрӗн вӗренӗсемпе унӑн мӗнпур хатӗр-хӗтӗрне астума хушмалла.
Йыш 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 6. Левий йӑхне илсе кил те ӑна Аарон священник умне тӑрат, вӗсем ӑна пӑхӑнса ӗҫлесе тӑччӑр; 7. вӗсем вара уншӑн та, пӗтӗм халӑхшӑн та пуху чатӑрӗнче ӗҫлесе тӑмашкӑн яланах кӗлӗ чатӑрӗ патӗнче пулччӑр; 8. пуху чатӑрӗн мӗнпур япалине вӗсем сыхласа усраччӑр, Израиль ывӑлӗсемшӗн ӗҫлесе тӑмашкӑн кӗлӗ чатӑрӗ патӗнче пулччӑр; 9. левитсене Аарона [хӑвӑн пиччӳне] тата унӑн [священникра тӑракан] ывӑлӗсен аллине пар: Израиль ывӑлӗсенчен вӗсем Аарон аллинче пулччӑр; 10. Ааронпа унӑн ывӑлӗсене [Турӑ ирӗкне пӗлтерекен кӗлӗ чатӑрне] пар: вӗсем хӑйсен священника тивӗҫ ӗҫне туса тӑччӑр [тата парне вырӑнӗпе чаршавӑн шал енче мӗн пуррине пурне те пӑхса тӑччӑр]; унта кам та пулин урӑх ҫын пырса ҫулӑхсассӑн, ӑна вӗлерме тытса памалла, тенӗ.
Йыш 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа Моисейпе Синай тӑвӗ ҫинче калаҫнӑ вӑхӑтри Ааронпа Моисейӗн йӑхӗ акӑ ҫакӑ, 2. Аарон ывӑлӗсен ячӗсем акӑ ҫаксем: малтанхи ывӑлӗ Надав, унтан Авиуд, Елеазар тата Ифамар; 3. кусем — Ааронӑн ҫу сӗрсе священника лартнӑ ывӑлӗсем, вӑл вӗсене Турра халалласа кӗлӗ йӗрки туса тӑма лартнӑ; 4. анчах Надавпа Авиуд Синай пушхирӗнче Ҫӳлхуҫа умне ют вут илсе пынӑ та Ҫӳлхуҫа умӗнчех вилсе кайнӑ, вӗсен ача-пӑча пулман; вара хӑйсен ашшӗпе Ааронпа пӗрле священникра тӑма Елеазарпа Ифамар ҫеҫ юлнӑ.
Йыш 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Ҫӳлхуҫа Моисее мӗнле хушнӑ, Израиль ывӑлӗсем пӗтӗмпех ҫавӑн пек тунӑ: тапӑрӑн-тапӑрӑн хӑйсен ялавӗсем тавра вырӑнаҫса тухнӑ, кайнӑ чухне те кашнийӗ хӑйӗн ӑрӑвӗпе, хӑйӗн килӗ-йышӗпе пынӑ.
Йыш 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Дан тапӑрӗн элемӗпе ҫарӗсен ушкӑнӗсене ҫурҫӗр енне лартмалла, Дан ывӑлӗсен пуҫлӑхӗ Ахиезер, Аммишаддай ывӑлӗ, 26. унӑн шута кӗнӗ ҫарӗнче утмӑл икӗ пин те ҫичҫӗр ҫын; 27. ун ҫумне Асир йӑхӗ тапӑр лартӗ, Асир ывӑлӗсен пуҫлӑхӗ Пагиил, Охран ывӑлӗ, 28. унӑн шута кӗнӗ ҫарӗнче хӗрӗх пӗр пин те пилӗкҫӗр ҫын; 29. унтан малалла Неффалим йӑхӗ [тапӑр лартӗ], Неффалим ывӑлӗсен пуҫлӑхӗ Ахира, Енан ывӑлӗ, 30. унӑн шута кӗнӗ ҫарӗнче аллӑ виҫӗ пин те тӑватҫӗр ҫын; 31. Дан тапӑрӗн шутне кӗнисем мӗнпурӗ ҫӗр аллӑ ҫичӗ пин те ултҫӗр ҫын; вӗсен хӑйсен ялавӗсем тавра тӑрса хыҫалтан пымалла, тенӗ.
Йыш 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Чарӑнса тӑнӑ чухне мӗнле тӑраҫҫӗ, кайма та ҫав халлӗнех, кашнийӗ хӑй вырӑнӗнче, хӑйсен ялавӗ тавра пырас пулать.Как стоят, так и должны идти, каждый на своем месте при знаменах своих.
Йыш 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Мал енне, тухӑҫ еннелле, хӑйсен тапӑрӗн элемӗпе ҫарӗсен ушкӑнӗсене Иуда йӑхӗ лартӗ.3. С передней стороны к востоку ставят стан: знамя стана Иудина по ополчениям их.
Йыш 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Турӑ Моисейпе Аарона ҫапла тесе каланӑ: 2. Израиль ывӑлӗсем кашнийӗ хӑйӗн чатӑрне хӑйсен ялавӗ ҫумне, хӑйсен килӗ-йышӗн паллисем патне лартмалла; хӑйсен тапӑрне вӗсен пуху чатӑрӗ умне ун тавра лартса тухмалла.
Йыш 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
52. Израиль ывӑлӗсем кашнийӗ хӑйсен тапӑрне ларса тухмалла, хӑйсен ялавӗ ҫумӗнче, хӑйсен ҫарӗпе пӗрле пулмалла; 53. Израиль ывӑлӗсен халӑхне ҫилленни ан пултӑр тесе, левитсем хӑйсен тапӑрне Турӑ ирӗкне пӗлтерекен кӗлӗ чатӑрӗ ҫывӑхне лартмалла; ҫапла вара левитсем яланах Турӑ ирӗкне пӗлтерекен кӗлӗ чатӑрне сыхласа тӑрӗҫ, тенӗ.
Йыш 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
48. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 49. Левий йӑхне ҫеҫ шута ан ил, вӗсене Израиль ывӑлӗсемпе пӗрле ан шутла; 50. Турӑ ирӗкне пӗлтерекен кӗлӗ чатӑрне, унӑн мӗнпур хатӗр-хӗтӗрне, ун таврашӗнче мӗн пуррине пурне те левитсен аллине пар; вӗсем кӗлӗ чатӑрӗпе унӑн мӗнпур хатӗр-хӗтӗрне йӑтса ҫӳреччӗр, ун таврашӗнче ӗҫлесе тӑччӑр, хӑйсен тапӑрне те ун ҫывӑхне лартса тухчӑр; 51. кӗлӗ чатӑрне куҫарса каймалла пулсассӑн та, ӑна левитсем ҫӗклеччӗр; кӗлӗ чатӑрне лартмалла пулсассӑн та, ӑна каллех левитсем лартчӑр; кам та пулин урӑх ҫын пырса ҫулӑхсассӑн, ӑна вӗлерме тытса памалла.
Йыш 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
42. Неффалим ывӑлӗсене хӑйсен йӑхӗсем тӑрӑх, хӑйсен ӑрӑвӗсем тӑрӑх, хӑйсен килӗ-йышӗ тӑрӑх, ячӗсен шучӗ тӑрӑх шутласа тухнӑ; [пур арҫынна пӗтӗмпе] шутласа тухсассӑн, ҫирӗм ҫулхисенчен пуҫласа унтан аслӑраххисем, вӑрҫа юрӑхлисем, 43. Неффалим кӑкӗнче аллӑ виҫӗ пин те тӑватҫӗр ҫын пулнӑ.
Йыш 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
40. Асир ывӑлӗсене хӑйсен йӑхӗсем тӑрӑх, хӑйсен ӑрӑвӗсем тӑрӑх, хӑйсен килӗ-йышӗ тӑрӑх, ячӗсен шучӗ тӑрӑх шутласа тухнӑ; [пур арҫынна пӗтӗмпе] шутласа тухсассӑн, ҫирӗм ҫулхисенчен пуҫласа унтан аслӑраххисем, вӑрҫа юрӑхлисем, 41. Асир кӑкӗнче хӗрӗх пӗр пин те пилӗкҫӗр ҫын пулнӑ.
Йыш 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
38. Дан ывӑлӗсене хӑйсен йӑхӗсем тӑрӑх, хӑйсен ӑрӑвӗсем тӑрӑх, хӑйсен килӗ-йышӗ тӑрӑх, ячӗсен шучӗ тӑрӑх шутласа тухнӑ; [пур арҫынна пӗтӗмпе] шутласа тухсассӑн, ҫирӗм ҫулхисенчен пуҫласа унтан аслӑраххисем, вӑрҫа юрӑхлисем, 39. Дан кӑкӗнче утмӑл икӗ пин те ҫичҫӗр ҫын пулнӑ.
Йыш 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Вениамин ывӑлӗсене хӑйсен йӑхӗсем тӑрӑх, хӑйсен ӑрӑвӗсем тӑрӑх, хӑйсен килӗ-йышӗ тӑрӑх, ячӗсен шучӗ тӑрӑх шутласа тухнӑ; [пур арҫынна пӗтӗмпе] шутласа тухсассӑн, ҫирӗм ҫулхисенчен пуҫласа унтан аслӑраххисем, вӑрҫа юрӑхлисем, 37. Вениамин кӑкӗнче вӑтӑр пилӗк пин те тӑватҫӗр ҫын пулнӑ.
Йыш 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Манассия ывӑлӗсене хӑйсен йӑхӗсем тӑрӑх, хӑйсен ӑрӑвӗсем тӑрӑх, хӑйсен килӗ-йышӗ тӑрӑх, ячӗсен шучӗ тӑрӑх шутласа тухнӑ; [пур арҫынна пӗтӗмпе] шутласа тухсассӑн, ҫирӗм ҫулхисенчен пуҫласа унтан аслӑраххисем, вӑрҫа юрӑхлисем, 35. Манассия кӑкӗнче вӑтӑр икӗ пин те икҫӗр ҫын пулнӑ.
Йыш 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Иосиф ывӑлӗсене, Ефрем ывӑлӗсене хӑйсен йӑхӗсем тӑрӑх, хӑйсен ӑрӑвӗсем тӑрӑх, хӑйсен килӗ-йышӗ тӑрӑх, ячӗсен шучӗ тӑрӑх шутласа тухнӑ; [пур арҫынна пӗтӗмпе] шутласа тухсассӑн, ҫирӗм ҫулхисенчен пуҫласа унтан аслӑраххисем, вӑрҫа юрӑхлисем, 33. Ефрем кӑкӗнче хӗрӗх пин те пилӗкҫӗр ҫын пулнӑ.
Йыш 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Завулон ывӑлӗсене хӑйсен йӑхӗсем тӑрӑх, хӑйсен ӑрӑвӗсем тӑрӑх, хӑйсен килӗ-йышӗ тӑрӑх, ячӗсен шучӗ тӑрӑх шутласа тухнӑ; [пур арҫынна пӗтӗмпе] шутласа тухсассӑн, ҫирӗм ҫулхисенчен пуҫласа унтан аслӑраххисем, вӑрҫа юрӑхлисем, 31. Завулон кӑкӗнче аллӑ ҫичӗ пин те тӑватҫӗр ҫын пулнӑ.
Йыш 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Иссахар ывӑлӗсене хӑйсен йӑхӗсем тӑрӑх, хӑйсен ӑрӑвӗсем тӑрӑх, хӑйсен килӗ-йышӗ тӑрӑх, ячӗсен шучӗ тӑрӑх шутласа тухнӑ; [пур арҫынна пӗтӗмпе] шутласа тухсассӑн, ҫирӗм ҫулхисенчен пуҫласа унтан аслӑраххисем, вӑрҫа юрӑхлисем, 29. Иссахар кӑкӗнче аллӑ тӑватӑ пин те тӑватҫӗр ҫын пулнӑ.
Йыш 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Иуда ывӑлӗсене хӑйсен йӑхӗсем тӑрӑх, хӑйсен ӑрӑвӗсем тӑрӑх, хӑйсен килӗ-йышӗ тӑрӑх, ячӗсен шучӗ тӑрӑх шутласа тухнӑ; [пур арҫынна пӗтӗмпе] шутласа тухсассӑн, ҫирӗм ҫулхисенчен пуҫласа унтан аслӑраххисем, вӑрҫа юрӑхлисем, 27. Иуда кӑкӗнче ҫитмӗл тӑватӑ пин те ултҫӗр ҫын пулнӑ.
Йыш 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Гад ывӑлӗсене хӑйсен йӑхӗсем тӑрӑх, хӑйсен ӑрӑвӗсем тӑрӑх, хӑйсен килӗ-йышӗ тӑрӑх, ячӗсен шучӗ тӑрӑх шутласа тухнӑ; [пур арҫынна пӗтӗмпе] шутласа тухсассӑн, ҫирӗм ҫулхисенчен пуҫласа унтан аслӑраххисем, вӑрҫа юрӑхлисем, 25. Гад кӑкӗнче хӗрӗх пилӗк пин те ултҫӗр аллӑ ҫын пулнӑ.
Йыш 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.