Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ӗҫе (тĕпĕ: ӗҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шурӑмпуҫ ҫути кантӑкран килсе шаккичченех тутлӑ ыйхине татса ӗҫе пикенет анне.

Пробудившись со сладкого сна до зари, что еще не постучалась в окно, мама приступает к работе.

Тивĕçлипе мухтанатăп // А. АНИСИМОВ. «Авангард», 2016, пуш, 4

Ҫак ӗҫе пурнӑҫлама 3,9 миллион тенкӗ тухса кайнӑ.

Чтобы реализовать это дело ушло 3,9 миллион рублей.

Ҫул-йӗр юсакансем канмасӑр юсаҫҫӗ // Таисия Ташней. http://chuvash.org/news/11762.html

Хӑш-пӗр ӗҫе пайӑррӑн палӑртнӑ.

Помоги переводом

Чăваш хĕрарăмĕсем - Раççейре чи малтисем // Рита АРТИ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.05

Люба Галкина - вӗренӳре маттур пулнӑшӑн, обществӑлла ӗҫе хастар хутшӑннӑшӑн кӑҫал Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн ятран паракан стипендине тивӗҫнӗ.

Помоги переводом

Тăрăшуллисенчен пĕри - Люба // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 4

Вӑл ачасене тивӗҫлӗ воспитани парать, обществӑлла ӗҫе те хастар хутшӑнать.

Помоги переводом

Мĕнлерех вăл паянхи хĕрарăм? // Хаҫат редакцийӗ. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 4

Акӑ, Василий Белов «Лад» кӗнекинче ҫапла ҫырнӑ: «Мӗн ӗлӗкрен килти хуҫалӑха хӗрарӑм - анне, мӑшӑр - тытса пынӑ. Хуҫалӑхри пур ҫӑра та унӑн аллинче, вӑл хӑҫан тата мӗн кирлине лайӑх пӗлет. Праҫниксене уявлассине, типӗ тытассине те хӗрарӑмах йӗркелесе пынӑ. Ҫитӗнекен ачасене те тӗрлӗ ӗҫе вӑлах хӑнӑхтарнӑ. Ҫулсем иртнӗ май ҫемьери хӗрарӑм хӑйӗн ӗҫӗсене ывӑлӗн мӑшӑрне, кинне, шанса панӑ».

Помоги переводом

Мĕнлерех вăл паянхи хĕрарăм? // Хаҫат редакцийӗ. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 4

Вӗсенчен 2,6 млн (61,5%) ӗҫе вырнаҫтарнӑ.

Из них 2,6 млн (61,5%) устроили на работу.

Урăх регионра çук мобильлĕ центр… // ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Мӗншӗн тесен кунӗпе ура ҫинче тӑмалла, вӗри пӑспа «пиҫмелле», чылай ӗҫе алӑпа пурнӑҫламалла.

Помоги переводом

Чăваш Ен Пуçлăхне те хăналанă // Любовь Семенова. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Ҫав хушӑрах кирек хӑш ӗҫе те чунпа пурнӑҫлать хӗрарӑм.

Помоги переводом

Хĕрарăм – пурнăç, чĕрĕлĕх Турри // ЮРИЙ ЛИСТОПАД. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Анне вӑл – мана, пиччепе шӑллӑмсене, йӑмӑкӑма чун панӑ, ӗмӗрне тӑван тӗпренчӗкӗсемпе пӗрле ҫӗр-ҫӗр ачана ӑс парса пурнӑҫӑн анлӑ ҫулӗ ҫине кӑларас ӗҫе халалланӑ, 42 ҫул ытла шкулта вӑй хунӑ манӑҫми Мария Гавриловна Степанова, манӑн кукамай – шкула пӗр ҫул ҫӳремесӗрех паянхи чылай наука кандидачӗпе профессортан ӑслӑрах Анастасия Гавриловна Гаврилова, кӳршӗри Хевронь инке…

Помоги переводом

Хĕрарăм – пурнăç, чĕрĕлĕх Турри // ЮРИЙ ЛИСТОПАД. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Канмалли кунсенче, каҫхине уйӑх ҫутипе ӗҫленӗрен, ӗҫе палӑртнӑ вӑхӑтра вӗҫлеме май килнӗ.

Работа была завершена во время из-за старания по выходным, по вечерам при лунном свете.

Ӳркенмен çын чăннипех те ăста // А.МАРИЯН. «Каҫал Ен», 2016, нарӑс, 26

Ҫак ӗҫе ачасем те, мӑнуксем те хутшӑнчӗҫ.

В эту работу впрягаются и дети, и внуки.

Ӳркенмен çын чăннипех те ăста // А.МАРИЯН. «Каҫал Ен», 2016, нарӑс, 26

Юр ҫителӗклӗ пуҫтарса ҫитеретӗп те ӗҫе пуҫӑнатӑп.

Накапливаю снег в достатке и начинаю работу.

Ӳркенмен çын чăннипех те ăста // А.МАРИЯН. «Каҫал Ен», 2016, нарӑс, 26

Ӗҫчен кашни ҫулах мӗн те пулин ҫӗннине ӗҫе кӗртме тӑрӑшать.

Трудолюбец каждый год старается осуществить что-нибудь новое.

Ӳркенмен çын чăннипех те ăста // А.МАРИЯН. «Каҫал Ен», 2016, нарӑс, 26

Ӗҫе тытӑниччен вӗсене вӗрентсе хатӗрлӗҫ.

Помоги переводом

Тĕрĕс сăмах чул ватать // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 7(2594)№, 2016.02.25

Ҫак ӗҫе ачасенчен пуҫламалла.

Эта деятельность с детей начинаться должна.

Туристсене кану ҫурчӗпе тӗлӗнтереймӗн // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.02.25, 7 (6100) №

Аквапарк тӑвас ӗҫе те пуҫӑннӑ.

Приступили к строительству аквапарка.

Туристсене кану ҫурчӗпе тӗлӗнтереймӗн // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.02.25, 7 (6100) №

Эпӗ Пӗтӗм тӗнчери V «Раҫҫей - спорт ҫӗршывӗ» спорт форумне хатӗрленсе ирттерес ӗҫе хутшӑннӑ Ҫӗнӗ Шупашкар тата Шупашкар хулисенче пурӑнакан мӗнпур ҫынна тав тӑватӑп.

Я благодарю всех жителей Чебоксар, всех жителей Новочебоксарска, участвовавших в подготовке и проведении V Международного спортивного форума «Россия – спортивная держава».

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Эпӗ хамӑрӑн аслӑ ҫӗршывӑмӑрӑн ирӗклӗхӗпе никама пӑхӑнманлӑхӗшӗн хӑйсен пурнӑҫне панӑ паттӑрсен палӑкӗсене юсаса ҫӗнетес ӗҫе влаҫ органӗсем тата Чӑваш Енре пурӑнакан мӗнпур ҫын хастарлӑн хутшӑнасса шанса тӑратӑп.

Я уверен, что органы власти и все жители Чувашии примут активное участие в восстановлении памятников павшим героям, отдавшим свою жизнь за свободу и независимость нашей великой страны.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Социаллӑ тӗллевлӗ бизнеса тытса пыракан асӑннӑ компанисен ертӳҫисене тав тӑватӑп тата пысӑк ӑсталӑхлӑ рабочисемпе специалистсем вӗрентсе хатӗрлеме вӗренӳ организацийӗсемпе туслӑн ҫыхӑну тытас ӗҫе республикӑри мӗнпур предприятие хастарлӑн явӑҫма чӗнсе калатӑп.

Выражаю благодарность руководителям этих организаций, ведущих социально ориентированный бизнес, и призываю все предприятия республики активно включиться в процесс сотрудничества с образовательными организациями для подготовки квалифицированных рабочих и специалистов.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней