Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пӗрер сăмах пирĕн базăра пур.
пӗрер (тĕпĕ: пӗрер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсем пурте кӗмӗл эрешлӗ пӗр пек ҫӗнӗ черкескӑсем тӑхӑннӑ, ҫавӑн пекех пӗр пек, хура кӑтра ҫӑмлӑ ҫӗнӗ кубанкӑсемпе, пӗрер чалӑш сарлакӑш пӗр пек буркӑсемпе, ҫурӑмӗсем хыҫӗнче вут пек хӗрлӗ пашниксем ҫунса тӑраҫҫӗ.

Всадники одеты в одинаковые черкески с наборами серебряных газырей, на головах кубанки из черной смушки, саженного размаху в плечах, бурки и красные, как пламя, башлыки за спиной.

XXVI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Эпир пӗрер сехет вӗренӗпӗр.

Мы часок позанимаемся.

XXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Эпир, ватӑ ҫынсем, тӗнчере пурӑнма пӗлетпӗр, эпир хӑтана кайса пӗрер черкке ӗҫнӗ пулсан, пӗр-пӗрне хӑта-тӑхлачӑ тейӗпӗр…»

— А мы — люди старые, знаем, как на свете надо жить, и коли мы выпили по чарке и посватались, то и будем считаться сватами…»

XXIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Мефодийӑн чӑнах та пӗр бутылка эрех тупӑнчӗ — пурне те пӗрер черкке тиврӗ.

У Мефодия и в самом деле нашлась бутылка водки — как раз всем хватило по рюмке.

XXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Кун пек хӑнасемшӗн пӗрер черкке те тупӑнать.

— Кажись, ради такого случая у нас и по рюмочке найдется.

XXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Хваттерте пурӑнакан виҫӗ хӗрарӑм, ҫамрӑках мар, сивӗпе кӳтнӗ питлӗскерсем, кровать ҫинче, хӑтана килнӗ евчӗсем пӗрер черкке эрех пырса парасса кӗтсе ларнӑ пек, танлӑн ларнӑ.

Три женщины-квартирантки, пожилые, с темными, обожженными морозом лицами, сидели на кровати чинно и с тем гордым видом, с каким обычно сидят свахи, пока им еще не поднесли по рюмке.

XIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ку хуралтсем ҫумӗнче хӳшӗ пеккисем, утӑ куписем, улӑм урисем ларнӑ, пӗрер лав вутӑ е кукуруза улӑмӗ выртнӑ.

А ко всем этим постройкам прилепились то балаганчики, то скирдушки сена, то стожки соломы, то воз дров или куча кукурузных будыльев…

XIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Эсир, Марфа Игнатьевна, нимрен те шикленсе ан тӑрӑр, сӗтелӗр ҫине ҫыртмалли лартӑр, пӗрер черкке ӗҫӗпӗр те хурӑнташлӑ пулӑпӑр, ытти пирки ачасем кайран калаҫса татӑлӗҫ…

Так что вы, Марфа Игнатьевна, ни в чем не сумлевайтесь, а ставьте на стол закуску, выпьем мы по чарцы, да и породнимся, а дети наши потом обо всем прочем между собой договорятся…

VI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Виҫӗ казак, кашни сотньӑран пӗрер ҫын хапхаран тухрӗҫ те тепрер сехетрен виҫӗ матроспа пӗрле таврӑнчӗҫ.

Три казака, от каждой сотни по одному, вышли из ворот, а через час вернулись в сопровождении трех матросов.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Офицерсем лару-тӑру пирки сӳтсе явса пӗрер пирус туртрӗҫ те тухрӗҫ.

Обсудив положение и выкурив по папиросе, офицеры вышли.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пӗрер, стансовета пухӑнсан, каласа парӑп-ха.

— Расскажу, как-нибудь соберемся в стансовете.

XXX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Тата пӗрер хӗрача илесчӗ, апат пӗҫерме.

— Еще бы какую-нибудь девчушку, чтоб обед варила.

XXVI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Кашни минутра пӗрер пӗрене пӑрахсан та — туртса кайӗ, авӑнмӗ.

— А что, если в воду бросать каждую минуту бревно, — потянет, понесет?

XXIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Сергей пӗр ротӑра пулнӑ тусӗн портречӗ умӗнче калаҫса тӑчӗ, ыйтса пӗлчӗ, хӑй ҫинчен каласа кӑтартрӗ, халех акӑ икӗ тус ыталанса пӗр-пӗр ресторана кайӗҫ те, пӗрер курка сӑра ӗҫсе, тул ҫутӑличченех шӑкӑл-шӑкӑл калаҫса ҫӳрӗҫ темелле…

Так, стоя перед портретом друга, с которым служил в одной танковой роте, Сергей разговаривал с ним, как с живым, расспрашивал, рассказывал о себе, и казалось, друзья сейчас обнимутся, будут говорить, не переставая, до утра…

XIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Чӑнах та, пилӗк ҫуллӑх планра ворошиловсем малта пымалла, кочубейсемпе буденнӑйсене пӗрер вите кирлӗ пулсан, ворошиловсене иккӗ кирлӗ…

Именно ворошиловцы и должны задавать тон всему пятилетнему плану станицы, и если кочубеевцам или буденновцам необходимо построить одну конюшню, то ворошиловцам необходимо построить две…

XI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Сахалтан та, пире виҫӗ лаша вити — кашни колхоза пӗрер, виҫӗ ӗне вити, сурӑх картисем, сысна витисем, кайӑк-кӗшӗк хуралчӗсем тата хирте вуникӗ стан, кашнинче тырӑ усрама кӗлетсем кирлӗ…

По самым малым подсчетам потребуется: три конюшни — по одной каждому колхозу, три коровника, кошары, свинарники, птичники, а еще двенадцать полеводческих станов с зернохранилищами при них…

XI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Хампа пӗрле, кӑмӑл тумашкӑн, пӗрер ещӗк илсе кайма пултарӑп-ши!..

Не смогу ли я прихватить с собой какой-нибудь ящичек, для ясности!..

VIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Кашни колхозникӑн пӗрер ана пурри мӗнтен начар?

А что в том плохого, что колхозники имеют свои посевы?

IV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Пӗрер стакан ӗҫер тата.

Выпьем еще по стаканчику.

III сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Мункунра эпӗ пурне те пӗрер пус укҫа паратӑп.

— Я на пасху всем по копейке жалую.

Ҫакас е каҫарас // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней