Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Кунтан сăмах пирĕн базăра пур.
Кунтан (тĕпĕ: кунтан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Манӑн йӗрлевҫӗ кунтан хулана пӗрре мар кайнӑ, унта мана шыраса тупнӑ!

Моя ищейка прибегала отсюда в город и там находила меня!

XXI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

О, илсе кайсамӑр мана кунтан!

О, увезите меня отсюда!

XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Джесси пӗрремӗш пӳлӗме кӗрсе тӑчӗ, кунтан ҫӳлелле пусма хӑпарать.

 Джесси прошла в первую комнату, откуда наверх шла лестница.

XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Кунтан ҫур мильӑра таверна пур, унта эпӗ экипаж пирки ыйтӑва хамах татса паратӑп.

 — В полумиле отсюда есть таверна, где я решу вопрос об экипаже самостоятельно.

XIX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Итлӗр-ха: эсир пӗтӗмпех юнланса, аманса-ҫапӑнса пӗтнӗ; эпӗ сире кунтан инҫех мар илсе каятӑп, унта сире сиплеҫҫӗ.

Слушайте, вы вся в крови и расшиблены: я сведу вас тут недалеко, там вас полечат.

XIX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Кая юличчен манӑн кунтан каймалла.

Пока не поздно, я должен отсюда уехать.

XVIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Кунтан ӑна ҫурма ҫавра алӑкӑн хӗвеллӗ йӑлтӑркки курӑнать.

Отсюда был виден ему солнечный блеск полукруглого входа.

XVIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Кунтан вӑл питӗ пысӑк чӳречерен пахчаналла пӑхаять.

Отсюда через очень большие окна она могла смотреть в сад.

XIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

«Хӑрушлӑх кунтан килмест-ши?» — шухӑшлать Моргиана.

«Не отсюда ли явится опасность?» — подумала Моргиана.

XII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

— Кайрӑмӑр кунтан, — терӗ Дэзи эпӗ ӑна аллинчен ярса тытсан; тӑкӑрлӑкпа бульвар хӗресленнӗ ҫӗре ҫитсен тин вӗҫертрӗм.

— Уйдем отсюда, — сказала Дэзи, когда я взял ее руку и, не выпуская, повел на пересекающий переулок бульвар.

XXXV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Эпӗ кунтан ӑнсӑртран асӑрханӑ сценӑна пула уйрӑм кӑмӑл-туйӑмпа каятӑп; ҫак сцена, каҫхи шӑплӑх хушшинче, мана Дэзин кӗтмен ҫӗртен тухнӑ авӑкне аса илтерет: пӗртен пӗр ҫавӑнпа тан эпӗ ҫак каҫ Филатрпа, хӑйӗн пулма пултараймилӗхӗпе тулнӑскерпе.

Я удалился с особым настроением, вызванным случайно замеченной сценой, которая, среди вечерней тишины, напоминала мне внезапный порыв Дэзи: единственное, чем я был равен в эту ночь Фалатру, нашедшему свое несбывшееся.

XXXIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Ҫынсем питӗ хӑвӑрт пырса тулчӗҫ; вӗсен пӗр пайӗ лавҫа пулӑшас йӳтӗмпе лашасем патнелле ыткӑнчӗ; тепӗр йышӗ лавҫӑ пичӗ умӗнче чӑмӑрӗсемпе сулкалашса ӑна кунтан хӑвӑртрах тасалма хистет.

Очень быстро образовалась толпа; часть людей, намереваясь помочь, кинулась к лошадям; другая, размахивая кулаками перед лицом возницы, требовала убраться прочь.

ХХХIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Эпӗ пике кунтан инҫетре-тӗр терӗм.

Я думал, что барышня уже далеко.

XXVIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Тарӑхнипе ытлашширех персе ятӑм ахӑр, кирлӗ мар персе янӑшӑн мана каҫарма ыйтатӑн; алӑка тӗллесе кӑтартрӑм та хам тӳрех кунтан кайрӑм, мӗншӗн тесен ҫапларах шухӑшларӑм: енчен те мана шӑнкӑравлатӑн тӑк — пӗлех эппин: эпӗ алӑк умӗнче йытӑ пек вӗлтӗртеттерсе тӑмастӑп, хамӑн ӗҫӗмсемпе ҫӳретӗп.

В сердцах я наговорила лишнее и прошу меня извинить, если не так сказала, только показала на дверь, а сама скорее ушла, потому что, думаю, если ты меня позвонишь, так знай же, что я не вертелась у двери, как собака, а была по своим делам.

XXVII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Эпӗ хӑҫан тухса каясса кӗтсе пӑхкалать, тӑруках кӑшкӑрса пӑрахрӗ: «Часрах тасал кунтан!».

Он все поглядывал, когда я уйду, и вдруг закричал: «Ступай прочь отсюда!»

XXVII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

— Хуҫа, кунтан пурне те кӑларсамӑр, — терӗ комиссар, — эсир, дама, тата ҫак икӗ джентльмен юлаҫҫӗ.

Комиссар сказал: — Хозяин, удалите всех, останутся — вы, дама и вот эти два джентльмена.

XXVI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

«Тасал кунтан!».

«Ступай вон!»

XXV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

— Тухрӑмӑр кунтан

— Выйдем отсюда.

XXIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Пӗр-пӗринпе шӑппӑн пуплесе вӗсем алӑкран тухрӗҫ, унтан мана пӑхса илме иккӗшӗ те пӗр харӑс ҫаврӑнчӗҫ; ҫак куҫӑма тӗшмӗртсе хам та кунтан кайма унталла пӑрӑннӑччӗ.

Они прошли, тихо говоря между собой, в дверь, где оба одновременно обернулись взглянуть на меня; угадав это движение, я сам повернулся уйти.

XXIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Хирӗҫле алӑкран ман еннелле иккӗн килеҫҫӗ: тин кӑна кунтан кайнӑ Дэзи ҫӳллӗ, кӑмӑллӑ, пысӑк питлӗ тинӗс офицерне аллинчен тытнӑ.

Из противоположных дверей навстречу мне шли двое: высокий морской офицер с любезным крупным лицом, которого держала под руку только что ушедшая Дэзи.

XXIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней