Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ӗҫсемшӗн (тĕпĕ: ӗҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫулталӑклӑх хаҫат ҫырӑнма икӗ доллар тӑрать, виҫӗ ҫынран вӑл ҫуршар доллар илнӗ, лешсем ӑна, малтанах тӳлеме пулнӑ, тӳлессе вара, яланхи пекех, укҫа вырӑнне вутӑ е сухан сӗннӗ; анчах герцог: «Типографине тин кӑна туянтӑм, унти ӗҫсен хакне пултарнӑ таран йӳнетрӗм, малашне типографире тумалли ӗҫсемшӗн укҫине тӳрремӗнех хама тӳлемелле пулать», — тенӗ.

Подписаться на газету стоило два доллара в год, а он взял с трех подписчиков по полдоллара, с тем что они ему заплатят вперед; подписчики хотели заплатить, как всегда, дровами и луком, но герцог сказал, что только что купил типографию и снизил расценки сколько мог, а теперь собирается вести дело за наличный расчет.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Апла пулин те ҫамрӑк капитан судно ҫинчи ӗҫсемшӗн хытӑ пӑшӑрханать.

Между тем молодого капитана сильно беспокоило положение судна.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

— Партизанла хӑтланма пӑрахас пулать ӗнтӗ, ун пек ӗҫсемшӗн халӗ тӗрмене те кӗрсе ларма пулать.

— Пора бросить партизанские выходки, теперь за это в тюрьме насидеться можно.

Иккӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Пар ӑна ҫавӑн пек ӗҫсемшӗн ҫамкинчен, янратса яр пӗр икӗ хут!

Да раз ему за такие дела щелчка! Два щелчка!

Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.

Эсӗ манпа ан хирӗҫ, мӗншӗн тесен мана хам ӗҫсемшӗн мӑйран орден ҫакса янӑ, тет, эпӗ сирӗншӗн хӑвӑршӑнах, ухмахсемшӗнех, тӑрӑшатӑп, тет.

И ты, говорит, не моги мне противиться, потому что мне за мои труды орден на шею дан, и я для вас же, дураков, стараюсь».

Чӗрӗ вилӗ // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 143–155 с.

Тӳррипех калатӑп, унти ӗҫсемшӗн эпӗ питӗ пӑшӑрхантӑм, ӑшӑма ҫунтартӑм, ҫавӑнпа кунӗпех ним тумасӑр ирттертӗм.

Признаюсь, эти происшествия так меня убили и потрясли, что я решительно ничем не мог заняться во весь день.

Ухмаха ернӗ ҫын ҫырса пынисем // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 75–95 с.

Совет влаҫӗ аллӑ ҫул тултарнӑ ятпа, литературӑра тата ытти ҫӗрте тунӑ ӗҫсемшӗн, партипе правительство «Хисеп палли» орденпа наградӑларӗ.

В честь пятидесятилетия советской власти, за заслуги в литературе и в других делах, партия и правительство наградили орденом «Знак Почета».

Хаклӑ чӑваш вулаканӗсем! // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 5–6 с.

Ӗлӗк чух вӑрҫӑра якури хӗресне е медальне пы-ы-сӑк ӗҫсемшӗн, чӑнласах паттӑр ҫапӑҫнӑшӑн паратчӗҫ, тата камсене пуль тетӗн?

— Бывалоча, на войне егорьевский крест али медаль давали за больши-и-ие дела, за геройство, да кому давали-то?

XII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ан ман, сана та черет ҫитет, кун пек ӗҫсемшӗн райком пуҫран шӑлмӗ-ха.

Не забывай, что и до тебя очередь дойдет, райком за такие дела по головке гладить не будет.

20 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Халӗ вара, Терентий Родионович, районти ӗҫсемшӗн эпир сирӗнпе ответ тытатпӑр, мӗншӗн тесен Бахолдин ӗҫрен тухма ыйтса заявлени пачӗ.

А сейчас за дела в районе будем отвечать мы с вами, Терентий Родионович, потому что Бахолдин подал официальное заявление об уходе.

15 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ҫапах та, пӗтӗм районти ӗҫсемшӗн ответ тытассине хӑй ҫине илсе, хӑй вӑйӗ ҫине ҫеҫ шанма пултарайман вӗт-ха вӑл Коробин.

Однако не мог же он, взваливая на свои плечи нелегкий груз ответственности за дела всего района, надеяться лишь на свои собственные силы!

22 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Халӗ, Бахолдин юлташ чирлӗ вӑхӑтра, районти мӗн пур ӗҫсемшӗн эпир сирӗнтен анчах ыйтатпӑр, эсир иккӗмӗш секретарь пулнине пӑхмастпӑр.

— Сейчас, пока товарищ Бахолдин болен, за все дела в районе мы будем спрашивать только с вас, и без всяких скидок на то, что вы второй секретарь.

15 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Чӑнах та халлӗхе Коробин иккӗмӗш секретарь шутланса тӑнӑ-ха, пӗрремӗш вырӑнне пӗр уйӑх ытларах кӑна ӗҫленӗ, анчах Бахолдин йывӑрах чирлесе ӳксен, районти мӗн пур ӗҫсемшӗн чӑннипех Коробин ответ тытнӑ.

Правда, Коробин пока еще числился вторым секретарем и исполнял обязанности первого немногим больше месяца; однако после того, как слег Бахолдин, Коробин фактически нес ответственность за все дела в районе.

13 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Мӗншӗн сирӗн вак-тӗвек ӗҫсемшӗн пӗрлешес-ха?

— А зачем вам по мелочам связываться?

7 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ҫавӑн пек тискер ӗҫсемшӗн казаксем ӳпкелешеҫҫӗ пулмалла тата хӗрлисем те, хамӑрӑннисене тыткӑна илсен, ҫаплах тураса тӑкӗҫ, хуторсене йӑлтах ҫунтарса ярӗҫ, тесе хӑраҫҫӗ.

И казаки вроде роптают даже на такую жестокость и боятся, что и красные будут пленных рубить и хутора наши уничтожать.

XXXVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Унашкал ӗҫсемшӗн Германи фронтӗнче ҫынсене персе вӗлеретчӗҫ!..

За такие штуки на германском фронте людей расстреливали!..

IX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Мӗнле-ха капла, сирӗн сиятельствӑ, мӗнле тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн? — тенӗ офицерсем.

— Как же так, ваше сиятельство, за какие заслуги? — говорят офицеры.

Генерал погонӗ // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Ялти активистсем ветерансен юхӑмне аталантарас, ҫамрӑксене патриотизмла воспитани парас ӗҫсемшӗн грамотӑсемпе тав ҫырӑвӗсене тивӗҫрӗҫ, шкулта вӑй хуракан хӗрарӑмсем Мартӑн 8-мӗшӗ ячӗпе парнесем илчӗҫ.

Сельские активисты удостоились грамот и благодарственных писем за патриотическое воспитание молодежи, развития движение ветеранов, женщины, которые трудятся в школе, получили подарки к 8-му Марта.

«Вут-ҫулӑмлӑ ҫулсен ахрӑмӗ» // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/4258-vut-ul- ... n-akhr-m-3

Сережа, пӗтӗм чунтан, тӑван ывӑлӑма каланӑ пек, калатӑп сана, тепӗр ҫулталӑкран сан кӑкӑру ҫинче, вӑрҫӑри паттӑр ӗҫсемшӗн илнӗ наградӑсемпе юнашар, ӗҫри хастарлӑхшӑн панӑ награда пултӑр…

И вот, Сережа, от всей души желаю тебе, как сыну родному, чтобы через год или два на твоей груди рядом с наградами за военные подвиги появился бы орден за подвиги трудовые…

XXIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ҫакӑн пекех ӗнтӗ, чиновник адрес-календаре киленсе кайсах кунне темиҫе хутчен, мӗнле те пулин дипломатиллӗ ӗҫсемшӗн мар, унта пичетленӗ ятсемпе йӑпаннипе вуласа тухать.

Так чиновник с большим наслаждением читает адрес-календарь по нескольку раз в день, не для каких-нибудь дипломатических затей, но его тешит до крайности печатная роспись имен.

II. Ҫул // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней