Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ӑшӗнче (тĕпĕ: ӑш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тавралӑх шӑплансан Егор пытаннӑ ҫӗртен тухрӗ те хӑй ҫӗр каҫма чарӑннӑ вырӑна кӗрсе тӗрӗслерӗ — ун юлташӗсем пурте юн ӑшӗнче выртаҫҫӗ, пуҫӗсене каснӑ.

Помоги переводом

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Кирлӗ ҫӗре ҫырса ярӗ те хама та ӑсатӗҫ», — ял пуҫлӑхӗ хӑйӗн ӑшӗнче ҫапларах шухӑшларӗ.

Помоги переводом

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Э-э-э, — тесе Ваҫиле ӑшӗнче тем шутларӗ, анчах шарламарӗ.

Помоги переводом

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫакӑн пек сӑмахсем манӑн асра юлнӑ: «Тӑрӑ шывӑн ӑшӗнче, / Кӑвак пӗлӗт явӑнать. / Ватӑ йӑмра тайӑлса / Тӗсне пӑхса савӑнать».

Помоги переводом

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

«Кинӗм мар — арӑмӑм пулатӑн, ҫут тӗнче илемӗ!» — ӑшӗнче кӑшкӑрать Шывхуҫи ватӑлма пуҫланӑ Ешӗлпи ҫине ахаль те сивӗ куҫӗпе тата сиввӗн пӑхса.

Помоги переводом

4 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

— Мана качча тух, вара ылтӑн ӑшӗнче пулӑн.

Помоги переводом

Хула пӑтӑрмахӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Эх, тет вӑл ӑшӗнче, Нинук та пӗрле пулсанччӗ…

Помоги переводом

Хӑрушӑ ӗҫ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ҫӗр сасси вара вӑл ҫӗр ӑшӗнче мӗн пулса иртнипе ҫыхӑнса тӑмалла.

Помоги переводом

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Антон ӑшӗнче вут ҫунать, ҫути ҫӗр ҫине ӳкет, — пӗр кӗтмен ҫӗртен каласа хучӗ Ванюк.

Помоги переводом

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

— Ҫӗр чӑмӑрӗ ӑшӗнче авалхи океан шывӗ упранса юлнӑ пулас, — тӗшмӗртет Антон.

Помоги переводом

Протоценоз // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Асамлӑ шывӗ пуҫӗнчен пуҫласа куҫа шартаракан шурӑ-шӑрӑ ури патнех йӑпӑртаттарса чупса анать те сасартӑках йӗп чиксен те куҫ курман тӗттӗм мӗлке ӑшӗнче ҫухалать.

Помоги переводом

Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Урал тӑвӗсем ӑшӗнче ылтӑн, пӑхӑр тата тимӗр рудисем пытанса выртаҫҫӗ.

Золото, медные руды, железные — кроются в недрах Урала.

Урал тӑвӗсем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Вӗсен ӑшӗнче пуянлӑх татах нумай пытанса выртать.

Много еще сокровищ скрыто в их недрах.

Кавказри хуҫалӑх строительстви // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Ӗмӗртенпех ҫав пуянлӑхсем ҫын куҫне курӑнмасӑр тусем ӑшӗнче пытанса выртнӑ.

Веками лежали эти богатства, скрытые от глаз людей.

Кавказри хуҫалӑх строительстви // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Тусем ӑшӗнче темӗн чухлӗ пуянлӑх выртать.

В недрах гор имеются огромные богатства:

Кавказри хуҫалӑх строительстви // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Типӗ ҫеҫенхирсенчи юханшывсем нумайӑшӗ тинӗс патне ҫитеймеҫҫӗ, хӑйӑрсем ӑшӗнче пӗте-пӗте лараҫҫӗ е пӗчӗк кӳлӗсене юхса кӗреҫҫӗ.

Большинство рек сухих степей не достигает моря, теряется в песках или вливается в небольшие озера.

Типӗ ҫеҫенхирти ҫутҫанталӑк // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Вӑл акӑ мӗнтен курӑнать: унта тӑварлӑ кӳлӗсем пит нумай, тӗллӗн-тӗллӗн тӑпрана витӗрех тӑвар каснӑ вырӑнсем тата тӑпра ӑшӗнче рак хуранӗсем те тӗл пулаҫҫӗ.

Об этом говорят многочисленные соленые озера, участки земли, пропитанные солью, и раковины, встречающиеся в земле.

Типӗ ҫеҫенхирти ҫутҫанталӑк // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Днепр шывне пайӑн-пайӑн йывӑҫ хӳмесемпе пӳлсе илсе, шывне уҫла-уҫла кӑларса тӑкмалла пулнӑ: ҫавӑн пек хӳмесем ӑшӗнче вара рабочисен яланах шикленсе ӗҫлемелле пулнӑ: шавласа юхакан шыв, хӳмесем ӑшне кӗрсе кайса, пӗтӗм ӗҫе тата ӗҫлекенсене хӑйсене те пӗр самантрах пӗтерсе хума пултарнӑ.

Приходилось отгораживать по частям реку деревянными перемычками (загородками), выкачивать из них воду и работать в таких перемычках под постоянной угрозой, что бушующие потоки воды ворвутся внутрь и уничтожат и всю работу и самих работающих.

Днепр ҫинчи электричество станцийӗ (Днепрогэс) // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Курӑк ӑшӗнче хурт-кӑпшанкӑ пӗр чарӑнмасӑр сӗрлени янӑраса тӑрать.

Из травы несется неумолкающая музыка насекомых.

Хура тӑпраллӑ ҫеҫенхирти ҫутҫанталӑк // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Ҫемҫе курӑк ӑшӗнче шӑрчӑксем, нӑрӑсем тата ытти хурт-кӑпшанкӑ таврашӗсем те йӑшӑлтатаҫҫӗ.

В мягком травяном ковре кишат кузнечики, жуки и другие насекомые.

Хура тӑпраллӑ ҫеҫенхирти ҫутҫанталӑк // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней